Рассмотрена и принята Утверждена приказом на педагогическом совете школы


Пунктуаци. Предложени вĕçне пăнчă, ыйту тата кăшкăру паллисем лартасси. Орфографи



бет10/25
Дата25.06.2016
өлшемі2.68 Mb.
#157587
түріПояснительная записка
1   ...   6   7   8   9   10   11   12   13   ...   25

Пунктуаци. Предложени вĕçне пăнчă, ыйту тата кăшкăру паллисем лартасси.

Орфографи. 1) Хытă уçă сасăллă сыпăк е сăмах вĕçĕнчи [л'], [н'], [т'] сасăсене л, н, т саспаллисем хыççăн çемçелĕх палли (ь) çырса палăртасси: выльăх, кукăль, супăнь, мăкăнь, халь, ахаль, мăкăль, шукăль, ларать, вылять, чупать, тăрăшать.

2) Уйăракан çемçелĕх палли (ь) çырасси: мăрье, кĕсье, тухья, Марье.

3) Вăрăм хупă сасса икĕ пĕр пек cacпaллипе палăртасси: ăру-тăванлăх сăмахĕсенче: aттe, анне, acaттe, шăллăм, аппа, кукка, мăн акка;

Çулталăк вăхăчĕсен ячĕсенче: çулла, хĕлле, кĕркунне, çуркунне;

хальхи вăхăтри нумайлă хисепри 3-мĕш сăпатри глаголсен формисенче: вулаççĕ, вуламаççĕ, выляççĕ, вылямаççĕ.

4) Сăмаха пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçарасси : ма-ши-на, вы-ля, япа-ла, пĕ-лĕт-сем.

5)Çын ячĕпе хушаматне тата ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк саспаллирен пуçласа çырасси: Иванова Мария Васильевна, Михайлов Иван Викторович, Кампур, Улайкка, Аньяр, Хураçка, Канаш, Шупашкар, Шурча, Çавал, Кĕçĕн Çавал, Атăл, Сĕве

6) Вырăс чĕлхинчен йышăннă хăш-пĕр сăмахсене вырăс чĕлхинчи пекех çырасси: а) Миша, Наташа, Коля, Петя, Таня; ă) машина, трактор, комбайн, завод, фабрика, самолёт, ракета; б) парта, учитель, директор; в) колхоз, ферма, сад, дыня, помидор;

г) кухня, стакан, щётка.

Таса та илемлĕ çырасси

Çыру гигиени хăнăхăвĕсене (тĕрĕс ларма, тетраде хума, ручкăна тытма т.ыт.те пĕлнине) çирĕплетесси.

Пĕчĕк саспаллисене йывăрлăх енчен ушкăнласа (5 ушкăн) çырасси: 1) и, ш, г, п, т, й, н, р, у, ÿ; 2) л, м, ц, щ, ь, ы; 3)а, ă, ю, ф, д, б, я; 4)с, ç, е, ĕ,ё, ч, ъ , в; 5) э, х,ж, к.

Пысăк саспаллисене йывăрлăх енчен ушкăнласа (4 ушкăн) çырасси: 1) Й, И, Ш, Ц, Щ, Ч, Ы, Л, М, А, Ă.

2)О, С, Ç,Х, Е,Ё,,Ĕ, З, Э, Я;

3)Ж,У,Ÿ,Н, К, Ю, Р, В, Ф; 4) Г, П, Т, Б, Д.

Таса та илемлĕ, тĕрĕс çырмалли сăмaxceм: алсиш, анне, аппа, асатте, атте, ăмăрт кайăк, библиотека, больница, выльăх, вырсарни кун, герой, дежурнăй, ешчĕк, ёлка, журнал, йăмăк, кĕçнерни кун, кĕркунне, кĕсье, класс, класра, колхоз, коньки, комбайн, комбайнер, кукамай, кукаçи, кукка, лётчик, майка, мунча, пан улми, пичче, ракета, самолёт, çулла, çуркунне, тăвайкки, тетрадь, трактор, тунти кун, тырпул, улмуççи, учитель, учительница, ÿхĕ, физкультура, хĕлле, чăх-чĕп, шăллăм, шăмат кун, щётка, ытлари кун, эрне кун, юлан ут, юн кун, ялав.

II КЛАСС ПĔТЕРЕКЕН АЧАСЕН ПĔЛĔВĔСЕМ, ĂСJlAЙĔСЕМПЕ ХĂНĂХĂВĔСЕМ

II класран вĕренсе тухнă тĕле ачасем алфавитри саспаллисене, вĕсен пĕлтерĕшĕсене, уçă тата хупă сасăсен уйрăмлăхĕсене, сăмахри уçă сасă çине пусăм ÿкни-ÿкменнине, сасăсем хытă тата çемçе пулнине, сăмахсене пĕр йĕркерен теприне мĕнле куçармаллине пĕлмелле



Bĕpенeкeнceм çак ăслайсене хăнăхмалла: 35-40 сăмахлă текста каллиграфи тĕлĕшĕнчeн тĕрĕс те таса, саспаллисене сиктерсе хăвармасăр, пăтраштармасăр пăхса çырма;

25-30 сăмахлă текста итленипе (диктант) çырма; сăмаха сыпăклама, пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене тĕрĕс куçарма;

çемçе хупă сасăсене çырура тĕрĕс палăртма, вăрăм хупă сасăллă сăмахсене тĕрĕс çырма;

çын ячĕпе хушаматне, ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк саспаллипе пуçласа çырма;

сăмахсен сасă тытăмне тишкерме (вĕсене сыпăклама, уçă тата хупă сасăсене, сасăсемпе саспаллисен йĕркине тата хисепне палăртма);

япалана, унăн ĕçне, паллине пĕлтерекен сăмахсене ыйтăвĕ тăрăх ушкăнлама;

предложенин тĕп членĕсене - подлежащипе сказуемăя тупма;

ыйтусем тăрăх ансат предложени членĕсем хушшинчи çыхăнăва палăртма;

предложение пысăк саспаллирен пуçласа çырма, ун вĕçне, интонацие кура, пăнчă, ыйту е кăшкăру палли лартма;

30-45 сăмахлă текст тăрăх ыйтусене хуравласа изложени çырма; 2-3 предложениллĕ текст тума.



III класс

Пуплеве пур енлĕн аталантарнă май чĕлхене ансат тишкерме, чĕлхе ăслăлăхĕн терминĕсемпе усă курма вĕрентесси

Маларах вĕреннине аса илсе çирĕплетесси. Ачасен вулавпа çыру хăнăхăвĕсене, çыхăнуллă калаçас, пуплеве тăнласа ăнланас мехелĕсене малалла аталантарасси. Пуплевĕн тĕп ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнуллăн тата вĕсем çине таянса тăван литература чĕлхин пур сийĕсемпе те усă курма пĕлнине лайăхлатасси, чĕлхене тишкерме, лингвистикăн ансат пĕлĕвĕсемпе усă курма вĕрентесси.



Çыхăнуллă пуплев. Текст. Унăн пайĕсене уйăрасси, вĕсене ят парасси. Вĕрентỹçĕ ертсе пынипе калуллă текстăн планне тăвасси.

Текста вуласа унăн тĕп шухăшне палăртасси. Текстăн пĕтĕмĕшле тытăмĕ: пуçламăшĕ,тĕп пайĕ, вĕçĕ.

Хатĕр е ушкăнпа тунă планпа усă курса текст тăрăх изложени çырасси.

Темиçе е пĕр ÿкерчĕк тăрăх тата пурнăçра курни-илтни (вăйăсем, ачасен ĕçĕ-хĕлĕ, çут çанталăка сăнани, тĕрлĕ çĕре экскурсие кайни, ялти ватăсене пулăшни) çинчен çыхăнуллă калав йĕркелесси, ун хыççăн сочинени çырасси.

Харпăр хăй ĕçĕ çинчен кама та пулин (юлташа, асатте-асаннене) çыру çырса пĕлтересси.

Пуплев этикечĕ. Сăмах вĕççĕн е çыру çырса хăнана чĕнесси, саламласси. Сăпайлăх сăмахĕсемпе усă курасси. Телефонпа калаçасси.

Çулĕпе аслăрах çынна чăвашла сумласа чĕнмелли сăмахсем (пичче, аппа, инке, мучи, кинемей).



Ěç хучĕсем. Класри е шкулти хаçата заметкăсем çырасси. Библиотекăран илсе вуланă кĕнекесен списокне туса пыма пĕлесси.

Сăмах йышне анлăлатасси. Āру-тăванлăх терминĕсем. Тăванлăха атте, анне енчен кăтартакан таблицăсем.

Тумтир, атă-пушмак ячĕсем: кĕпе-йĕм, атă-пушмак, шăлавар, костюм, кофта, куртка, тумтир, перчетке, кĕрĕк, пиçиххи, сандалет, сараппан, тапочка, тăлăп, туфли, шарф, шлепке, юбка, кроссовка, атă, çăм, атă, кăçатă, калуш;

япаласен, пулăмсен паллисене пĕлтерекен сăмахсем: кĕрхи, çурхи, хĕллехи, çуллахи, майлă, юрăхлă, тăвăр, аслă, пысăк, меллĕ, ансăр, анлă;
,çе-пĕлтерекен сăмахсем: салтăн, ура салт, хыв, хывăн, тăхăн.

Кил-çуртри япаласен ячĕсем: варинкке, куç кĕски, кастрюль, сăпка, валашка, кăкшăм, тенкел, простынь, сăмавар, умывальник, ухват, питлĕх, утюг, хунар, чейник, чăматан, этажерка, холодильник.

Кил-çурт таврашĕпе çыхăннă сăмахсем: ампар, хÿме, хуралтă, крыльца, шаршан, алăк янахĕ, чÿрече хашакки (янахĕ), путвал, пура, карçинкка.

Апат-çимĕç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан тĕрлĕ пуплев пайĕсем: арпус, варени, иçĕм, квас, кефир, консерва, котлет, мармелад, пирожнăй, повидло, пÿремеч, рис, салат, сосиска, сухари, тултармăш, халва, хуплу, шăрттан, шоколад, пельмень, çу;

выльăх (ÿсен-тăран), çăвĕ, сарă çу, услам çу, какай шÿрпи, аш (çĕр улми, пулă, кишĕр) котлечĕ, котлет фаршĕ, пан улми мармелачĕ, аш пельменĕ, пельмень чусти, бисквит пирожнăй, çĕр улми пÿремечĕ, аш (симĕс сухан) салачĕ, кăвакал хуплăвĕ, чие(хурлăхан, хурăн) çырли варенийĕ, иçĕм сĕткенĕ, çăкăр кăвасĕ, çырла квасĕ, (пулă, аш) консервĕ, ăшаланă çăмарта, йÿçĕтнĕ улма, типĕ иçĕм, какай шÿрпи;

апат-çимĕç таварĕсем, консерв банки, пĕр порци, салат савăчĕ, çимĕç шкапĕ, çăкăр тутти;

Йывăç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: акаци, бамбук, катăркас, кашкăр çырли, кăпчанкă, кедр, лиственница, пальма, уртăш, шурă чăрăш;

бамбук туя, лăсăллă йывăç, катăркас çырли, кедр мăйăрĕ, пальма çулçи, уртăш çырли.



/сентăран ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: йÿçĕ курăк, кăвак çеçпĕл, пăлан мăкĕ, хаяр çырли, куккук йĕтĕнĕ, кашкăр çырли, йÿçĕк курăк, тимофеевка, чĕрĕп ути, сÿсен, хĕрлĕ клевер, чăрăш тăрри, йÿçĕ чĕп куç, упа кĕпçи, хир сĕлли, шур ут, кĕтÿç хутаçĕ, утмăл турат, йыт пырши, кăшман курăкĕ, хăмăш, ÿхлĕм, пĕтнĕк, кукша пуç, шапа хупаххи, упа сарри, майра кĕпçи, шур чечек, çерçи кĕпçи, кăшкар ути, анра çарăк;

авăр, çĕр улми аври, хăмла аври, вăрă, йывăç вулли, кĕпçе, кучан, лăсă, чăрăш лăсси, сухăр, хыр сухăрĕ, тĕшĕ, мăйăр тĕшши, кукуруза тĕшши, ÿсен-тăран, хуйăр, юман хуйăрĕ, хуп, çăка хуппи (хупĕ), юман хуппи, хурăн хуппи, шерепе, сĕлĕ шерепи, хăмла шерепи, шерепеллĕ, сухăрлă, тĕшĕллĕ.



Улма-çырла, пахча çимĕç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: анис, антоновка, йĕплĕ çырла, слива, кăвак çырла, кĕтмел, китайка, кÿкен, петрушка, пĕрлĕхĕн, сырлан, укроп, шур çырли, турнепс, редис:

анис улма, китайка улми, петрушка тымарĕ, слива варенийĕ, сырлан тĕмĕ, сырлан çăвĕ, укроп вăрри, улмуççи сып.



Кăмпа ячĕсем: ăвăс кăмпи, кăрăç, кăтра кăмпа, хурăн кăрăçĕ, хыр кăрăçĕ, хура кăрăç, шурă кăрăç, сăвăр кăмпи, мăк кăмпи, сарă кăмпа, симĕс кăмпа, çĕр кăмпи, така кăмпи, кăмпа туни, кăмпа шлепки.

Тискер кайăк ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: арăслан, арлан, ăтăр, йĕке хÿре, калта, кашкăр, кăш, мулкач, пакша, пăлан, пăрăнтăк, пăсара, пăши, сăсар, çĕлен, çĕлен-калта, çĕр мулкачи, çÿлевĕç, тигр, тилĕ, тимĕр шапа, упа, упăте, хир сысни, хурăн пуçлă çĕлен, тыркас, чĕрĕп, хир шăшийĕ, шăши, кашкăр çури, шурă мулкач, пăлан пăрушĕ, пăши ĕни (пăрушĕ), шурă упа, упа çури;

Кайăк-кĕшĕк ячĕсем: карăк, сар кайăк, чепчен, кукăр сăмса, шурлăх тăмани, карăш, кайăк кăвакал, кăйкăр, вĕлтрен тăрри, хĕрен, çара çерçи, ăмăрт кайăк, пилеш кайăкĕ, ула такка, вĕршĕн, ÿхĕ, чарлан, чайка, текерлĕк, шăкăлчи, пингвин, павлин, страус, пăчăр;

çăткăн, сарă, хĕрлĕ, кăвак;

çавăр (йăва), ÿхлет, кăраклат, куккукла, сăх, тыт, юрла, танкка, чĕвĕлтет; карăш картлатать, путене авăтать, чакак чаклатать;

карăк туйĕ, кăсăя куй сырăшĕ, çерçи йăви.



Хурт-кăпшанкă ячĕсем: пыл хурчĕ, сăрă, тĕкĕл тура, шыв нăрри, шыв хăнкăли, çĕлен лаши.

Пулăсемпе шыври чĕр чунсен ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: акула, ăптă, кăртăш, осетр, рак, сарă, карас, çуйăн, тритон, уланкă, хура карас, шапа, шапа чĕппи, шăла, шерĕх, шыв çи, пулă чĕппи;

тинĕс пулли, вĕтĕ çупах, шапа хуранĕ, рак хаччи, сазан хуппи, чĕрĕ пулă;

вăлча сап, карп ĕрчет.

Чĕлхене ансатăн тишкересси. Чĕлхе пĕлĕвĕн терминĕсемпе паллаштарасси. Сăмах тытăмĕ: тымар тата аффиксем. Сăмах тăвакан тата сăмаха улăштаракан аффиксем. Япалана пĕлтерекен сăмахсем çумне –çă(-çĕ), -лăх(-лĕх), -у(-ÿ) аффиксем хушăнса пулнă сăмахсене сăнасси. Пĕр тымартан пулнă сăмахсене асăрхаса ушкăнласси, аса илсе каласси, çырасси (çыр – çыру – çырулăх, кала – калав – калавçă).

Япала ячĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ, ыйтăвĕсем. Пайăр ятсемпе пайăр мар ятсем. Япала ячĕсем пĕрреллĕ тата нумайлă хисепсенче пулни. Вĕсем ытти сăмахсемпе çыхăннă чухне тĕрлĕ аффикс йышăнни, ÿкĕм (падеж) термина асăнмасăр вĕсен ыйтăвĕсемпе аффиксĕсене пăхса тухни.

Камăнлăх аффиксĕсем йышăннă япала ячĕсем тĕп мар падежри пĕрреллĕ хисепри (терминсене асăнмасăр) формисемпе пуплевре усă курасси (аттеме, аттемпе, аçуна, ашшĕне, ашшĕпе т.ыт.те).



Глагол. Унăн пĕлтерĕшĕ, ыйтăвĕсем. Глагол вăхăчĕсем: хальхи вăхăт, пулас вăхăт, иртнĕ вăхăт (кайрăм, илтĕм, вулар, пĕлчĕ).

Паллă ячĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ, ыйтăвĕсем. Вăл япала ячĕпе тата глаголпа çыхăнни. Япала ячĕпе тата глаголпа çыхăннă паллă ячĕсем вĕçленменни. Пĕрешкел е çывăх пĕлтерĕшлĕ паллă ячĕсем (илемлĕ, капăр, хитре, чипер).

Япаласен хисепне пĕлтерекен сăмахсем (пĕрре, иккĕ, саккăр, вуннă, пĕрремĕш, иккĕмĕш, çиччĕмĕш, вуннăмĕш).

Предложени. Калуллă, ыйтуллă тата хистевлĕ предложенисем. Кăшкăруллă предложени. Предложенин тĕп членĕсем --- подлежащипе сказуемăй. Предложенин кĕçĕн членĕсем. Предложенисене кĕçĕн членсемпе анлăлатасси.

Орфографипе орфоэпи. Э, е, ё, ю, я саспаллисемпе усă курма пĕлесси. Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсенче б, г, д, ж, з, ф, ц, щ саспаллисене тĕрĕс вулама, çырма пĕлесси.

Сăмах тĕпĕнчи вăрăм хупă сасса икĕ пĕр пек саспалли çырса палăртасси: а) çăрттан, паттăр, параппан, суккăр, маттур, тăвайкки, тĕттĕм, турилкке; ă) пĕрре, иккĕ, виççĕ, пиллĕк, çиччĕ,аллă; б) ачашшăн, хуллен, вăрттăн, пысăккăн, симĕссĕн, шуррăн; в) валли, хыççăн.

Хутăш сăмахри ч умĕнчи хупă сасăсен çемçелĕхне ятарласа палăртманни: калча, мунча, пăнчă, шалча, вăлча, анчах, хупăлча.

Ç, ч саспаллисем хыççăн ы е и çырасси: а) çыру, çын, çырма, чылай, чыс, çывăх, çырла; ă)çимĕç, чикĕ, читлĕх, çинче.

Уçă е л сасăпа пĕтекен сăмах тĕпĕ çумне –лă(-лĕ), -ла(-ле) аффиксем хушăнса пулнă сăмахсенче икĕ пĕр пек саспалли футбол-футболла, лапта --- лапталла, пукане --- пуканелле, шашка --- шашкăлла; ă) сухал --- сухаллă.

Нумайлă хисеп аффиксĕнчи с сасса (вăл умĕнхи ш, ç, сасăсемпе пĕрпекленнĕ тĕслĕхсем) тĕрĕс палăртасси: юлташсем, тантăшсем, чăрăшсем, лĕпĕшсем, чĕкеçсем.

Хальхи вăхăтри пĕрреллĕ хисепри глаголсене тĕрĕс каласси, çырасси: ташлатăп, вĕренетĕп, ĕçлетĕп, юрлатăп, вĕренетĕн, ĕçлетĕн, ташлать, юрлать, вĕренет, ĕçлет

Таса та илемлĕ çырасси

Çыру гигиенин хăнăхăвĕсене çирĕплетесси. Пĕр йĕр тăрăх çырма хăнăхтарасси. Кăткăс ĕлкеллĕ саспаллисемпе вĕсен çыхăнăвĕсене хăвăртрах, таса та илемлĕ çырасси.

Таса та илемлĕ, тĕрĕс çырмалли сăмахсем: автобус, автомобиль, арçын ача, ăс-тăн, ăшшăн, бригада, велосипед, виçĕм кун, грузовик, диктант, ĕç халăх, задача, зарядка, шăнкăрав, инке, йĕлтĕр, йĕпе-сапа, йĕри-тавра, канфет, карçинкка, кăсăя, кравать, Кремль, отличник, параппан, пограничник, пуйăс, радио, расписани, союз, çеçен хир, çĕр улми, çĕршыв, çил-тăвăл, çил-тăман, çулталăк, телевизор, тумтир, тыр-пул, ула такка, хĕр ача, чĕр чун, чукун çул, шăмат кун, шофер, ытлари кун, эмел, эрне кун, юн кун, юхан шыв, ял-йыш, ял хуçалăх, январь.
III класс пĕтерекен ачасен пĕлĕвĕсем, ăслайĕсемпе хăнăхăвĕсем:

III класран вĕренсе тухнă тĕле ачасен çаксене пĕлмелле:

сăмахăн пайĕсем --- унăн тымарĕпе аффиксĕсем;

пуплев пайĕсем ---япала ячĕ, глагол, паллă ячĕ; н т: пыл хурчакХурт-к(й

предложени тĕп (подлежащи, сказуемăй) тата кĕçĕн членĕсем.

Вĕренекенсен çакăн пек ăслайсене хăнăхмалла:

вĕреннĕ орфограммăсенчен тăракан 40-45 сăмахлă текста таса, тĕрĕс те илемлĕ çырса илме, итленипе (диктант) çырма, предложенисем вĕçĕнче кирлĕ чарăну (пăнчă, ыйту е кăшкăру) палли лартма;

сăмахсен сасă тытăмне сăнама: сыпăксене уйăрма, уçă тата хупă сасăсене палăртма, уçă сасă çине пусăм ÿкни-ÿкменнине пĕлме, хупă сасă хытти-çемçине, янăравлă-янăравсăррине туйма, сăмахри сасăпа саспалли хисепне уяма;

сăмах тытăмне (тымарĕпе аффиксне) калама;

пуплев пайĕсене (япала ячĕ, глагол, паллă ячĕ) палăртма, вĕсем мĕнле формăрине (япала ячĕсен хисепне, глаголсен вăхăчĕпе хисепне) чухлама;

предложенири сăмахсен çыхăнăвне асăрхама, сăмах майлашăвĕсене уйăрма;

предложени тытăмне (синтаксисне) ансат тишкерме (вăл калуллă, ыйтуллă е хистевлĕ, кăшкăруллă е кăшкăрусăр пулнине палăртма, унăн тĕп тата кĕçĕн членĕсене, вĕсем хушшинчи çыхăнăва ыйту лартса тупма); ушкăнпа тунă е хатĕр планпа усă курса 55-65 сăмахлă изложени çырма вĕренсе çитмелле

IV класс

Чĕлхене ансат тишкересси. Чĕлхе пĕлĕвĕн терминĕсемпе паллаштарасси

Çыхăнуллă пуплев. Текст. Унăн темипе тĕп шухăшĕ. Текст тытăмĕ (композици)

Изложенипе сочинени планĕсене ушкăнпа тата пĕччен тăвасси. Планпа усă курса 80-90 сăмахлă текст тăрăх тулли е кĕске изложени çырасси.

Пурнăçра пулса иртнĕ пĕр-пĕр ĕç (курни-илтни, сăнани, экскурсире пулни, театра кайни, сумлă çынсемпе тĕл пулни) çинчен ушкăнпа хатĕрленнĕ хыççăн пĕчĕк ăслав (сочинени) хайласси.

Пуплев этикечĕ. Каланине хирĕçлесси: вашаватлăх тата тÿрккеслĕх. Каçару ыйтассине, ÿкĕнĕве палăртасси, ашшĕ- амăшне, тус-тăвана уяв ячĕпе саламласси.

Ĕç хучĕсем. Шкулти хаçатпа, Шупашкарта тухса тăракан ача-пăча хаçат-журналĕпе çыхăну тытма хистесси. Пĕлтерÿ çырма хăнăхтарасси.

Сăмах йышне ÿстересси, унпа усă курма пĕлнине çирĕплетесси. Сăмахсене тĕрлĕ мелпе ушкăнласси.

Апат-çимĕç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: апельсин, груша, какао, кофе, крахмал, лимон, мандарин, пăрăç, персик, рагу, рассольник, сарделька, студень, сыр, тефтель, шницель;

йÿçĕ (тутлă) чуста, çĕр улми крахмалĕ, грек мăйăрĕ, арахис мăйăрĕ, шĕшкĕ мăйăрĕ, кедр мăйăрĕ, тутлă пăрăç, хура пăрăç, аш рассольникĕ, груша компочĕ, шăратнă сыр, чăмламалли резинка, çăра чей, симĕс чей, йÿçĕтнĕ купăста (пан улми);

чуста хур, чуста хăпарнă, чей пĕçер, консервла, пăрăçлă, хĕрхÿлен (тĕслĕх, çу), чĕлхÿне çăтăн! (питĕ тутлă);

кĕрпек, сĕтек, тăварак, хĕрхÿ (апат), шывак (сĕт,кĕсел).



Çут çанталăкпа, йĕри-тавралăхпа çыхăнакан сăмахсем: Алтăр çăлтăр, Шурăм пуç çăлтăрĕ, тÿпе, Çурçĕр çăлтăрĕ, ейÿ, лачака, океан, континент , тÿремлĕх, вулкан, материк, полюс, тундра; юшкăнлă, шурлăхлă, лачакаллă.

/сен- тăран ячĕсем: ама хупахĕ, шăнăр курăкĕ, тал пиçен , ут куçĕ, авăн хаяр ути, куян купăсти, алоэ, кактус, йÿçĕ курăк, ниш курăкĕ (лантăш), шапа пăтти, сарă чăпăл курăкĕ, шыв лилийĕ, шыв курăк (водоросли).

Тискер кайăк ячĕсем: жираф, дельфин, кит, крокодил, морж, ондатра, песец, пурăш, сăвăр, тюлень, хăнтăр, шашка, шăши, юс; ондатра тирĕ, сăсар çуха.

Хурт-кăпшанкă ячĕсем: ăман, вăрăм туна, вис, йĕп вăрри, кăпшанкă, кăткă, кĕве, лĕпĕш, нăрă, пăван, сăвăс, сăвăслан, сăпса, сĕлĕх, таракан, уяр, хăнкăла, хурт, шăна, шăрчăк, шĕвĕрĕлчен, шĕкĕ, эрешмен; хурт-кăпшанкă, хурт-хăмăр, шăна-пăван, личинка, вĕлле-хурчĕ, кăткă тĕми, кĕве хурчĕ, купăста лĕпĕшĕ, лĕпĕш хурчĕ, тислĕк нăрри, шыв нăрри, сăпса йăви, тĕкĕл тура йăви, сăрă хурт, хурт ами, шăрчăк чăрăклатать, эрешмен карти.

Чĕлхене ансат тишкересси. Чĕлхе пĕлĕвĕн терминĕсемпе паллашасси. Сăмах пулăвĕ. Аффикссем хушăнса çĕнĕ сăмахсем пулни. Хутлă сăмахсем. Мăшăр сăмахсем. Сăмахсене икĕ хут калани.

Япала ячĕ. Ÿкĕмсем (падежсем). Текстри, предложенири япала ячĕсем мĕнле падежрине вĕсен ыйтăвĕсем тăрăх пĕлесси. Хупă сасăпа (юлташ, телей, сунар, пĕлĕт, хĕвел, кун) тата а, э,ă,ĕ,у,ÿ,и сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ.

Сăпат ылмашĕсене текстра тупасси, вĕсем хăш падежрине палăртасси.

Глагол вăхăт, сăпат тата хисеп тăрăх улшăнни. Унăн пурлă тата çуклă формисем.

Паллă ячĕсен тĕп, танлаштаруллă тата вăйлă степенĕсем, вĕсемпе пуплевре усă курасси. Паллă ячĕсем –ак/-ек, -ăк/-ĕк, -кăн/-кĕн, -чăн/-чĕн, -лă/-лĕ аффиксем хушăнса пулни.

Предложени. Предложенин пĕр йышши членĕсем. Вĕсем пĕтĕçтерÿпе (союзпа) (анчах, çапах, тата, та(те) тата пĕтĕçтерÿсĕр (союзсăр) çыхăнни.

Пĕр йышши членлă предложенисем тума пĕлесси.



Орфографи тата орфоэпи. Мăшăр сăмахсене çырасси: сĕтел-пукан, сĕт-çу.

Икĕ хут калакан сăмахсене çырасси: ял-ял, хĕрлĕ-хĕрлĕ, пин-пин.



Сăпат ылмашĕсене тĕрĕс каласси, çырасси: эпĕ (эп), эсĕ (эс), эпир(эпĕр), эсир (эсĕр); манăн (ман), санăн (сан); манра, манран, санра, санран, пирĕнте (пирте), сирĕнтен (сиртен); вăл – унăн, ăна, унран.

Япала ячĕсен падеж формисене тĕрĕс каласси, çырасси: çыру- çырăвăн, çырăва; сăвă- сăввăн, сăвва; пĕрчĕ – пĕрчĕн, пĕрче; мăкăнь – мăкăньте е мăкăньре; район – районта е районра.

Глаголăн çак формисене тĕрĕс каласси, çырасси:

1) Хальхи вăхăтăн сăпат формисене (çыратăп – çырмастăп, çыратăн – çырмастăн (çырап – çырмап, çыран мар, ташлатпăр – ташламастпăр, ĕçлетпĕр – ĕçлеместпĕр, вулатпăр – вуламастпăр, вĕренетпĕр – вĕренместпĕр, ташлатăр – ташламастăр, ĕçлетĕр – ĕçлеместĕр, вĕренетĕр – вĕренместĕр, килетĕр – килместĕр, çырать – çырмасть (çырат – çырмас мар);

2) Пулас вăхăт формисене (ту – тăвăп, тăвăн, тăвĕ; çи – çийĕн, çийĕп, çийĕ);

3) Р сасăпа пĕтекен йĕр, кĕр, кÿр, пар, пер, пыр, тăр, хур, яр глаголсен иртнĕ вăхăт формисене: кĕтĕм, кĕтĕн, кĕчĕ, кĕтĕмĕр р сасă тухса ÿкет).

4) Çемçе л, н, т сасăсемпе пĕтекен сăмах тĕпĕ çумне –лă/-лĕ аффикс хушăнса пулнă сăмахсенче ь çырасси: кукăльлĕ, супăньлĕ, тетрадьлĕ, медальлĕ, портфельлĕ.

5) Паллă ячĕсен вăйлă степенĕнче ( хуп-хура, тÿп-тÿрĕ, ем-ешĕл, çап-çутă, сап-сарă, кăн-кăвак) дефис лартасси.



Пунктуаци. Пĕр йышши членлă предложенисенче хÿреллĕ пăнчă лартасси.
Таса та илемлĕ çырасси

Графика хăнăхăвĕсене малалла аталантарса пырасси. Сăмахсемпе предложенисене хăвăртрах çырма хăнăхтарасси. (Кирлĕ сăмахсемпе предложенисене учитель хăй суйласа илет.)



Вĕренекенсен пĕлĕвĕсем, ăслайĕсемпе хăнăхăвĕсем

IV класс пĕтернĕ тĕле ачасем вĕреннĕ пуплев пайĕсем, вĕсен паллисем, предложенин пĕр йышши членĕсем çинчен пĕлмелле.
Вĕренекенсем çакăн пек ăслайсемпе хăнăхусем туянмалла:

-вĕреннĕ орфограммăсенчен тăракан 55-60 сăмахлă текста йăнăшсăр, таса та илемлĕ çырса илме, диктант çырма;

-пĕр йышши членлă предложенире (вĕреннĕ тĕслĕхсем) чарăну паллисем лартма;

-сăмахăн сасăпа саспалли тытăмне тишкерме, тымарĕпе аффиксĕсене тупма;

- япала ячĕсен, сăпат ылмашĕсен падежĕпе хисепне, глаголсен хисепне, сăпачĕпе вăхăтне палăртма;

Предложенин ансат синтаксис тытăмне чухлама: вăл тĕллевпе интонаци тĕлĕшĕнчен мĕнлине калама, унăн тĕп членĕсемпе кĕçĕн членĕсене тупма, ыйтусем тăрăх вĕсен çыхăнăвне тата пĕр йышши членсене асăрхама;

-харпăр хăй тĕллĕн тунă планпа усă курса 80-90 сăмахлă текст тăрăх изложени çырма, пурнăçра пулни-иртни, экскурсире курни, сăнани çинчен çыхăнуллă пĕчĕк калав йĕркелеме (сочинени) çырма;

-хутшăну культурин правилисемпе килĕшÿллĕн вăхăтра тав тума, каçару ыйтма, саламлама, вашават сăмах хушма, япала ыйтса илме, чĕнĕве палăртма хăнăхса çитмелле.



Литературное чтение (на чувашском языке)

Умен калани. Предмета хак пани.

Литература вулав.пе .= программине тунё чух патшалёх федераллё в.рен\ стандарч.пе: Чёваш Республикин В.рен\ тата =амрёксен политикин министерстви усё курма ир.к панё «Тёван ч.лхе программи% чёваш шкул.н 1 – 4 клас.сем валли» программёпа тата «Пу=ламёш шкулта литература вулавне й.ркелесси» меслетл.х кётартёв.семпе усё курнё?


Вулав – пуплевпе шухāшлава аталантармалли тĕп ĕ=-хĕл? Пу=ламёш классенче вулав пĕлтерĕшĕ уйрёмах пысёк: мĕншĕн тесен шёпах =ак вёхёталла этемĕн ёс-хакёлпа кёмёл-сипет пахалёхĕсем:ĕ=-хĕл тĕсĕсем никĕсленеçç.? Хут-кĕнекере усала вĕрентме==ĕ: =ынпа =ын: =ынпа =ут =анталёк хушшинчи илемлĕ хутшёнёва курма хёнёхтараççĕ: харкам хутшёнусене тума хавхалантара==ĕ?

Литература вулавĕ – пу=ламёш классенче чĕлхене вĕрентес меслетлĕхре =ĕнĕ ёнлав? Вулав урокĕсенче ытларах ачаран пултаруллё вулакан тата итлекен хатĕрлессине тĕп вырёна лартнё пулсан: литература вулавĕн урокĕсенче тĕллевĕ самай анлёланать: вёл вĕренекентен пултаруллё вулавçёпа итлевçĕ тата хайлав=а хатĕрлессипе =ыхёнса каять?



Литература вулавĕн задачисем%

- ача =итĕнсен мĕнпур этемлĕхĕн литература пуянлёхне ёнланма: хисеплеме: унпа киленме пултартёр

- тĕнче литературин пÿлминче чёваш литературин тÿпи те палёрмаллах пысёк пулнине ёнкартёр

- хайлава ёнланса илме ёна хайланё пекех йывёррине асёрхатёр

- кирек хёш хайлав та =ыравçё пу=ĕнче шёранса калапланнё: шухёшласа кёларнё япала иккинне чухлатёр: хёй те хайлас ĕ=е явёçма сĕмлентĕр

- ача-пача ёс-тён тĕлĕшĕнчен =е= мар: чи малтан кёмал-cипетпе туйём-сунём тĕлĕшĕнчен тасалса пуянлантёр?

Литература вулавĕн пу=ламёш шкулён чи пысёк тĕллевне пĕрлĕхлĕн татса пама май парать%

1) вулама тата к.некене юратма вĕрентет

2) литература хайлавне ёнланма тата унпа ĕ=леме в.рентет?

Вулав – ача пурнё=ĕнчи тĕп ĕ= - хĕлсенчен пĕри? =авён пекех вёл ачана харкам тĕллĕнех аталанма пулёшакан тĕп хатĕр те? Текстпа пуплев единици пек ĕ=ленипе пĕрлех ёна литература хайлавĕ пек те пёхмалла: =авёнпа та текстпа =ĕленĕ май литература хайлавĕсен стиль (илемлĕ литература: ёслёлёх литератури:публицистика литератури т?ыт?те) уйрёмлёхĕсене сёнама-курма та вĕрентмелле?

Вулав техникине аталантарассине илемлĕ хайлавпа ĕ=леме вĕрентессипе харёс туса пырас пулать? =апла вара литература вулавĕ хутла вĕренме пу=ланё тапхёртах практикана кĕмелле?

Литература вулавне вĕреннĕ майён =ак тĕллевсене пурнё=а кĕртмелле%

-ёнланса тĕрĕс хёварт тата палёртуллё вулас ёслая ёса хывасси

- вулав тавракурёмне калёпласси тата харкам тĕллĕн вулас хавхаланёва аталантарасси пуплев ĕ=ĕ-хĕлĕн пур тĕсĕсене те =ирĕплетсе хёварасси

- илемлĕ творчество тата ёс-хакёл пултарулёхĕсене аталантарасси: хайлава чĕре витĕр кёларса вулама вĕрентесси: илемлĕ сёмаха туйма хёнёхтарасси

- кĕнеке вулама: илемлĕ литература тĕнчипе кёсёкланма хавхалантарасси: кёмал-сипет тĕлĕшĕнчен таса пулма: ырёпа усала уйёрма вĕрентесси тёван чёваш тата ытти халёхсен культурине хисеплеме хёнёхтарасси?

«Литература вулав.» в.рен\ предмеч. =е= мар: вёл ача – пёча аталанёвне тата воспитани .=не вит.м к\рекен хёватлё хат.р? Илемл. хайлавсене вуласа ачасем унти сёнарсен хётланёш.сене: кёмёл – туйём хусканёв.сене сёнанё май ачасем =ут =анталёкри: =ынпа =ын: =ынпа =ут=анталёкхушшинчи хутшёнусене туйма: хаклама в.рене==.?



Достарыңызбен бөлісу:
1   ...   6   7   8   9   10   11   12   13   ...   25




©dereksiz.org 2024
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет