ЧӐваш республикин саккунӗ ЧӐваш республикин



Дата25.06.2016
өлшемі109.12 Kb.
#157623



ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН

САККУНӖ
ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН

"ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ ГРАЖДАНСЕН СЫВЛӐХНЕ СЫХЛАССИ ҪИНЧЕН" САККУННЕ УЛШӐНУСЕМ

КӖРТЕССИ ҪИНЧЕН
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ

2014 ҫулхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче

йышӑннӑ
1 статья

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче граждансен сывлӑхне сыхласси ҫинчен" 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи 59 №-лӗ саккунне ("Республика" хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 5, 10 №-сем) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:



  1. 1 статьяна "(малалла – сывлӑха сыхлас енӗпе)" сӑмахсем хушса хурас;

  2. 5 статьяра:

а) пӗрремӗш абзацра "граждансен" сӑмаха кӑларса пӑрахас;

ӑ) 1-мӗш пунктра "граждансен сывлӑхне сыхлас сферӑра" сӑмахсене "Чӑваш Республикин сывлӑха сыхлас енӗпе тата вӗсене тытса пынине тата пурнӑҫланине тӗрӗслесси" сӑмахсемпе улӑштарас;

б) 2-мӗш пунктра "граждансен" сӑмаха кӑларса пӑрахас;

3) 6 статьяра:

а) пӗрремӗш абзацра "граждансен" сӑмаха кӑларса пӑрахас;

ӑ) 1-мӗш пунктра "граждансен" сӑмаха кӑларса пӑрахас;


б) 2-мӗш тата 3-мӗш пунктсене ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"2) Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсене Раҫҫей Федерацийӗнче граждансен сывлӑхне сыхлас сферӑра панӑ полномочисене пурнӑҫлакан Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ӗҫ тӑвакан органӗн ертӳҫине федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн сывлӑха сыхлас енӗпе патшалӑх политикине туса хатӗрлекен тата нормативлӑ право тӗлӗшӗнчен йӗркелесе пыракан полномочиллӗ органӗпе (малалла – федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн полномочиллӗ органӗ) килӗшсе татӑлнӑ тӑрӑх должноҫа уйӑрса лартасси (должноҫран хӑтарасси);



  1. федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн полномочиллӗ органӗпе килӗшсе татӑлнӑ тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсене Раҫҫей Федерацийӗнче граждансен сывлӑхне сыхлас енӗпе панӑ полномочисене пурнӑҫлакан Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ӗҫ тӑвакан органӗн тытӑмне ҫирӗплетесси;";

4) 7 статьяра:

а) пӗрремӗш абзацра "граждансен" сӑмаха кӑларса пӑрахас;

ӑ) 1-мӗш тата 2-мӗш пунктсенче "граждансен" сӑмаха кӑларса пӑрахас;

б) 4-мӗш пунктра "Чӑваш Республикинче граждансене медицина пулӑшӑвӗ" сӑмахсене "Чӑваш Республикинчи граждансене медицина пулӑшӑвӗ" сӑмахсемпе улӑштарас, "(малалла ҫавӑн пекех – Программа)" сӑмахсене "(малалла – территори программи)" сӑмахсемпе улӑштарас;

в) 6-мӗш пунктра "Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн граждансен сывлӑхне сыхлас сферӑра ӗҫлекен органӗн" сӑмахсене "Чӑваш Републикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн органӗн сывлӑх сыхлавӗ енӗпе патшалӑх политикине пурнӑҫлакан (малалла – полномочиллӗ орган)," сӑмахсемпе улӑштарас;

г) 7-мӗш тата 71-мӗш пунктсенче "Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн граждансен сывлӑхне сыхлас сферинче ӗҫлекен ӗҫ тӑвакан органӗн" сӑмахсене "полномочиллӗ органӗн" сӑмахсемпе улӑштарас;

д) 9-мӗш пунктра "граждансен" сӑмаха кӑларса пӑрахас;

е) 10-мӗш пункт хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

ӗ) 102-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"102) граждансене тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ парассине патшалӑх


гарантилекен, Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ҫирӗплетекен программӑна (малалла – граждансене тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ парассине патшалӑх гарантилекен программа) пурнӑҫлама хутшӑнакан полномочиллӗ органа пӑхӑнса тӑракан медицина организацийӗсем, Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн органӗсене пӑхӑнса тӑракан вӗренӳ организацийӗсем, ӑслӑлӑх организацийӗсем, ҫавӑн пекех уйрӑм ҫын тытса тӑракан тытӑмри сывлӑх сыхлавӗн организацийӗсем валли граждансене тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ парассине гарантилекен патшалӑх программине пурнӑҫланӑ шайра медицина пулӑшӑвӗ панӑ чух клиника тӗлӗшӗнчен усӑ курмалли
донор юнӗпе тата (е) унӑн компоненчӗсемпе тӳлевсӗр тивӗҫтермелли йӗркене палӑртасси;";

ж) 15-мӗш пунктра "граждансен" сӑмаха кӑларса пӑрахас;

5) 8 статьяра:

а) ятне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"8 статья. Полномочиллӗ орган полномочийӗсем";

ӑ) 1-мӗш пайра:

пӗрремӗш абзацра "Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн органӗ граждансен сывлӑхне сыхлас сферӑра" сӑмахсене "Полномочиллӗ орган" сӑмахсемпе улӑштарас;

1-мӗш пунктра "граждансен" сӑмаха кӑларса пӑрахас;

2-мӗш пунктра "Программӑна" сӑмаха "территори программине" сӑмахсемпе улӑштарас;

3-мӗш тата 31-мӗш пунктсенче "Чӑваш Республикин медицина организацийӗсенче" сӑмахсене "полномочиллӗ органа пӑхӑнса тӑракан медицина организацийӗсенче" сӑмахсемпе улӑштарас;

4-мӗш пунктра "ҫак пайӑн 3-мӗш тата 8-мӗш пункчӗсемпе килӗшӳллӗн медицина пулӑшӑвӗ панӑ чухне" сӑмахсене "ҫак пайӑн 3-мӗш, 8-мӗш тата 81-мӗш пункчӗсемпе килӗшӳллӗн медицина пулӑшӑвӗ панӑ,
медицина экспертизисене, медицина тӗрӗслевне тата медицина тӗлӗшӗнчен ӗнентерсе ҫирӗплетнӗ чухне" сӑмахсемпе улӑштарас;

7-мӗш пункта "эмелсемпе" сӑмах хыҫҫӑн "тата сиплӗхлӗ апат-ҫимӗҫӗн ятарлӑ продукчӗсемпе" сӑмахсем хушса хурас;

ҫакӑн пек ҫырса 81-мӗш пункт хушса хурас:

"81) полномочиллӗ органа пӑхӑнса тӑракан медицина организацийӗсенче медицина экспертизисем, медицина тӗрӗслевӗсем ирттерес тата медицина тӗлӗшӗнчен ӗнентересе ҫирӗплетес ӗҫе йӗркелесси;";

9-мӗш пунктра "Чӑваш Республикин медицина организацийӗсен" сӑмахсене "полномочиллӗ органа пӑхӑнса тӑракан медицина организацийӗсен" сӑмахсемпе улӑштарас;

11-мӗш пунктра "поселенисенче" сӑмаха "халӑх пурӑнакан вырӑнсенче" сӑмахсемпе улӑштарас;

ҫакӑн пек ҫырса 111–113-мӗш пунктсем хушса хурас:

"111) малтанхи медицина-санитари пулӑшӑвне тата ятарлӑ медицина пулӑшӑвне полномочиллӗ органа пӑхӑнса тӑракан медицина организацийӗсен медицина ӗҫченӗсем ҫавнашкал медицина учрежденийӗсен


тулашӗнче, ҫавӑн пекех ытти медицина организацийӗсенче парассине йӗркелемелли тӗслӗхсене тата йӗркене палӑртасси;

112) тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ парас ӗҫе патшалӑх гарантилекен программӑна пурнӑҫланӑ шайра малтанхи медицина-санитари пулӑшӑвне илес тӗллевпе медицина организацине территори-участок принципне тӗпе хумасӑр суйласа илнӗ граждансене васкавлӑ тата пӗр тӑхтамасӑр, ҫав шутра медицина ӗҫченне чӗнсе илнӗ чухне килте, малтанхи медицина-санитари пулӑшӑвӗ парас ӗҫе тивӗҫтермелли йӗркене палӑртасси;

113) Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ медицина организацийӗсем туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хаклас ӗҫе йӗркелеме Федераци саккунӗпе палӑртнӑ йӗркепе тата условисемпе майсем туса парасси:

сывлӑха сыхлас ӗҫре граждансен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен общество пӗрлешӗвӗсем, Федераци саккунӗн 76 статйин 3-мӗш пайӗнче палӑртнӑ требованисене тивӗҫтерекен коммерциллӗ мар профессиллӗ


медицина организацийӗсем (вӗсен представителӗсем) хутшӑннипе, Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ медицина организацийӗсем туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хаклас енӗпе ӗҫлекен общество канашӗ туса хурасси, ун ҫинчен калакан положение ҫирӗплетесси е ҫав тивӗҫсене полномочиллӗ орган ҫумӗнчи обществӑлла канашсене шанса парасси ҫинчен йышӑну тӑвасси;

медицина организацийӗсем туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хаклас енӗпе ӗҫлекен обществӑлла канаш ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен "Интернет" информаципе телекоммуникаци сетӗнчи (малалла –


"Интернет" сечӗ) хӑйӗн официаллӑ сайтне вырнаҫтарасси;

Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ медицина организацийӗсем ӗҫсем тӑвас, пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхӗ ҫинчен информаци пухас, пӗтӗмлетес тата тишкерес енӗпе пулӑшу ӗҫӗсем туса парас тӗллевпе тунӑ патшалӑх контракчӗсен результачӗсем тӑрӑх Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ медицина организацийӗсем туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хаклас ӗҫе туса ирттерессишӗн яваплӑ оператора палӑртасси ҫинчен калакан йышӑнӑва хатӗрлесси, ҫавӑн пекех, кирлӗ пулсан, оператора ҫав организацисен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен патшалӑх тата ведомствӑн статистика отчет­лӑхӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ пурне те тивӗ­ҫекен информацие парасси (енчен те ӑна организацин официаллӑ сайтӗнче вырнаҫтарман пулсан);

Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ медицина организацийӗсем туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хакланин результачӗсем ҫинчен полномочиллӗ органа пырса кӗнӗ информацие Федераци саккунӗпе палӑртнӑ срокра пӑхса тухасси тата медицина организацийӗсен ӗҫ-хӗлне лайӑхлатас енӗпе мерӑсем йышӑннӑ чухне вӗсене шута илесси;

Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ медицина организацийӗсем туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хакланин результачӗсем ҫинчен калакан информацие федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви полномочи панӑ органӗ ҫирӗплетнӗ чухлӗ тата йӗркепе хӑйӗн официаллӑ сайтӗнче тата "Интернет" сетӗнче патшалӑх учрежденийӗсем ҫинчен информаци вырнаҫтармалли официаллӑ сайтра вырнаҫтарасси;

"Интернет" сетӗнчи хӑйӗн официаллӑ сайтӗнче Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ медицина организацийӗсем туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхӗ ҫинчен пациентсем мӗн шухӑшланине палӑртма техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси;";

15-мӗш пункт хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

152-мӗш пунктра "информаципе телекоммуникацин" сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

155-мӗш пунктра "Чӑваш Республикин медицина организацийӗсен" сӑмахсене "полномочиллӗ органа пӑхӑнса тӑракан медицина организацийӗсен" сӑмахсемпе улӑштарас;

б) 2-мӗш пайра:

пӗрремӗш абзаца ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"2. Полномочиллӗ орган Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсене Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен сывлӑхне сыхлас енӗпе панӑ ҫак полномочисене пурнӑҫлать:";

1-мӗш пунктра:

"а" ҫум пункт хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

"ӑ" ҫум пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"ӑ) медицина организацийӗсен (федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн орга­нӗсене пӑхӑнакан медицина организацийӗсемсӗр) медицина ӗҫ-хӗлӗ (пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвне паракан медицина ӗҫӗ-хӗлӗсӗр);";

"б" тата "в" ҫум пунктсенче ", патшалӑх наука академийӗсене" сӑмах­сене кӑларса пӑрахас;

2-мӗш пункта "тата вӗсен палӑртнӑ йӗркипе туса хунӑ" сӑмахсем хушса хурас;

6) 9 статьяра:

а) ятӗнче "граждансен" сӑмаха кӑларса пӑрахас;

ӑ) 1-мӗш пайра "граждансен" сӑмаха кӑларса пӑрахас;

б) 2-мӗш пайра:

1-мӗш пунктра "Программӑпа" сӑмаха "территори программипе" сӑмахсемпе улӑштарас;

3-мӗш тата 6-мӗш пунктсене "ҫак Саккунпа килӗшӳллӗн" сӑмахсем хушса хурас;

7) 10 статьяра "Граждансен сывлӑхне сыхлас сферӑра Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан власть органӗн" сӑмахсене "Полномочиллӗ органӗн" сӑмахсемпе улӑштарас, "информаципе телекоммуникаци" сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

8) 11 статьян иккӗмӗш абзацӗ хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

9) 12 статьяра:

а) ятне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"12 статья. Территори программи";

ӑ) 1-мӗш пайра:

пӗрремӗш абзаца ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"1. Территори программине Чӑваш Республикин Министрсен
Кабинечӗ граждансене тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ парассине гарантилекен патшалӑх программипе килӗшӳллӗн ҫирӗплетет.";

иккӗмӗш абзацра "Программа" сӑмаха "территори программи" сӑмахсемпе улӑштарас;

2-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"2) ятарлӑ медицина пулӑшӑвӗпе, ятарлӑ медицина пулӑшӑвӗн пайӗ шутланакан пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗпе;";

б) 2-мӗш пайра:

пӗрремӗш абзацра "Программа" сӑмаха "территори программи" сӑмахсемпе улӑштарас;

1-мӗш пунктра "Раҫҫей Федерацийӗн Граждансене тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ парассине гарантилекен патшалӑх программипе" сӑмахсене "граждансене тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ парассине гарантилекен патшалӑх программипе" сӑмахсемпе улӑштарас;

6-мӗш, 7-мӗш тата 9-мӗш пунктсенче "Программа" сӑмаха "территори программи" сӑмахсемпе улӑштарас;

ҫакӑн пек ҫырса 10-мӗш пункт хушса хурас:

"10) граждансене васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ панипе ҫыхӑннӑ тӑкаксене саплаштармалли йӗрке тата виҫесем.";

в) 3-мӗш пайра "Программӑра" сӑмаха "Территори программинче" сӑмахсемпе улӑштарас, "Раҫҫей Федерацийӗн Граждансене тӳлевсӗр медицина пу­лӑшӑвӗ парассине гарантилекен патшалӑх программипе" сӑмахсене "граждансене тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ парассине гарантилекен патшалӑх программипе" сӑмахсемпе улӑштарас;

г) 4-мӗш пайра "Программӑна" сӑмаха "Территори программине" сӑмахсемпе улӑштарас;

10) 14 статьяра:

а) пӗрремӗш абзацра "Пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвне" сӑмахсене ", пурне те тивӗҫлӗ медицина страхованийӗн никӗсри программине кӗмен," сӑмахсемпе улӑштарас, "Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн граждансен сывлӑхне сыхлас сферӑра полномочисем пурнӑҫлакан органӗ" сӑмахсене "полномочиллӗ органӗ" сӑмахсемпе улӑштарас;

ӑ) иккӗмӗш абзацра "Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн граждансен сывлӑхне сыхлас сферӑра полномочисем пурнӑҫлакан органӗ" сӑмахсене "полномочиллӗ органӗ" сӑмахсемпе улӑштарас;
11) 15 статьян 1-мӗш пайӗнче:

а) пӗрремӗш абзацра "Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн граждансен сывлӑхне сыхлас сферӑра полномочисем пурнӑҫлакан органӗ" сӑмахсене "Полномочиллӗ органӗ" сӑмахсемпе улӑштарас;

ӑ) тӑваттӑмӗш абзацра "Программӑпа" сӑмаха "территори программипе" сӑмахсемпе улӑштарас;

б) пиллӗкмӗш абзаца ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"полномочиллӗ органа пӑхӑнса тӑракан медицина организацийӗсенче амбулатори условийӗсенче ВИЧ-инфекцирен сиплеме Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртнӑ йӗркепе медицинӑра усӑ курмалли эмелсемпе тӳлевсӗр тивӗҫтерессине.";

12) 16 статьяра:

а) 1-мӗш пайра "Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн граждансен сыв­лӑхне сыхлас сферӑра полномочи пурнӑҫлакан органӗ" сӑмахсене "Полномочиллӗ органӗ" сӑмахсемпе улӑштарас, "Чӑваш Республикин
медицина организацийӗсенче" сӑмахсене "полномочиллӗ органа пӑхӑнса тӑракан медицина организацийӗсенче" сӑмахсемпе улӑштарас;

ӑ) 2-мӗш пая ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"2. Туберкулез чирне пула диспансер мелӗпе сӑнаса тӑракан ҫынсене, туберкулезпа чирлӗ ҫынсене полномочиллӗ органа пӑхӑнса тӑракан медицина организацийӗсенче туберкулезран амбулатори условийӗсенче сиплеме Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртакан йӗркепе медицинӑра усӑ куракан эмелсемпе тӳлевсӗр тивӗҫтереҫҫӗ.";

13) 17 статьяра:

а) 1-мӗш пайра "Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсем" сӑмахсене "Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ӗҫ тӑвакан органӗсем" сӑмахсемпе улӑштарас;

ӑ) 2-мӗш пайра "Раҫҫей Федерацийӗн граждансене тӳлевсӗр медицина пу­лӑшӑвӗ парассине гарантилекен патшалӑх программи" сӑмахсене "граждансене тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ парассине гарантилекен патшалӑх программи" сӑмахсемпе улӑштарас;

14) 20 статьяра "граждансен" сӑмаха кӑларса пӑрахас;

15) 22 статьян 1-мӗш пайӗнче "2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗч­чен" сӑмахсене "2015 ҫулта" сӑмахсемпе улӑштарас;


16) 23 статьяра:

а) 2-мӗш пай хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

ӑ) 4-мӗш пайра "2014 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа" сӑмахсене "2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа" сӑмахсемпе улӑштарас;

б) 5-мӗш пайра "2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен" сӑмахсене "2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен" сӑмахсемпе улӑштарас.


2 статья

1. Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

2. Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче граждансен сывлӑхне сыхласси ҫинчен" 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи 59 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) 22 статйин 1-мӗш пайӗн тата 23 статйин
5-мӗш пайӗн положенийӗсен вӑйӗ 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫланнӑ право хутшӑнӑвӗсене пырса тивет.


Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ

М. Игнатьев


Шупашкар хули






Достарыңызбен бөлісу:




©dereksiz.org 2024
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет