Урок эпиграфĕ: Поэтсем вилсессĕн те вилмеççĕ. Ма тесессĕн хĕвелпе пĕрех Сывă пулĕ ĕмĕрех поэзи



Дата19.07.2016
өлшемі49.53 Kb.
#209958
түріУрок
ПОЭТСЕМ ВИЛСЕССĔН ТЕ ВИЛМЕÇÇĔ…

(Вăрçă вăхăтĕнче пуçĕсене хунă çамрăк çыравçăсене аса илсе)


Урок тĕллевĕ: Вĕренекенсене вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă чăваш çыравçисен пурнăçĕпе ĕçĕсем çинчен тĕплĕнрех паллаштарасси. Калаçу культурине аталантарасси. Тăван çĕршыва, халăха юратма хăнăхтарса пырасси.

Усă курнă материалсем:10-мĕш класра вĕренмелли учебникпе хрестомати, вăрçă темипе хатĕрленĕ альбом –раскладушкăсем, кĕнекесен выставки, Ю.Сементер хатĕрленĕ радиопередача сыпăкĕсене çырса илнĕ магнитлă лента, вăрçă тата тăнăçлăх темипе çырнă юрăсен пуххи.

Урок эпиграфĕ: Поэтсем вилсессĕн те вилмеççĕ.

Ма тесессĕн хĕвелпе пĕрех

Сывă пулĕ ĕмĕрех поэзи,

Поэтсем вилсессĕн те вилмеççĕ,

Ма тесессĕн халăхĕ вилмест.

( Раиса Сарпи çырнă «Алексей Воробьева» сăвăран )

Урок пуçламăшĕнче класра «на безымянной высоте»юрă янăрать. Вĕрентекен урок тĕллĕвĕсене пĕлтерет.Аслă вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă çыравçăсене аса илсе шăплăх саманчĕ иртет.

Вĕрентекенĕн кĕске сăмахĕ. Тăван çĕршвăн аслă вăрçинче тискер те вăйлă тăшмана çĕнтерме çăмăл пулмарĕ. 20 миллион ытла совет çыннин пурнăçне татрĕ. Фашистла вăрă-хурахсем пирĕн çершывра 1700 хулана аркатса хăварчĕç, 70 пин яла çунтарса ячĕç. Анчах çынсем çав тери йывăр килнĕ вăхăтра та хăйсем çентерессе пĕтĕм чун хавалĕпе шанса тăчĕç.

Фашистсене хирĕç кĕрешнĕ çулсенче литература пархатарлă ĕç турĕ. «Раççей писателĕсем çак татăклă самантра хăйсен вырăнĕ ăçтине пĕлеççĕ.Пирĕнтен нумайăшĕ алла хĕç-пăшал тытса çапăçĕ, нумайăшĕ алла перо тытса çапăçĕ. Пирĕнтен, Раççей интеллигенцийĕн малти отрядĕнчен хальхи вăхăтра тăван çĕршыв калама çук пысăк ĕç тума ыйтать»,- тенĕ Александр Фадеев вăрçă пуçланнă кун писательсен митингĕнче. Митингра йышăннă резолюцире çапла каланă: « Кашни писатель хăйĕн пĕтĕм вăйне ,хăйĕн пĕтĕм опычĕпе талантне, кирлĕ пулсан – хăйĕн юнне те халăхăн Тăван çĕршв тăшманĕсене хирĕç пыракан таса вăрçин ĕçĕшĕн парĕ!»

Пирĕн çĕршывра вăрçă умĕн 2786 çыравçă пулнă. Вĕсенчен 941 çын фронта кайнă,417-шĕ каялла таврăнайман. Вăрçаран таврăннисем каярахпа асаплă та тертлĕ çентерÿ çулне хăйсен илемлĕ хайлавĕсенче кăтартса панă.( .Шолохов «Они сражались за Родину», А.Фадеев «Молодая гвардия», А.Твардовский «Василий Теркин», П.Хусанкай «Аптраман тавраш», В.Алентей «Хырсем ĕмĕрех ем-ешĕл» т.ыт. те.)

Чăваш писателĕсенчен чылайăшĕ вăрçă çулĕсенче малтан рядовой салтак пулса çапăснă, унтан командир е политработник пулнă, дивизи хаçачĕсенче,политпайсенче, госпитательсенче ĕçленĕ. Вĕсен хушшинче эпир петĕр Хусанкай, Яков Ухсай, Леонид Агаков, Александр Алга, Василий Алагер, Иван Вашки, Василий Долгов,Григорий Краснов-Кĕçĕнни, Илпек МикулайЕ, Мĕтри Кипек, Никифор Мранька, Куçма Пайраш, Василий Ржанов, Михаил Сироткин, Алексей Талвир, Илле Тукташ, УйАп Мишши,Хветĕр Уяр, Александр Янташ тата ытти юлташсене ырă кăмăлпа тав туса аса илетпĕр.

«Фронтри хаçатçăсем, - тет пирĕн паллă писатель, журналист Леонид Агаков, -кашни кун тенĕ пекех малти линире, вут-çулăм айĕнче, салтаксемпе, офицерсемпе тĕл пулса, хаçатăн черетлĕ номерĕ валли материал пухнă, редакцие таврăнсанах, вĕсен паттăр ĕçĕсем çинчен статьясемпе очерксем çырнă».

Чăваш писателĕсем Гитлер вăрă –хурахĕсене хирĕç хĕç-пăшалпа та, перопа та паттăррăн çапăçрĕç,çирĕплĕх, хăюлăх кăтартса вăрçă çулăмĕ витĕр тухрĕç. Фронта кайнă писательсенчен М.Н.Данилов –Чалтун, Владимир Бараев, Василий Васькин, Илья Думилин, Ефрем Еллиев, Кĕçтук Кольцов, Кăтра Мишша, Арсентий Орлов, Андрей Петтоки, Николай Пиктемир, федот Ситта, николай Чурбай, Максим Ястран çапăçура пуçĕсене хучĕç. Поэт, драматург, журналист пулнă Иван Викторова фашистсем концлагерьте асаплантарса вĕлернĕ. Вĕсен ячĕсене чăваш писателĕсен Союзĕн çуртĕнче мрамортан тунă асăну хăми çине ылтăн сас паллисемпе ĕмĕр асăнмалăх çырса хунă.

Чăваш писателĕсем вăрçă вăхăтĕнче çырнă произведенисенчи чи таса ĕмĕт -çĕнтерÿ

Шанчăкĕ. Çав ĕмĕтпе çав шанчăк пирĕн халăха, унăн ывăлĕ-хĕрĕсене усал тăшмана хирĕç пĕтĕм вăя хурса çапăçма, ăна тĕппипех аркатса тăкма хавхалантарнă.

Пирĕн Шупашкар районĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 15200 çын хутшăннă. Вĕсенчен 6500-шĕ тăван килĕсене таврăнайман, тăшмана хирĕç паттăррăн çапăсса пуçĕсене хунă. Савсем хушшинче пирĕн ентеш-çыравçă Николай Никитич Никитин (Пиктемир) та пур.

Николай Пиктемир 1906-мĕш çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче Чăваш республикинче Шупашкар районĕнчи Шемшерте, вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1916-1922-мĕш çулсенче хăйсен ялĕнчи ултă çул вĕренмелли шкулта, 1922-1926-мĕш çулсенче Шупашкарти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ, çакăнта вăл сăвăсем çырма тытăннă. 1926-мĕш çулхи кĕркуннерен пуçласа 1931-мĕш çулчченШупашкар районĕнчи Ольтикассинчи пуçламăш шкулта ачасене вĕрентнĕ. 1931-мĕш çулта ăна «Сунтал» журнал редакцине чĕнсе илнĕ. Малтан вăл журнал редакцийĕн литература сотрудникĕ, каярахпа редакцин ответлă секретарĕ пулнă. 1934-1935-мĕш çулсенче поэт Хĕрлĕ Çар ретĕнче службăра тăнă. 1935-1938-мĕш çулсенче вăл «Канаш» хаçат редакцийĕнче тăлмачă, литература сотрудникĕ тата пай заведующийĕ пулнă. Çав вăхăтра Николай Пиктемир-Никитин вырăс писателĕсен произведенийĕсене чăвашла куçарас тĕлĕшпе чылай ĕçленĕ.Николай Пиктемир куçарнисем хушшинче И.Крылов юптарăвĕсем, В.Гюгон «Гаврош», А.Купринăн «Слон», А.Чеховăн «Каштанка» калавĕсем, М.Шолоховăн «Уçнă çерем» романăн уйрăм сыпăкĕсем тата М.Лермонтовăн «Пирĕн вăхăтри герой»(Н.Янкаспа пĕрле куçарнă) паллă вырăн йышăнаççĕ. 1931-мĕш çулта унăн «Колхоз ачисем» ятлă сăвă кĕнеки пичетленсе тухнă, поэт ытларах ача-пăча валли çырнă. Аслă Отечественнăй вăрçăччен николай паллă вырăн йышăнаççĕ. 1931-мĕш çулта унăн «Колхоз ачисем» ятлă сăвă кĕнеки пичетленсе тухнă, поэт ытларах ача-пăча валли çырнă. Аслă Отечественнăй вăрçăччен Николай Никитич пĕр-икĕ çул хушши пĕтĕмпех литература ĕçĕпе пурăннă. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă, унта взвод командирĕ пулнă. 1943-мĕш çулта поэт-воин хаяр çапăçусенчен пĕринче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

Н.Пиктемир çинчен калаçнă хыççăн «Тăван çĕршыв, тăван аннемĕр…» сăвă янăрать.

Малалла вĕренекенсем пĕрин хыççăн тепри Владимир Бараев, Василий Васькин, Илья Думилин, Кĕçтук Кольцов, Илья Семенов, Максим Ястран, Вениамин Туртуш, Максим Данилов-Чалтун, Ефрем Еллиев пурнăçĕпе пултарăлăхĕсем çинчен тухса каласа параççĕ. Кашни çыравçă пултарулăхĕ хыççăнах сăвă е юрă янăрать.

Вĕренекенсен доклачĕсм хыççăн Юрий Сементер фронтра вилнĕ чăваш поэчĕсен сăввисем тăрăх хатĕрленĕ «Тупа турĕ йĕкĕт» передача сыпăкне итлеççĕ.

Ун хыççăн Петĕр Ялкир поэта сăмах паратпăр.( Хăй пурăннă чухне вăл пирĕн шкулти яланхи хаклă хăнасенчен пĕри пулнă). Вăл вăрçăра та пулнă. Хастар чĕреллĕ ветеран вăрçăра пуç хунă çыравçăсен пултарулăхĕсене тĕпчесе ятарлă статьясем хатĕрленĕ, «Ялав» журналта пичетленĕ. Петр Алексеевич çак хăш-пĕр çыравçăсемпе вăрçăсемпе вăрçачченех тĕл пулнă, туслă çыхăнусем тытнă, хăшĕемпе вăрçă хирĕнче те тĕл пулма тивнĕ. Ачасем çыравçăна кăсăклансах итлерĕç. Юлашкинчен писательпе вĕренекенсем хушшинче вăйă евĕрлĕ «пресс-конференци» пуçланчĕ.Журналистсен вырăнĕнче – вĕренекенсем, вĕсем Чăваш Республикинче тухса тăракан хаçат-журналсен ĕçченĕсен ролĕнче пулчĕç. Конференцире П.Ялкире панă хăш-пĕрыйтусем:

1.Эсир хăш районта тата ялта çуралнă?

2.Петр Алексеевич, эсир миçемĕш класра хăвăрăн малтанхи сăвă-калавăрсене çырнă?

3. Сирĕн çемйĕр пысăк-и, миçен пурăнатăр?

4. Сирĕн миçе кĕнеке пичетленсе тухнă?

5. Сирĕн сăвварсемпе композиторсем миçе юрă кĕвĕленĕ?

6. Вăрçăри самантсенчен мĕн асра юлни çинчен каласа памăр-ши?

7. Петр Алексеевич,хăвăр сăввăрсене вуласа парăр-ха.

Урок вĕçĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекен хисеплĕ çыравçăна интереслĕ тĕл пулушăн тав турĕç.Унăн сăввисем тăрăх кĕвĕленĕ юрăсене итлерĕç.

Вĕрентекен хастар ачасене хăй енчен хавхалантарчĕ. Хăйсен çывăх тăванĕсен ĕçне-хĕлне çутатса «Пурăнать ялта ветеран» темăпа пĕчĕк тĕрленчĕк çырма хушрĕ.







Достарыңызбен бөлісу:




©dereksiz.org 2024
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет