I. целевой раздел



бет8/26
Дата25.06.2016
өлшемі2.21 Mb.
#157585
түріОсновная образовательная программа
1   ...   4   5   6   7   8   9   10   11   ...   26

III класс

Пуплеве пур енлĕн аталантарнă май чĕлхене ансат тишкерме, чĕлхе ăслăлăхĕн терминĕсемпе усă курма вĕрентесси

Маларах вĕреннине аса илсе çирĕплетесси. Ачасен вулавпа çыру хăнăхăвĕсене, çыхăнуллă калаçас, пуплеве тăнласа ăнланас мехелĕсене малалла аталантарасси. Пуплевĕн тĕп ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнуллăн тата вĕсем çине таянса тăван литература чĕлхин пур сийĕсемпе те усă курма пĕлнине лайăхлатасси, чĕлхене тишкерме, лингвистикăн ансат пĕлĕвĕсемпе усă курма вĕрентесси.



Çыхăнуллă пуплев. Текст. Унăн пайĕсене уйăрасси, вĕсене ят парасси. Вĕрентỹçĕ ертсе пынипе калуллă текстăн планне тăвасси.

Текста вуласа унăн тĕп шухăшне палăртасси. Текстăн пĕтĕмĕшле тытăмĕ: пуçламăшĕ,тĕп пайĕ, вĕçĕ.

Хатĕр е ушкăнпа тунă планпа усă курса текст тăрăх изложени çырасси.

Темиçе е пĕр ÿкерчĕк тăрăх тата пурнăçра курни-илтни (вăйăсем, ачасен ĕçĕ-хĕлĕ, çут çанталăка сăнани, тĕрлĕ çĕре экскурсие кайни, ялти ватăсене пулăшни) çинчен çыхăнуллă калав йĕркелесси, ун хыççăн сочинени çырасси.

Харпăр хăй ĕçĕ çинчен кама та пулин (юлташа, асатте-асаннене) çыру çырса пĕлтересси.

Пуплев этикечĕ. Сăмах вĕççĕн е çыру çырса хăнана чĕнесси, саламласси. Сăпайлăх сăмахĕсемпе усă курасси. Телефонпа калаçасси.

Çулĕпе аслăрах çынна чăвашла сумласа чĕнмелли сăмахсем (пичче, аппа, инке, мучи, кинемей).



Ěç хучĕсем. Класри е шкулти хаçата заметкăсем çырасси. Библиотекăран илсе вуланă кĕнекесен списокне туса пыма пĕлесси.

Сăмах йышне анлăлатасси. Āру-тăванлăх терминĕсем. Тăванлăха атте, анне енчен кăтартакан таблицăсем.

Тумтир, атă-пушмак ячĕсем: кĕпе-йĕм, атă-пушмак, шăлавар, костюм, кофта, куртка, тумтир, перчетке, кĕрĕк, пиçиххи, сандалет, сараппан, тапочка, тăлăп, туфли, шарф, шлепке, юбка, кроссовка, атă, çăм, атă, кăçатă, калуш;

япаласен, пулăмсен паллисене пĕлтерекен сăмахсем: кĕрхи, çурхи, хĕллехи, çуллахи, майлă, юрăхлă, тăвăр, аслă, пысăк, меллĕ, ансăр, анлă;

ĕçе-пĕлтерекен сăмахсем: салтăн, ура салт, хыв, хывăн, тăхăн.

Кил-çуртри япаласен ячĕсем: варинкке, куç кĕски, кастрюль, сăпка, валашка, кăкшăм, тенкел, простынь, сăмавар, умывальник, ухват, питлĕх, утюг, хунар, чейник, чăматан, этажерка, холодильник.

Кил-çурт таврашĕпе çыхăннă сăмахсем: ампар, хÿме, хуралтă, крыльца, шаршан, алăк янахĕ, чÿрече хашакки (янахĕ), путвал, пура, карçинкка.

Апат-çимĕç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан тĕрлĕ пуплев пайĕсем: арпус, варени, иçĕм, квас, кефир, консерва, котлет, мармелад, пирожнăй, повидло, пÿремеч, рис, салат, сосиска, сухари, тултармăш, халва, хуплу, шăрттан, шоколад, пельмень, çу;

выльăх (ÿсен-тăран), çăвĕ, сарă çу, услам çу, какай шÿрпи, аш (çĕр улми, пулă, кишĕр) котлечĕ, котлет фаршĕ, пан улми мармелачĕ, аш пельменĕ, пельмень чусти, бисквит пирожнăй, çĕр улми пÿремечĕ, аш (симĕс сухан) салачĕ, кăвакал хуплăвĕ, чие(хурлăхан, хурăн) çырли варенийĕ, иçĕм сĕткенĕ, çăкăр кăвасĕ, çырла квасĕ, (пулă, аш) консервĕ, ăшаланă çăмарта, йÿçĕтнĕ улма, типĕ иçĕм, какай шÿрпи;

апат-çимĕç таварĕсем, консерв банки, пĕр порци, салат савăчĕ, çимĕç шкапĕ, çăкăр тутти;

Йывăç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: акаци, бамбук, катăркас, кашкăр çырли, кăпчанкă, кедр, лиственница, пальма, уртăш, шурă чăрăш;

бамбук туя, лăсăллă йывăç, катăркас çырли, кедр мăйăрĕ, пальма çулçи, уртăш çырли.



Ÿсентăран ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: йÿçĕ курăк, кăвак çеçпĕл, пăлан мăкĕ, хаяр çырли, куккук йĕтĕнĕ, кашкăр çырли, йÿçĕк курăк, тимофеевка, чĕрĕп ути, сÿсен, хĕрлĕ клевер, чăрăш тăрри, йÿçĕ чĕп куç, упа кĕпçи, хир сĕлли, шур ут, кĕтÿç хутаçĕ, утмăл турат, йыт пырши, кăшман курăкĕ, хăмăш, ÿхлĕм, пĕтнĕк, кукша пуç, шапа хупаххи, упа сарри, майра кĕпçи, шур чечек, çерçи кĕпçи, кăшкар ути, анра çарăк;

авăр, çĕр улми аври, хăмла аври, вăрă, йывăç вулли, кĕпçе, кучан, лăсă, чăрăш лăсси, сухăр, хыр сухăрĕ, тĕшĕ, мăйăр тĕшши, кукуруза тĕшши, ÿсен-тăран, хуйăр, юман хуйăрĕ, хуп, çăка хуппи (хупĕ), юман хуппи, хурăн хуппи, шерепе, сĕлĕ шерепи, хăмла шерепи, шерепеллĕ, сухăрлă, тĕшĕллĕ.



Улма-çырла, пахча çимĕç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: анис, антоновка, йĕплĕ çырла, слива, кăвак çырла, кĕтмел, китайка, кÿкен, петрушка, пĕрлĕхĕн, сырлан, укроп, шур çырли, турнепс, редис:

анис улма, китайка улми, петрушка тымарĕ, слива варенийĕ, сырлан тĕмĕ, сырлан çăвĕ, укроп вăрри, улмуççи сып.



Кăмпа ячĕсем: ăвăс кăмпи, кăрăç, кăтра кăмпа, хурăн кăрăçĕ, хыр кăрăçĕ, хура кăрăç, шурă кăрăç, сăвăр кăмпи, мăк кăмпи, сарă кăмпа, симĕс кăмпа, çĕр кăмпи, така кăмпи, кăмпа туни, кăмпа шлепки.

Тискер кайăк ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: арăслан, арлан, ăтăр, йĕке хÿре, калта, кашкăр, кăш, мулкач, пакша, пăлан, пăрăнтăк, пăсара, пăши, сăсар, çĕлен, çĕлен-калта, çĕр мулкачи, çÿлевĕç, тигр, тилĕ, тимĕр шапа, упа, упăте, хир сысни, хурăн пуçлă çĕлен, тыркас, чĕрĕп, хир шăшийĕ, шăши, кашкăр çури, шурă мулкач, пăлан пăрушĕ, пăши ĕни (пăрушĕ), шурă упа, упа çури;

Кайăк-кĕшĕк ячĕсем: карăк, сар кайăк, чепчен, кукăр сăмса, шурлăх тăмани, карăш, кайăк кăвакал, кăйкăр, вĕлтрен тăрри, хĕрен, çара çерçи, ăмăрт кайăк, пилеш кайăкĕ, ула такка, вĕршĕн, ÿхĕ, чарлан, чайка, текерлĕк, шăкăлчи, пингвин, павлин, страус, пăчăр;

çăткăн, сарă, хĕрлĕ, кăвак;

çавăр (йăва), ÿхлет, кăраклат, куккукла, сăх, тыт, юрла, танкка, чĕвĕлтет; карăш картлатать, путене авăтать, чакак чаклатать;

карăк туйĕ, кăсăя куй сырăшĕ, çерçи йăви.



Хурт-кăпшанкă ячĕсем: пыл хурчĕ, сăрă, тĕкĕл тура, шыв нăрри, шыв хăнкăли, çĕлен лаши.

Пулăсемпе шыври чĕр чунсен ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: акула, ăптă, кăртăш, осетр, рак, сарă, карас, çуйăн, тритон, уланкă, хура карас, шапа, шапа чĕппи, шăла, шерĕх, шыв çи, пулă чĕппи;

тинĕс пулли, вĕтĕ çупах, шапа хуранĕ, рак хаччи, сазан хуппи, чĕрĕ пулă;

вăлча сап, карп ĕрчет.

Чĕлхене ансатăн тишкересси. Чĕлхе пĕлĕвĕн терминĕсемпе паллаштарасси. Сăмах тытăмĕ: тымар тата аффиксем. Сăмах тăвакан тата сăмаха улăштаракан аффиксем. Япалана пĕлтерекен сăмахсем çумне –çă(-çĕ), -лăх(-лĕх), -у(-ÿ) аффиксем хушăнса пулнă сăмахсене сăнасси. Пĕр тымартан пулнă сăмахсене асăрхаса ушкăнласси, аса илсе каласси, çырасси (çыр – çыру – çырулăх, кала – калав – калавçă).

Япала ячĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ, ыйтăвĕсем. Пайăр ятсемпе пайăр мар ятсем. Япала ячĕсем пĕрреллĕ тата нумайлă хисепсенче пулни. Вĕсем ытти сăмахсемпе çыхăннă чухне тĕрлĕ аффикс йышăнни, ÿкĕм (падеж) термина асăнмасăр вĕсен ыйтăвĕсемпе аффиксĕсене пăхса тухни.

Камăнлăх аффиксĕсем йышăннă япала ячĕсем тĕп мар падежри пĕрреллĕ хисепри (терминсене асăнмасăр) формисемпе пуплевре усă курасси (аттеме, аттемпе, аçуна, ашшĕне, ашшĕпе т.ыт.те).



Глагол. Унăн пĕлтерĕшĕ, ыйтăвĕсем. Глагол вăхăчĕсем: хальхи вăхăт, пулас вăхăт, иртнĕ вăхăт (кайрăм, илтĕм, вулар, пĕлчĕ).

Паллă ячĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ, ыйтăвĕсем. Вăл япала ячĕпе тата глаголпа çыхăнни. Япала ячĕпе тата глаголпа çыхăннă паллă ячĕсем вĕçленменни. Пĕрешкел е çывăх пĕлтерĕшлĕ паллă ячĕсем (илемлĕ, капăр, хитре, чипер).

Япаласен хисепне пĕлтерекен сăмахсем (пĕрре, иккĕ, саккăр, вуннă, пĕрремĕш, иккĕмĕш, çиччĕмĕш, вуннăмĕш).

Предложени. Калуллă, ыйтуллă тата хистевлĕ предложенисем. Кăшкăруллă предложени. Предложенин тĕп членĕсем --- подлежащипе сказуемăй. Предложенин кĕçĕн членĕсем. Предложенисене кĕçĕн членсемпе анлăлатасси.

Орфографипе орфоэпи. Э, е, ё, ю, я саспаллисемпе усă курма пĕлесси. Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсенче б, г, д, ж, з, ф, ц, щ саспаллисене тĕрĕс вулама, çырма пĕлесси.

Сăмах тĕпĕнчи вăрăм хупă сасса икĕ пĕр пек саспалли çырса палăртасси: а) çăрттан, паттăр, параппан, суккăр, маттур, тăвайкки, тĕттĕм, турилкке; ă) пĕрре, иккĕ, виççĕ, пиллĕк, çиччĕ,аллă; б) ачашшăн, хуллен, вăрттăн, пысăккăн, симĕссĕн, шуррăн; в) валли, хыççăн.

Хутăш сăмахри ч умĕнчи хупă сасăсен çемçелĕхне ятарласа палăртманни: калча, мунча, пăнчă, шалча, вăлча, анчах, хупăлча.

Ç, ч саспаллисем хыççăн ы е и çырасси: а) çыру, çын, çырма, чылай, чыс, çывăх, çырла; ă)çимĕç, чикĕ, читлĕх, çинче.

Уçă е л сасăпа пĕтекен сăмах тĕпĕ çумне –лă(-лĕ), -ла(-ле) аффиксем хушăнса пулнă сăмахсенче икĕ пĕр пек саспалли футбол-футболла, лапта --- лапталла, пукане --- пуканелле, шашка --- шашкăлла; ă) сухал --- сухаллă.

Нумайлă хисеп аффиксĕнчи с сасса (вăл умĕнхи ш, ç, сасăсемпе пĕрпекленнĕ тĕслĕхсем) тĕрĕс палăртасси: юлташсем, тантăшсем, чăрăшсем, лĕпĕшсем, чĕкеçсем.

Хальхи вăхăтри пĕрреллĕ хисепри глаголсене тĕрĕс каласси, çырасси: ташлатăп, вĕренетĕп, ĕçлетĕп, юрлатăп, вĕренетĕн, ĕçлетĕн, ташлать, юрлать, вĕренет, ĕçлет

Таса та илемлĕ çырасси

Çыру гигиенин хăнăхăвĕсене çирĕплетесси. Пĕр йĕр тăрăх çырма хăнăхтарасси. Кăткăс ĕлкеллĕ саспаллисемпе вĕсен çыхăнăвĕсене хăвăртрах, таса та илемлĕ çырасси.

Таса та илемлĕ, тĕрĕс çырмалли сăмахсем: автобус, автомобиль, арçын ача, ăс-тăн, ăшшăн, бригада, велосипед, виçĕм кун, грузовик, диктант, ĕç халăх, задача, зарядка, шăнкăрав, инке, йĕлтĕр, йĕпе-сапа, йĕри-тавра, канфет, карçинкка, кăсăя, кравать, Кремль, отличник, параппан, пограничник, пуйăс, радио, расписани, союз, çеçен хир, çĕр улми, çĕршыв, çил-тăвăл, çил-тăман, çулталăк, телевизор, тумтир, тыр-пул, ула такка, хĕр ача, чĕр чун, чукун çул, шăмат кун, шофер, ытлари кун, эмел, эрне кун, юн кун, юхан шыв, ял-йыш, ял хуçалăх, январь.

III класс пĕтерекен ачасен пĕлĕвĕсем, ăслайĕсемпе хăнăхăвĕсем:

III класран вĕренсе тухнă тĕле ачасен çаксене пĕлмелле:

сăмахăн пайĕсем --- унăн тымарĕпе аффиксĕсем;

пуплев пайĕсем ---япала ячĕ, глагол, паллă ячĕ; н т: пыл хурчакХурт-к(й

предложени тĕп (подлежащи, сказуемăй) тата кĕçĕн членĕсем.

Вĕренекенсен çакăн пек ăслайсене хăнăхмалла:

вĕреннĕ орфограммăсенчен тăракан 40-45 сăмахлă текста таса, тĕрĕс те илемлĕ çырса илме, итленипе (диктант) çырма, предложенисем вĕçĕнче кирлĕ чарăну (пăнчă, ыйту е кăшкăру) палли лартма;

сăмахсен сасă тытăмне сăнама: сыпăксене уйăрма, уçă тата хупă сасăсене палăртма, уçă сасă çине пусăм ÿкни-ÿкменнине пĕлме, хупă сасă хытти-çемçине, янăравлă-янăравсăррине туйма, сăмахри сасăпа саспалли хисепне уяма;

сăмах тытăмне (тымарĕпе аффиксне) калама;

пуплев пайĕсене (япала ячĕ, глагол, паллă ячĕ) палăртма, вĕсем мĕнле формăрине (япала ячĕсен хисепне, глаголсен вăхăчĕпе хисепне) чухлама;

предложенири сăмахсен çыхăнăвне асăрхама, сăмах майлашăвĕсене уйăрма;

предложени тытăмне (синтаксисне) ансат тишкерме (вăл калуллă, ыйтуллă е хистевлĕ, кăшкăруллă е кăшкăрусăр пулнине палăртма, унăн тĕп тата кĕçĕн членĕсене, вĕсем хушшинчи çыхăнăва ыйту лартса тупма); ушкăнпа тунă е хатĕр планпа усă курса 55-65 сăмахлă изложени çырма вĕренсе çитмелле;

IV класс

Чĕлхене ансат тишкересси. Чĕлхе пĕлĕвĕн терминĕсемпе паллаштарасси

Çыхăнуллă пуплев. Текст. Унăн темипе тĕп шухăшĕ. Текст тытăмĕ (композици)

Изложенипе сочинени планĕсене ушкăнпа тата пĕччен тăвасси. Планпа усă курса 80-90 сăмахлă текст тăрăх тулли е кĕске изложени çырасси.

Пурнăçра пулса иртнĕ пĕр-пĕр ĕç (курни-илтни, сăнани, экскурсире пулни, театра кайни, сумлă çынсемпе тĕл пулни) çинчен ушкăнпа хатĕрленнĕ хыççăн пĕчĕк ăслав (сочинени) хайласси.

Пуплев этикечĕ. Каланине хирĕçлесси: вашаватлăх тата тÿрккеслĕх. Каçару ыйтассине, ÿкĕнĕве палăртасси, ашшĕ- амăшне, тус-тăвана уяв ячĕпе саламласси.

Ĕç хучĕсем. Шкулти хаçатпа, Шупашкарта тухса тăракан ача-пăча хаçат-журналĕпе çыхăну тытма хистесси. Пĕлтерÿ çырма хăнăхтарасси.

Сăмах йышне ÿстересси, унпа усă курма пĕлнине çирĕплетесси. Сăмахсене тĕрлĕ мелпе ушкăнласси.

Апат-çимĕç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: апельсин, груша, какао, кофе, крахмал, лимон, мандарин, пăрăç, персик, рагу, рассольник, сарделька, студень, сыр, тефтель, шницель;

йÿçĕ (тутлă) чуста, çĕр улми крахмалĕ, грек мăйăрĕ, арахис мăйăрĕ, шĕшкĕ мăйăрĕ, кедр мăйăрĕ, тутлă пăрăç, хура пăрăç, аш рассольникĕ, груша компочĕ, шăратнă сыр, чăмламалли резинка, çăра чей, симĕс чей, йÿçĕтнĕ купăста (пан улми);

чуста хур, чуста хăпарнă, чей пĕçер, консервла, пăрăçлă, хĕрхÿлен (тĕслĕх, çу), чĕлхÿне çăтăн! (питĕ тутлă);

кĕрпек, сĕтек, тăварак, хĕрхÿ (апат), шывак (сĕт,кĕсел).



Çут çанталăкпа, йĕри-тавралăхпа çыхăнакан сăмахсем: Алтăр çăлтăр, Шурăм пуç çăлтăрĕ, тÿпе, Çурçĕр çăлтăрĕ, ейÿ, лачака, океан, континент , тÿремлĕх, вулкан, материк, полюс, тундра; юшкăнлă, шурлăхлă, лачакаллă.

Ÿсен- тăран ячĕсем: ама хупахĕ, шăнăр курăкĕ, тал пиçен , ут куçĕ, авăн хаяр ути, куян купăсти, алоэ, кактус, йÿçĕ курăк, ниш курăкĕ (лантăш), шапа пăтти, сарă чăпăл курăкĕ, шыв лилийĕ, шыв курăк (водоросли).

Тискер кайăк ячĕсем: жираф, дельфин, кит, крокодил, морж, ондатра, песец, пурăш, сăвăр, тюлень, хăнтăр, шашка, шăши, юс; ондатра тирĕ, сăсар çуха.

Хурт-кăпшанкă ячĕсем: ăман, вăрăм туна, вис, йĕп вăрри, кăпшанкă, кăткă, кĕве, лĕпĕш, нăрă, пăван, сăвăс, сăвăслан, сăпса, сĕлĕх, таракан, уяр, хăнкăла, хурт, шăна, шăрчăк, шĕвĕрĕлчен, шĕкĕ, эрешмен; хурт-кăпшанкă, хурт-хăмăр, шăна-пăван, личинка, вĕлле-хурчĕ, кăткă тĕми, кĕве хурчĕ, купăста лĕпĕшĕ, лĕпĕш хурчĕ, тислĕк нăрри, шыв нăрри, сăпса йăви, тĕкĕл тура йăви, сăрă хурт, хурт ами, шăрчăк чăрăклатать, эрешмен карти.

Чĕлхене ансат тишкересси. Чĕлхе пĕлĕвĕн терминĕсемпе паллашасси. Сăмах пулăвĕ. Аффикссем хушăнса çĕнĕ сăмахсем пулни. Хутлă сăмахсем. Мăшăр сăмахсем. Сăмахсене икĕ хут калани.

Япала ячĕ. Ÿкĕмсем (падежсем). Текстри, предложенири япала ячĕсем мĕнле падежрине вĕсен ыйтăвĕсем тăрăх пĕлесси. Хупă сасăпа (юлташ, телей, сунар, пĕлĕт, хĕвел, кун) тата а, э,ă,ĕ,у,ÿ,и сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ.

Сăпат ылмашĕсене текстра тупасси, вĕсем хăш падежрине палăртасси.

Глагол вăхăт, сăпат тата хисеп тăрăх улшăнни. Унăн пурлă тата çуклă формисем.

Паллă ячĕсен тĕп, танлаштаруллă тата вăйлă степенĕсем, вĕсемпе пуплевре усă курасси. Паллă ячĕсем –ак/-ек, -ăк/-ĕк, -кăн/-кĕн, -чăн/-чĕн, -лă/-лĕ аффиксем хушăнса пулни.

Предложени. Предложенин пĕр йышши членĕсем. Вĕсем пĕтĕçтерÿпе (союзпа) (анчах, çапах, тата, та(те) тата пĕтĕçтерÿсĕр (союзсăр) çыхăнни.

Пĕр йышши членлă предложенисем тума пĕлесси.



Орфографи тата орфоэпи. Мăшăр сăмахсене çырасси: сĕтел-пукан, сĕт-çу.

Икĕ хут калакан сăмахсене çырасси: ял-ял, хĕрлĕ-хĕрлĕ, пин-пин.



Сăпат ылмашĕсене тĕрĕс каласси, çырасси: эпĕ (эп), эсĕ (эс), эпир(эпĕр), эсир (эсĕр); манăн (ман), санăн (сан); манра, манран, санра, санран, пирĕнте (пирте), сирĕнтен (сиртен); вăл – унăн, ăна, унран.

Япала ячĕсен падеж формисене тĕрĕс каласси, çырасси: çыру- çырăвăн, çырăва; сăвă- сăввăн, сăвва; пĕрчĕ – пĕрчĕн, пĕрче; мăкăнь – мăкăньте е мăкăньре; район – районта е районра.

Глаголăн çак формисене тĕрĕс каласси, çырасси:

1) Хальхи вăхăтăн сăпат формисене (çыратăп – çырмастăп, çыратăн – çырмастăн (çырап – çырмап, çыран мар, ташлатпăр – ташламастпăр, ĕçлетпĕр – ĕçлеместпĕр, вулатпăр – вуламастпăр, вĕренетпĕр – вĕренместпĕр, ташлатăр – ташламастăр, ĕçлетĕр – ĕçлеместĕр, вĕренетĕр – вĕренместĕр, килетĕр – килместĕр, çырать – çырмасть (çырат – çырмас мар);

2) Пулас вăхăт формисене (ту – тăвăп, тăвăн, тăвĕ; çи – çийĕн, çийĕп, çийĕ);

3)Р сасăпа пĕтекен йĕр, кĕр, кÿр, пар, пер, пыр, тăр, хур, яр глаголсен иртнĕ вăхăт формисене: кĕтĕм, кĕтĕн, кĕчĕ, кĕтĕмĕр р сасă тухса ÿкет).

Çемçе л, н, т сасăсемпе пĕтекен сăмах тĕпĕ çумне –лă/-лĕ аффикс хушăнса пулнă сăмахсенче ь çырасси: кукăльлĕ, супăньлĕ, тетрадьлĕ, медальлĕ, портфельлĕ.

Паллă ячĕсен вăйлă степенĕнче ( хуп-хура, тÿп-тÿрĕ, ем-ешĕл, çап-çутă, сап-сарă, кăн-кăвак) дефис лартасси.



Пунктуаци. Пĕр йышши членлă предложенисенче хÿреллĕ пăнчă лартасси.
Таса та илемлĕ çырасси

Графика хăнăхăвĕсене малалла аталантарса пырасси. Сăмахсемпе предложенисене хăвăртрах çырма хăнăхтарасси. (Кирлĕ сăмахсемпе предложенисене учитель хăй суйласа илет.)



Вĕренекенсен пĕлĕвĕсем, ăслайĕсемпе хăнăхăвĕсем

IV класс пĕтернĕ тĕле ачасем вĕреннĕ пуплев пайĕсем, вĕсен паллисем, предложенин пĕр йышши членĕсем çинчен пĕлмелле.
Вĕренекенсем çакăн пек ăслайсемпе хăнăхусем туянмалла:

-вĕреннĕ орфограммăсенчен тăракан 55-60 сăмахлă текста йăнăшсăр, таса та илемлĕ çырса илме, диктант çырма;

-пĕр йышши членлă предложенире (вĕреннĕ тĕслĕхсем) чарăну паллисем лартма;

-сăмахăн сасăпа саспалли тытăмне тишкерме, тымарĕпе аффиксĕсене тупма;

- япала ячĕсен, сăпат ылмашĕсен падежĕпе хисепне, глаголсен хисепне, сăпачĕпе вăхăтне палăртма;

Предложенин ансат синтаксис тытăмне чухлама: вăл тĕллевпе интонаци тĕлĕшĕнчен мĕнлине калама, унăн тĕп членĕсемпе кĕçĕн членĕсене тупма, ыйтусем тăрăх вĕсен çыхăнăвне тата пĕр йышши членсене асăрхама;

-харпăр хăй тĕллĕн тунă планпа усă курса 80-90 сăмахлă текст тăрăх изложени çырма, пурнăçра пулни-иртни, экскурсире курни, сăнани çинчен çыхăнуллă пĕчĕк калав йĕркелеме (сочинени) çырма;

-хутшăну культурин правилисемпе килĕшÿллĕн вăхăтра тав тума, каçару ыйтма, саламлама, вашават сăмах хушма, япала ыйтса илме, чĕнĕве палăртма хăнăхса çитмелле.


Литература вулав\

Ум\н калани Предмета хак пани

Кунта «литература вулав\» предмет=н в\рентъпе воспитани \ё\нчи выр=н\пе п\лтер\шне, т\ллев\семпе задачисене ёырса к=тартн=. Предмета в\рентн\ май ачасем туянмалли компетенцисемпе В\рент\в\н Универсалл= Действий\ (малалла: ВУД; выр=сла: УУД – Универсальное Учебное Действие) пал=ртн=, хальл\хе ус= курма юр=хл= в\рентъ хат\р\сене пахаласа хаклан=. Ёав=н пекех т\сл\хл\ в\рентъ \ё программине тапх=р=н-тапх=р=н пайласа пан=.



Литература вулав\ предмет тыт=м\н пахал=х ориентир\сем.

Литература вулав\ в\рентъ предмеч\ пуёлам=ш классенче ачасене пур енл\ аталанма пул=шать. Ачасен ъс\мне кура суйлан= илемл\ литература хайлав\сем сап=рл=х, илемл\х, наципе ёынл=х туй=м\сене, в\ренекенсен п\л\вне, к=м=л ёир\пл\хне аталантараёё\.

Литература вулав\ пуёлам=ш классенче вулавран литератур=на куёмалли ёул-й\р. Литература вулав\н урок\сем ёак задач=сене пурн=ёа к\ртсе пыма тив\ё:


  • Ача м\нпур этемл\х\н литература пуянл=хне =нланма, хисеплеме, киленме пултарт=р;

  • Т\нче литературин пълминче ч=ваш литературин тъпи те пал=рмаллах пыс=к пулнине =нкарт=р;

  • Хайлава =нланса илме =на хайлан= пекех йыв=ррине ас=рхат=р;

  • Кирек х=ш хайлав та ёыравё= пуё\нче ш=ранса кал=планн=, шух=шласа к=ларн= япала иккенне чухлат=р, х=й те хайлас \ёе яв=ёма с\млент\р;

  • Ача-п=ча =с-т=н т\л\ш\нчен ёеё мар: чи малтан к=м=л-сипетпе туй=м-сун=м т\л\ш\нчен тасалса пуянлант=р;

  • Литература вулав\ пуёлам=ш шкулти пыс=к ик\ т\ллевне п\рл\хл\н татса пама май парать: п\ррем\ш\нчен: вулама тата к\некене юратма в\рентет, икк\м\ш\нчен, литература хайлавне =нланма тата унпа \ёлеме в\рентет;

Литература вулавне в\ренн\ май ёак т\ллевсене пурн=ёа к\ртмелле:




  • +нланса т\р\с, х=в=рт тата пал=ртулл= вулас =слая =са хывасси;

  • Вулавё= тавракур=мне кал=пласси тата харкам т\лл\н вулас хавхалан=ва аталантарасси; пуплев \ё\-х\л\н пур т\с\сене те ёир\плетсе пырасси;

  • Илемл\ творчество тата =с-хак=л пултарул=х\сене аталантарасси, хайлава ч\ре вит\р к=ларса вулама в\рентесси, илемл\ с=маха туйма х=н=хтарасси;

  • К\неке вулама, илемл\ литература т\нчипе к=с=кланма хавхалантарасси; к=м=л-сипет т\л\ш\нчен таса пулма, ыр=па усала уй=рма в\рентесси; т=ван ч=ваш тата ытти хал=хсен культурине хисеплеме х=н=хтарасси;


«Литература вулав\» предмет=н ачисене в\рентсе =с парас тата воспитани

парас \ёри выр=н\пе п\лтер\ш\

Патшал=х базис программипе кил\шълл\н 2006-м\ш ёултан пуёласа ч=ваш наци пуёлам=ш шкул\сен в\рентъ планне «Литература вулав\» предмета к\ртн\.

Ё\н\ в\рентъ стандартне п=х=нса литература вулав\н урок\сем 1 класра – 1 (п\т\мпе 33), 2 класра-3 (п\т\мпе 102), 3 класра-3 (п\т\мпе 102), 4 класра-2(п\т\мпе 68) пулаёё\.
Предмета в\рентн\ май планлакан результатсем

Стандартра в\ренъ в\ёленн\ т\ле ачасен м\н п\лменнине, в\сен \ё результач\сем м\нле шайра пулмаллине те к=тартн=. В\сене т\прен илсен виё\ ушк=на уй=рн=. Харкам (личностные) результатсем ачасем х=йсен социумри выр=нне =нланассипе, в\сен т\нче кур=мне й\ркелессипе, т\рл\ хал=х ёыннисен культурине =нланса йыш=нма, тант=ш\семпе тата аслисемпе т\рл\ лару-т=рура хутш=нма в\рентессипе, в\ренъ \ёне с=лтавлама, в\ренекен явапл=хне =нланса =са хывма пул=шассипе ёых=нса т=раёё\.

Предметсен п\рл\хл\ результач\сем (метапредметные) содержаний\нче пал=ртн= =слай-х=н=хусем, компетенцисем пуёлам=ш шкулти ытти предметсене в\рентн\ май й\ркеленсе пымалла. Ку в=л ачасене в\ренъ т\ллев\пе задачисене =са хывма, асра тытма, в\сене татса пама май паракан ёул-й\ре шырама в\ренсе пырасси; в\ренъри т\п =нлавсене уё=мласси; в\ренъ \ё\м\сене (учебные действия) алла илесси.

Уйр=м предмет=н ятарл= результач\сем п\р-п\р предмета в\рентн\ май й\ркеленекен ятарл= =слай-х=н=хусем, компетенцисем к\реёё\. П\ррем\ш класра литература вулавне в\рентн\ май ёак результатсене планлама пулать.

Предмет=н п\рл\хл\ результач\сем:

- в\ренекенсем =с-т=н т\л\ш\нчен аталанса пыни;

- пуплев \ё-х\л\н пур т\с\сене те алла илсе малалла ёив\члетни;

- ятарл= =нлавсемпе терминсен п\лтер\шне уё=мласа =са хывма х=н=хса пыни;

- ачасен =слав пултарул=х\ аталанни;

- в\ренъ =слай-х=н=х=в\сем й\ркеленме пуёлани

Предмет=н харкамл=х результач\сем:

- в\ренекенсен социалл= тата к=м=л- сипет опыч\ пуянланни;

- т=ван хал=х тата кърш\ хал=хсен культурине хисеплеме, пуринпе те тъс\мл\ те ёураёулл= пулма х=н=хса пыни;

- ачасем ёит\нсен м\н-пур этемл\х\н литература пуянл=хне =нланма, хисеплеме, унпа киленме в\ренсе пыни;

- вулав хат\р\сем урл= ачасен чун\нче гражданл=хпа патриотл=х, ёынл=х, тив\ёл\хпе явапл=х туй=м\сем аталанса пыма пуёлани, пурн=ёра лай=ххипе яп=ххине, ыррипе усаллине чухлама в\ренсе пыни.

Предмет=н ятарл= результач\сем:

- ачасен х=йсен ъс\мне тив\ётерекен литература хайлав\сене итлес-вулас к=м=л\ амаланни;

- кал=п=ш\пе пыс=ках мар, ансат сюжетпа интриг=лл=, т\рл\ жанрл= илемл\ хайлавсене т=нласа е вуласа =нланма, туйса илме в\ренсе пыни;

- илемл\ хайлав ёинчен п\т\м\шле =нланни. Проза тата поэзи хайлав\сен х=й ев\рл\хне туйма в\ренни;

- литература жанр\сем ёинчен п\т\м\шле =нлан=в\ тар=нланса пыни;

- илемл\ хайлавпа \ёлемелли пуёлам=ш х=н=хусем кал=планни, хайлавсен содержанине =са хывмалли тата ас=мламалли мелсене в\ренсе пыни;

- ача х=й те хайлав \ёне яв=ёма с\мленни;

- с=мах искусствипе киленме в\ренсе пыни;

- литература п\л\в\н ансат =нлав\семпе паллашни.

Эпир 1-м\ш класс в\ёнелле ачан ёак ВУДсем кал=планса ёитессе к\тетп\р:

П\лъсем туянас (познавательный) ВУДсем т\л\ш\нчен илес пулсан, ача в\ренъ к\некине чухлама, йыш=нн= палл=сене =нланма в\ренсе ёитет; текстра пал=ртн= выр=нсемпе й\ркесене тата с=махсене тупса вулама пуёлать; тив\ёл\ ъкерч\ксемпе текст сып=к\сене шайлаштарма х=н=хать; информацин ик\ ё=лкуё\пе (в\ренъ к\неки тата «/ё тетрач\») \ёлеме, в\сенчи йыш=нн= палл=сене танлаштарма, в\семпе ус= курма, к\некесенчи пал=ртн= выр=на тупма в\ренет.

Харкамл= ВУД енчен п=хас пулсан, ача к=м=лпах в\ренме х=н=хать. М\н п\лни ёумне п\лменнине хушса пыма пуёлать, в\ренъри йыв=рл=хсене чухлать, х=й пурн=ёлакан тата хутш=накан \ёсен пурн=ёри выр=нне чухлакан пулать. Х=йне Россия обществин, ч=ваш хал=х\н п\р уйр=лми т\пренч\к\ пек туйма в\ренет, ёыв=х т=ван\семпе тус-тант=шне, ваттисене хисеплеме, в\сен шух=ш-к=м=лне уяма х=н=хать.

Регулятивл= ВУД енчен п=хсан, шкул ачи п\р ыйт=вах т\рл\лле хуравлама май пуррине =ша илет, х=й шух=ш\пе кил\шълл\ текст илсе к=тартма х=н=хать.

Хутш=ну (коммуникативл=) ВУДсем. Шкул ачи в\ренсе ёитет: п\р парта хушшинче ларакан тант=ш\пе кил\штерсе \ёлеме (\ёе пайлама, валеёсе илме, п\р-п\рин \ёне т\р\слеме); черетленсе \ёлеме; х=й\н тата ыттисен шух=шне =нланма, в=л е ку шух=ш=н т\рл\ ен\сене курма.



Достарыңызбен бөлісу:
1   ...   4   5   6   7   8   9   10   11   ...   26




©dereksiz.org 2024
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет