Треньелĕнчи А. Т. Краснов ячĕпе хисепленсе тăракан пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкул



Дата19.07.2016
өлшемі58.73 Kb.
#209959
Треньелĕнчи А.Т.Краснов ячĕпе хисепленсе тăракан пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкул

Л.Я.Агаковăн «Ылтăн вăчăра» повеçĕ тăрăх 3-мĕш класра ирттернĕ вулав конференцийĕн анлă планĕ.


«Ĕнтĕ аслă аттемĕр – çĕр шыв

Йыхравларĕ тăрса:

Ывăлăм, ку вăл халăх вăрçи,

Тух çак юнлă вăрçа.»

А.Ĕçхĕл.

Вĕрентекенĕ: Кальметова Наталия

Николаевна.

2007-мĕш çул.

1.Учителĕн умĕнхи сăмахĕ.


Салтак шинельне тăхăннă писателĕн аллинче винтовкăпа е пистолетпа пĕр вăхатрах тата урăх хĕçпăшал – ахаль кăранташ е ахаль ручка пулнă. Фронтри писатель аллинчи çак иккĕмĕш хĕçпăшал та питĕ вăйлă – мĕн, вăл та тăшмана персе тивертнĕ, фашистсене питĕ пысак сиен кÿнĕ. Ахальтен мар фронтри писатель аллинчи перона штыкпа танлаштараççĕ.

Леонид Агаков писатель аслă вăрçă çулĕсенче дивизи хаçатĕнче ĕçленĕ. Вĕсем хăйсен хаçачĕн кашни çĕнĕ номерне кăларас умĕнех чи малти траншейăсенче, блиндажсенче, окопсенче çĕнĕ паттăрсемпе тĕл пулнă, вĕсем мухтава тивеçлĕ ĕçĕсемпе паллашнă, хаçатăн çитес номерĕ валли статья хатĕрлеме пуçланă.

Фронтри пĕр писатель те блокнотсăр çÿремен. Хăй курни – илтнисене çырса пынă вăл. Леонид Яковлевичăн та гимнастерка кĕсийĕнче шăнăçакан çыру кĕнекисем пулнă. «Кашни кун тенĕ пекех темиçешер йĕрке çырнă унта – питĕ вĕттĕн, йĕркесене пĕр-пĕрин çумнех çыпăçтарса, нумай сăмахсене энциклопедисенчи пек кĕскетсе,» - аса илет çулăмлă кунсене Агаков. Çапла вăрçă хирĕнчех çĕнĕ сăвă е калав çуралнă.Кашни пушă минутах усă курма тăрăшнă вĕсем.
2.« Ылтăн вăчăра» повесть биографийĕ.

1943 çулхи февраль уйăхĕнче. Курск облаçенчи Чернихово ялĕнче, Л.Я.Агаков хăйĕн блакночĕ çине çапла çырса хунă: «Ĕненмелле мар хăрушă историсем каласа кăтартаççĕ. Нимĕçсем пирĕн çынсене çĕршерĕн-çĕршерĕн персе пăрахнă, вутта пăрахса çунтарса янă. Паян пĕр хĕрарăмпа калаçрăм. Ку ялсем мар вăл, темиçе çухрăмри Веретенино ялĕнчен. Халь вăл ял çук, çунтарса янă. Нимĕçсем вĕсен ялне хупăрласа илсе, пурне те яла хăваласа кăларса, 197 çынна персе пăрахнă. Ку хĕрарăмăн 7 ачине вĕлернĕ, хăй аманса тăнсăр пулса выртса юлнă. Унсăр пуçне арçын ача – вăл та аманнă – чĕрĕ юлнă».

Çакăн çинчен Л.Агаков дивизи хаçатĕнче «Убийцы» очерк çырса кăларнă.

Тăшман хăй йăвине тарнă май ялсене тĕппипех çунтара-çунтара янă, куç тĕлне пулнă çынсене вĕлернĕ. Ăнсăртран чĕрĕ юлнă çынсем хăрушă историсем кала-кала панă, фашист карателĕсен сăнарĕсем уçăмлăрах курăнма пуçланă, Генрих Шварц сăнарĕ çуралнă. Малтан «Персе вĕлернĕ ача» ят панă повеçе Леонид Яковлевич «Ылтăн вăчăра» ят панă.

«Анчах фронтри условисенче самаях пысăк калăплă япалана çырса пĕтерме пулмарĕ, эп ăна вăрçă хыççăн, киле таврăнсан тин çырса пĕтертĕм. Çапах та ăна пĕтĕмпех вăрçăра, вăрçă вут-çулăмĕнче çуралнă произведени тесе шутлатăп,» - палăртать «Ылтăн вăчăра» авторĕ.

Повĕçе тишкерме панă ыйтусем.



  1. Мĕншĕн повĕçе «Ылтăн вăчăра» ят панă?

  2. «Партизан йăви» тесе нимĕçсем мĕнле яла каланă? Мĕншĕн?

  3. Нимĕçсем персе вĕлерме хăваласа тухнă халăха сăнласа парăр.

  4. Аманнă партизансене кам тата мĕнле условисенче сипленĕ?

  5. Мĕнле ĕмĕтпе Ванюшка отрядран тухса кайнă? Вăл ăçта лекнĕ?

  6. Ванюшкăн çĕнĕ юлташĕсем – Санькăпа Микола пичче – мĕнле çынсем?

  7. Партизансен ăсталăхне вĕренни ачасене хăçан кирлĕ пулчĕ?

  8. Ачасем мĕнле паттăрла ĕçсем тăваççĕ?

  9. Отряда сутăнчăк мĕнле лекет? Мĕншĕн ăна никам та хĕрхенмест?

  10. Гитлеровецсен тискерлĕхне тĕслĕхсемпе çирĕплетĕр.

  11. Сире повĕçре кам ытларах килĕшрĕ? Мĕншĕн?

  12. Геройсем пире мĕнле пулма вĕрентеççĕ?

Пĕтĕмлетни.

«Ылтăн вăчăра» повĕçре паттăр ачасем çинчен вуласа пĕлтĕмĕр. Ку повеçе вырăсла та, чăвашла та темиçе хутчен пичетлесе кăларнă. Вулакансем кĕнекене кăмăлласа йышăннă, уйрăмах – ачасем. Вĕсем автор ячĕпе нумай çыру çырнă, пуринчен ытларах çапла ыйтаççĕ: «Эсир çырса кăтартни пурнăçра чăнах пулнă-и? Ванюшкăпа Санька халь пурăнаççĕ-и? офицер пулнă-и вĕсем?» Çакăн пек ыйтнисене хирĕç Леонид Яковлевич çапла ответленĕ: « Кĕнекере çырнисенчен эпĕ хамран нимĕн те шухăшласа кăларман, пурте вĕсем – пурнăçра пулса иртнĕ ĕçсем. Ванюшкăпа Санька пек ачасене вăрçă вăхăтăнче сахал мар курнă, вĕсемпе тĕл пулнă, калаçнă. Кунсăр пуçне фашистсен пусмăрĕнчен хăтăлнă ялсенчи çынсем каласа панисемпе усă курнă.»

Вăрçă хыççăн, паллах, партизанра çÿренĕ ачасем пурте тĕрлĕ шкулсенче вĕреннĕ, халăхшăн чăн-чăн усăллă çынсем пулса тăнă. Пĕрисем Совет Çарĕнчех юлнă, теприсем – колхозсемпе совхозсенче, виççĕмĕшĕсем – наукăпа культура учрежденийĕсенче.

«Эпĕ пĕлетĕп: ачасем вăрçă çинчен, вăрçă паттăрĕсем çинчен çырнă кĕнекесене вулама питĕ юратаççĕ. Анчах манăн çакна калас килет: вăрçă паттăрĕсем çинчен интересшăн çеç вуламалла мар, çамрăксен вĕсенчен тĕслĕх илес пулать. Вĕсем пекех Тăван çĕршыва пĕтĕм чун-чĕререн юратас, ăна хуть те хăçан та тăшмансенчен хÿтĕлеме хатĕр пулас пулать.»


Л.Я.Агаков.

Леонид Яковлевич Агаков

«Ылтăн вăчăра» повесть содержанине астăватăр-и?

  1. Парăнман яла нимĕçсем мĕнле ят панă?

  2. Хăрушлăх умĕн хуралта камсем пулнă?

  3. Ванюшкăн хушамачĕ мĕнле? Вăл миçере пулнă?

  4. Ялта пурĕ миçе çын пулнă? Фашистсем вĕсене миçемĕш çулта персе вĕлернĕ?

  5. Ванюшкăн йăмăкĕсем, шăллĕ мĕн ятлă пулнă?

  6. Ванюшка партизансен кам ячĕпе хисепленекен отрядне лекнĕ?

  7. Отряд штабĕн начальникĕ, командирĕ кам пулнă?

  8. Коробов Ванюшкăн мĕнле тăванĕ?

  9. Кам хăйĕн хĕрĕпе пĕрле партизансен отрядĕнче çапăçать?

  10. Сывалса çитсен, Ванюшка отрядра мĕн ĕçленĕ?

  11. Мĕншĕн Ванюшка нимĕçсем йышăннă хулана кайнă?

  12. Чăваш ачи Санька Ванюшкăпа ăçта паллашнă?

  13. Генрих Шварц çакса çÿренĕ ылтăн вăчăраллă сехет камăн пулнă?

  14. Зоя парашютистка хăш енчисем пулнă?

  15. Санька мĕнле районтан пулнă?

  16. Зоя парашютистка партизансен мĕн ятлă отрядне шыраса тупнă?

  17. Микола пичче «Юншăн – юн!» отряда мĕнле пулăшнă?

  18. Липовка патĕнче кĕпере çĕмĕрме кам-кам кайнă?

  19. Тоня тăшмансенчен мĕнле хăтăлнă?

  20. Генрих Шварца кам персе вĕлернĕ?

  21. Генрих Шварц кĕсйинчен кăларса илнĕ сехете кама панă?


Повĕçре çак сăмахсене кам калать?

  1. «Вилес килмест манăн… Питĕ кÿренмелле вилĕм пулать. Усăсăр… Малтан пĕр-ик нимĕçе шаккаса хунă пулсан татахчĕ хăть…»

  2. «…хăтăлса юлар çеç, малашне мĕн тумаллине пĕлĕпĕр!»

  3. «Пурнăçра нимĕнрен ытла шанчăка çухатма юрамасть».

  4. «…ирĕклĕн пурăнмалла, ирĕклĕн ĕçлемелле, мĕне вĕренес килнĕ – çавна вĕренмелле пултăр тесе çапăçатпăр».

  5. «Пуçа усма кирлĕ мар. Хуть те мĕнле хурлăх пулсан та, парăнма юрамасть. Парăнман çын вăл, юлашкинчен, пурпĕр çĕнтерет. Çĕнтерет те – тата лайăхрах пурăнма пуçлать, мĕншĕн тесен пурнăç хакне ытларах пĕлекен пулать».


Повеçре кам çинчен кам çапла калать е шухăшлать?

  1. «Йывăр аманнă. Виçĕ çĕртен…, анчах сывалатех пулĕ тетĕп-ха… Шанатăп, ачи тĕреклĕ, аптрас çук…»

  2. «Епле ырă чĕреллĕ çын иккен вăл! Кашнинех йăпатма, кашнин кăмăлне хăпартма, çынсен асапĕсене чакарма пĕлет, пуриншĕн те тăрăшать. Вăрçăччен ялта ĕçлесе пурăннă чух, асăрхаман та вĕт çавна. Мĕн тери лайăх çынсем пулнă-мĕн йĕри-тавра!»

  3. «…халиччен вутра та çунман, шывра та путман… Ăна пуля та тивмен, снаряд та витмен…»

  4. «Йытă йытă вилĕмĕ!»

  5. «Епле хăюллă вăл… Çамрăк кăна… хăй, анчах тăшман йышăнса илнĕ вырăна пĕр-пĕччен сикнĕ!»

  6. «Тĕлĕнмелле лайăх çын… Украинец, пирĕн енчисем. Вăрçăччен учитель пулнăскер».


Повĕçре кам çинчен çапла каланă?

  1. «Вăрăм, хыткан, çутă кокардаллă çÿллĕ карттус тăхăннăскер… Хĕвел еннелле çаврăнсан, вăчăра çав тери çуттăн ялтăртатса илчĕ. Вăчăрапа юнашăр тата тимĕр хĕрес…»

  2. «…ун çийĕнче нимĕç тумĕ, кăкăрĕ умĕнче нимĕçсен хура автомачĕ çакăнса тăнă. Сухалĕ те, чылайран вара хырăнмасăр пурăннăран, хура шăрт пек ÿссе ларнă».

  3. «…çар карттусĕ, кăвак пустав френч, галифе, çÿллĕ кунчаллă атă тăхăннă, пиçиххинчен пысăк хура кабур çакнă вăрăм пуллĕ, хурарах сăнлă çын…»

  4. «…сарă кăтра çÿçлĕ, çамрăк кăна каччă…»


Достарыңызбен бөлісу:




©dereksiz.org 2024
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет