Тенчене сен кайак килче



Дата16.06.2016
өлшемі76.63 Kb.
#140139
түріУрок
Открытый урок по КРК.

Тема: Тенчене сен кайак килче

Урок теллевесем: 1. Ача-пача суралнипе, ят хунипе сыханна йала-йеркесемпе паллаштарасси,

2. Чавашсемшен ача савапла, хакла пулни тарах каласу челхине аталантарасси,

3.Елекрен пыракан йаласене упрама, хаклама верентесси.

Урокра кирле хетерсем: магнитофон, А.Михайлова юррисен пуххи, Я.Ухсай «Келпук мучи» поэми, «Сапка юррисем» кенеке, В.Туркай «Илемпи» савви, йах-несел таблици, юлашки 3 сул хушшинче ялта тата районта ача суралнин диаграмми, 1,2, 3, 4, 5, 6 е ытларах ачалла семьесен диаграмми, ваттисен самахесем..

 

 

Урок йерки: Авалхи чавашсем ача суралнине Тура парни выранне хуна. Пите хепертене, меншен тесен унра есре пулашакана, йах-ару тасакана, пуласлаха, шанчака курна. Ача суралсассан ана терес те сыва упрас тесе терле йала-йеркесем туса ирттерне.



( Печек сценка)

Хуняшше: Ку сапкана кинемпе ывалам сисиччен туса петертем-ха. Ан тив, кетмен парне пултар. Кана кам туна тесе ыйтчар. Пушатне те ама сака хуппинчен хатерлерем. Кун пек сапкара ача лайах сыварать тессе.

Хунямаше: Ай-уй, Павал, пах-ха, пирен кинсем мар-и?

Кине: Эпир сене кайак тупрамар.

Хунямаше: Ылтан-и, кемел-и? Менле кайак тупрар-ха?

Кине: Пин тенке , сер ыйтать.

Хунямаше: Ачи чиперех-и? Кусла-пусла-и? Менле ченепер ана? Ят хумасан аван мар. Ана усалсем ят хурассе тет. Тата ятсар чуна эсрел сыпасать тет.

Эпи карчак: Елек-авал кайак ячепе ченсен аван тетчес. Шанкарч тесен менле-ши?

Кине: Эпе хирес мар.

Мен ача сурална-ши, ачасем? Меншен пин тенке? Мен пирки сер ыйтать тет амаше? Мен пирки ылтан тупрамар тене-ши елекхи сынсем?

 

Ача тенчене кисенех ун сичен « Тенчене сен кайак килче» тене. Ку вал перремешенчен, кайак вал - таса чун, ирекле чун, султе весе сурет. Эппин валах турасен хавачепе уса курать те. Иккемешенчен, малалла ырлахла-сывлахла, пурнасе варам пултар тесе, семьере час-часах кайак ячесем пама тарашна. Паянхи урок теми те пирен:



« Тенчене сен кайак килче».

Мен елекрен ачасем ашше-амаше патне сывахрах пулччар тесе суралсассанах ана кепе аркипе чуркеме тарашна. Арсын ачасене – ашшен кепипе, кавапине те весеннее пуртапа касна. Ку вал – есе ханахтар, ашше суменче пултар тенине пелтерне . Ахальтен чаваш ачин пер ури сапкара, тепер ури акара тене. Хер ачасене вара амашен кепи аркипе чуркене, кавапине кенчелесси сине хурса касна. Кун пек весе амаше суменче пулассе, ал есне веренсе усессе. Чавашсен кана мар, ытти чылай халах та кавапа касассине терлерен йеркепе туса ирттерет. Теслехрен: арабсем арсын ачасенне хеспе касна, кун пек тусассан ача паттар пулса тарать имеш, енчен те чернилпа сырмалли перопа касассан вал сыруса е асчах пулать тене.

Айтар сиренпе Я.Ухсайан « Келпук мучи» поэман сыпакесене итлесе пахапар:

Ача кавапине чаваш типтерле пустарса хуна. Ана емер таршшепех сыхлама тарашна. Кашниех палах хайен ачине варам емер пиллене, пиллене сес мар сакан пек йала-йерке те туса ирттерне.

 

Эпи карчак: ача варам емерле пултар тесен кашал витер калармалла. Кашалан пусламаше те сук, весе те сук – ачан емере варам пуле, усал тесел те тимер витер тухсан сыпасас сук.



Хуняшше: Э, ман кашале хатерех, хатерех. Хамар ывала та сак кашалпах каларначче. Ана нимле чир-чер те сыпасмаре, усалсем те ермерес.

Хунямаше: Эппин часрах каларар, вара канлен сыварса та кайе.

40 кун хушши ача усалсем уменче вайсар тесе шутлана, саван пирки ана печчен парахса хаварма, амаше те сын нумай сурекен вырансене тухса суремен.

Ача суралакан кашни килех эпи карчакне ченне. Вал самалланма та пулашна, арамла самах та калана. Пепкене тахантарна чухне пиллесе сакан пек самахсем калана:

Эпе су сисе килтем,

Челху савару су пек семсе пултар,

Пыл сисе килтем,

Пыл пек тутла пултар.

Пысак пул, Шанкарчам,

Маттур пул.

Анчах та пил самахесем те хаш чух пулашман. Елек ача-пача пите йывар условисенче пуранна, кашни семьере тене пекех ача уссе ситенетченех сере кене.

Яков Ухсай « Ача чухне» ятла савара мен калать-ха сакан синчен?

Мен пирки вилне-ши тин кана секленме пуслана самрак хунавсем? Эсир сак вахатри пурнас синчен мен пелетер?

Каларамар енте эпир сиренпе мен пирки кайак ячесен хунине. Хаш-пер семьере нимле майпа та ачасене сыва сыхласа хаварайман. Вара сакан пек йерке те туса ирттерне. Ача суралсанах асламаше ачана суп-сап купи патне хуна. Унтан ашше ачана илсе кене те:

- Эпе ача тупрам, - тене.

Амаше: Эппин пурантар.

Вара ачана Суппи тесе ченме тытанна. Ку- суп-сап ашенчен тупна тенине пелтерне. Сакан пек тусан текех семьре ача вилес сук тесе шанна. Саванпа та Тураран чи малтан сене чуна араскалла, сыва пуранмалла ту тесе ыйтна.

Ачасем, пирен ялта та сак йеркене сиреп тытнах енте. Пирен ялта та Суппи Миши, Серси Петти, Ула курак Витали тесе ченекен ятсем паянхи кун та сыхланса юлна

Ача суралсан тепер йеркене сиреп тытна чаваш. Весен йывас лартмалла пулна.

- Менле йывас лартна-ши чаваш? Хаш йываса эсир ытларах тел пулатар?

 

Паллах йамра. Йамра чаваш ялен символе шутланать. Йывас лартни йах-несел туратран – турата сыпанса пытар тенине пелтерет. Ахальтен мар йах-ару таблицине те йывас майла туна. (йах-ару таблиципе еслесси)



2-3 эрне иртсессен ача чакаче ирттерне . Мен-ши вал ача чакаче? Ана менле йеркепе туса ирттерне –ши? Атьар сиренпе итлесе пахар. (ача каласа парать).

Чаваш халахе ят пелтерешне пите ененсе пуранна. Ят хурасси те ача хасан суралнинчен, менлерех сан- питлинчен, тереклинчен килне. Нарас уйахенче суралакансене Нарашка, Нарспи , Эрне кун суралакансене Эрнеслу, Эрнепи,Эрнук, ачисене патвар та вайла усчер тесе Араслан, Юман, илемле пулччар тесе Сарпи, Илемпи ятсем пана. Ике ятла сын варам емерле пулать тене. Сын ятне кескетме юрамасть , емере кескелет тессе.

Пил самахесер нименле уяв та иртмен. Ку уявра кашниех ачана ыра сунса самах калана. Атьар-ха, ачасем, эпир те сиренпе печек чуна ыра самахсем каласа пахапар. Эпе пуслатап , эсир малалла тасатар. ( ачасем перин хыссан тепри тара тара пил самахесем калать)

Пурте керсен мен сас лайах,

Ача-пача сасси лайах.

Ача-пача пурт тултарать тене ваттисем. Ача вал- чи малтанах , никама паханман чере чун., анчах хай пурне те пахантарать. Халах хушшинче сакан пек ытарлах пур:

Патша хасан тарса пулать? Паллах, ача суралсан.

Каламасарах палла : ача вал- кирек кама та тарса туса вери сатма синче ташлаттарать, юрлаттарать, каластарать.

Каластарать теремер. Мен калассе-ха кун пирки аслалах сыннисем? (ача самахе).

Сапла вара тин сурална ачапа пермаях итлертсе каласасах пулать.

Ача тата юрлаттарать теремер. Анла сарална ача-пача поэзийенче сапка юрри теп выран йышанать. Мен пирки сапка юрри тене –ши? Эсир менле шутлатар? Эсир сапкара выртса курна-и? Мен-ха вал сапка? ( ача каласа парать). 40 кун. Елекхи вахатра сапка йери тавра тимер карта саварна. Паллах, тимерпе мар енте. Сесепе хевеле май сапка йери-тавра саварна. Унтан сессине сапка пусне , минтер айне хуна. Тимертен усал-тесел харать тене. Пирен чавашан кана мар ытти халах та унка саварсан усалсем саванта кереймессе тесе шухашлана. Теслехрен , Н.В.Гоголь сырна произведени тарах лартна «Вий» илемле фильмра та куна эсир курма пултаратар.

Тимере сума савасси чаваш халахен мен авалтанах пусланна. Ачасем, аса илер-ха сирен нумайашен усалсем кил- сурт таврашне ан кеччер тесе алкум весне картса е сапса хуна тимертен асталана япала пур. Мен-ши вал?

Ачан перремеш утаме те сапкаран пусланать. Сут санталакпа паллашасси те – сапкаран пусланать. Сапка юрри итлесе канлен сыварасси те сапкаран.Сапка сиктерекен ачана йапатмалли самахсем тупать те пуслать юрла-юрла сиктерме. (ача юрлать).

Чаваш халах поэче Петер Хусанкай ,ывале Атнер суралсассан, ана сапка юрри парнелене. Айтар сиренпе сапка юрри юрласа пахапар.

Чанах та аптраманах пулса ситенне те Атнер Петрович. Паянхи кун вал ЧР Асла Канашен культура, челхене тата нацисен хутшанавесене аталантарас енепе еслекен комиссийен председателе.

Паянхи кун та сак юра сыва. Эсир хальччен сак юрра илтне –и? Чаваш телевиденийе менле передачара сак юрра тепе хурать?

Ача менле ачаш та сепес самах. Кам-ха вал ача ? Менле самахсемпе анлантарса пама пултаратар унан пелтерешне?

ача


 

Мен елекрен ача савапла та хакларан та хакла чун, малашлах, шанчак пулна.

Сиренпе килешсе манан сире .чавашсен палла поэче, писательсен союзне ертсе пыракан, Вармар ен керуше В.Туркай хайен херне , Илемпие, халаллана савва итлеттерсе пахас килет. Менлерех самахсемпе ачашласа ченет –ха вал печексе херне? Маларах каланачче –ха эпир , ака Туркайан амашне те кайак ячепе ченни паларать. Ана Серси Палюк Кантрачен Хеветусе тесе ченне.

Ачасем пирки халах терлерен юмахсем те хывна. Ачасар пуранса ирттерне сынсем яланах ача тытса курасса шанна. Вара юмахсенче те час-часах Чуста паттара, Пурнескене, Юр пикене тел пулма пулать.Вырас халахен те кун пек юмахсем йышла. Эсир сак юмахсене пелетер-и? Айтар кескен кана пер юмахне аса илепер.

Сав вахатрах елек нумай ачалла семьесем пурри синчен палартма пулать. Юрасенче те , юмахсенче те 7 ывал, 12 пер таван, 77 ывал та тел пулать. Эсир хаваран вата араван семьере мисе ача пулнине пелетер-и? Паянхи кун менлерех-ши ача шуче семьесенче? Эсир мисен пуранатар? Ака доска синче 3 сул хушшинче мисе ача суралнине пахапар. Пер ачаллла семьесем те ялта йышла. Пер ача пуличчен перре те ан пултар тене вата сын . Паллах, килешесех килмест те ваттисемпе. Анчах меншен саван пек калассе-ха.? Пирен класра та кун пек ачасем пур. Самал-ши весене семьере? Демографи ыйтавне улаштарас тесе пирен президент указ каларна . Малалла икке е ытларах ача суралакан семьесене 250 пин тенке укса парса хавхалантармалла. Ачасем, айтар сиренпе тепер ес тавапар. (Синквейн мелепе еслеттермелле).

Эпе те сиренпе килешетеп.ача вал- пирен пуласлах, тату пурнас, телей, анасу.

Паянхи урокра эпир сиренпе ача пирен пурнасра менле выран йышаннине, ача суралсассанах туса ирттерекен йаласемпе, сапка юррисемпе паллашрамар.

-Менле шутлатар- паянхи кун сак йеркесем хайсен семне сухатна-ши?

-Ача чакаче ирттересси сыхланса юлна-и?

-Сапка пур-и сирен килте? Тимере хисеплесси паянхи кун сыхланса юлна- и?

Урока петемлетсе ман сакна калас киплет. Эсир рурте пулас ашше-амашесем . сак йала –йеркесене малалла аталантарасси сирентен те килет.

Паянхи кун пурнас таппи вайланса пырать. Пулас ача амаше те , сурална ача та паянхи кун пысак тимлехре. Ачалаха сыхлас организацисем те пур.

Паянхи урокра эсир ача чи хакла та савапла чун пулнине те лайах куртар. Сиреншен асу-аму вай-халне шеллемесер черерен чипер сын тавасшан сунать. Сирен, ачасем, весен шанчакне султе тытасче, сершыва юрахла сынсем пулса асу –аннуне канле ватлах туса парасче. Пирен президент та Н.В.Федоров наци проектне сутсе явна канашлавра ваттисен самахне аса илтерне. « Тыр- пул пулманни султалак инкек , ача –пача анманни емрипех хуйах», -тене вал. Сапла ан пултарчче. Аннесен сусесем вахатсар ан каваккартарччес. Эпе паян урока ирттерме пулашна ачасене 5 паллапа хаклатап. Пурнас сире малалла хай хак паре.

Килте ,ачасем, пирен тарахра сарална сапка юррисене, ача суралнипе сыханна йала-йеркесене ватасенчен ыйса сырса килмелле пулать.



Урока веслесе ман сакна каласа хаварас килет: чи лайах вахат вал- ача чухне. Ачалах чи асамла та емерепех астуса юлмалли самант. Ман сире хамар ентеш, Вармар районенчи Энешпус яленче суралса усне А.Михайлова юррине итлеттерсе урокран асатса ярас килет. (юра)

Урок весленче, тухма пултаратар

Достарыңызбен бөлісу:




©dereksiz.org 2024
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет