Александр Тихонов, 7 класс
Выльăх пăхакан
калав
Пĕр ир эпир ирех утă тавăрма хире каяс терĕмĕр. Аннен хулана каймаллаччĕ, çавăнпа унăн ирпе, каçпа выльăх-чĕрлĕх пăхмаллаччĕ. Çулла выльăх пăхмашкăн йывăрах мар пирĕн ялта. Ирхи сакăр сехетре кĕтÿ уя тухать, унччен ĕнесемпе пушмак пăрусем уничере симĕс курăк чĕпĕтеççĕ. Кĕтĕве кам миçере ĕне хăвалать. Хутран-ситрен кĕтÿрен тăрса юлакансем те тĕл пулкалаççĕ. Ÿниче шултра мăйракаллă выльăх-чĕрлĕхрен пушансан кăçалхи пăрусем кунĕпех ыр кураççĕ унта. Пĕве юнашар. Пĕрре мар, иккĕ таран! Кăнтăр шăрăхĕнчен чăваш ялне ĕлĕк-авалтан илем кÿрекен ват йăмрасем сыхлаççĕ пĕчĕкскерсене. Выляса чупма икĕ çырма таран! Сăртран - çырмана, çырмаран сăрталла ĕрĕхтереççĕ вара мăнтăр купарчисене силлекелесе çамрăк пăрусем. Пирĕн ялсем выльăха ăмăртмалла тенĕ пек пăхаççĕ. Кĕтÿ хăваланă чухне кам выльăххи мĕнлине питĕ хытă сăнаççĕ, уйрăмах - ватăсем. Пĕр вырăна пуçтарăнса тăраççĕ те текех калаçаççĕ. Сăмахĕ мĕнле пĕтмест тулĕк?
Манăн аппа ытти чухне питĕ хăвăрт ĕçлет – ĕлкĕрсе çеç пыр. Паян вара хыçалта аран-аран пырать. Анне çуккишĕн пăшăрханать-ши ĕнтĕ? Эпир аттепе тем те каласа пăхрăмăр, çавах аппа кăмăлне çĕклеймерĕмĕр. Аптранă енне атте Веня пичи пĕвине шыва кĕме те илсе кайса килчĕ. Усси пулмарĕ. Кун савăнăçлисенченех пулмарĕ. Анне юнашар пулнă пулсан вăл пурне те калаçтарса яратчĕ-ха е кунĕпе пĕчченех сăмах ваклатчĕ. Вăл пирĕн калаçма пултарать. Итлеме çеç ĕлкĕр!
–Çак пакуссене тавăрса тухсан киле каяр,- терĕ атте тĕттĕмленсе килнине кура.
-Наконечно, – терĕ аппа тарăннăн сывласа.
- Ха-ха-ха-ха , „наконечно”,– кулса илтĕмĕр эпир аттепе. Света тарăхса кайрĕ те пуля пек хăвăрт хăйĕн ретне тавăрса тухрĕ. Тарăхсан темĕнле вăй кĕрет ăна, çав самантрах ĕçе вĕçлет.
Ывăннăскерсем аран-аран киле çитрĕмĕр; çиле хирĕç тимĕр утсем чупасшăнах пулмарĕç. Вĕсене малалла куçарас тесе самаях тăрмашма тиврĕ. Тунмастăп; çил ачисемпе кĕрешсе утă çинче ĕçленинчен ытларах ывăнтăмăр. Тăван килĕн чÿречисене курсан тин вăй кĕнĕ пек пулчĕ. „Тинех çемçе тÿшек çинче ыр куратпăр ĕнтĕ!”- савăнса шухăшларăм эпĕ.
-Анне, эпир çитрĕмĕр!– терĕм эпĕ.
-Анне! Анне!– йыхăрчĕ Света аппа та.
-Телефонпа шăнкăравласа пĕлер-ха,- терĕ те атте хăйĕн кĕсйинчен пĕр хура пĕчĕк телефонне кăларчĕ. Анне киле килмелли юлашки автобус çине ĕлкĕреймен иккен, хреснанне патне çĕр каçма юлать.
-Хамăрăнах выльăх-чĕрлĕх пăхмалла,- терĕ атте.
-Эпĕ пăрушка патне,– терĕм те уничене чуптартăм. Унта, кунта пăхатăп; манăн Çăлкуç çук. Пĕр кĕтес хăвармасăр шырарăм. Киле çил пек вĕçтертĕм, аттене хыпалана-хыпалана каласа патăм. Вара аттепе аппа та манпа пăрăва шырама пычĕç. Эпир ял вĕçне кайса пăхрăмăр, унтан атте мана ĕненмесĕр тепре уничене кайрĕ. Эпир темĕн те шухăшласа пăхрăмăр.
- Ăна такам тытса хупман-ши?- шăппăн пăшăлтатрĕ аппа.
- Е кÿршĕ ялти Сантăр пичисен пек ыран вăл яшкара та пулма пултарĕ, - терĕм эпĕ те.
Аттепе пĕрле киле уттартăмăр. Аппа макăрать, атте хурланать. Çакă мана шухăша ячĕ.
- Тен, вăл килтех! - сăмах персе ятăм эпĕ путма тăнă çын юлашки туратран тытăнса çăлăнăç шыранă евĕр.
Ку юлашки шанăç пулнăран килелле çил пек вĕçтертĕмĕр. Пурте пăру пÿлĕмне кĕтĕмĕр, унта пирĕн Çăлкуç ним пулман пек тăра парать. Савăнсах кайрăмăр, ур-ра кăшкăрманни çеç. Алла хăнăхнă Çăлкуç ман пата пычĕ, эпĕ ăна ачашлас терĕм. Вăл пÿрнене çăварне хыпрĕ те начлаттарать кăна. Хырăмĕ пит выçнă курнать пĕчĕкскерĕн.
Аттен телефонĕ янраса кайрĕ.
- Аннÿ, – шăппăн каларĕ вăл пире.
- Эпĕ пăрăва уничене яма манса кайнă. Шырама ан кайăр, - терĕ ним пулман пек вăл.
Атте трубкăна хучĕ.
- Вăт выльăх пăхакан! - кулкаласа каларĕ атте.
Капан-кабан
калав
Кăçал Аркаш пичисен Петĕрĕ çуркунне салтакран килнĕренпе каçсерен ачасемпе уя чупма тухасси йăлана кĕчĕ. Хăй вăл ирсерен те чупать тет, пирĕн ирех тăрас килмест çав.
Пирĕн Çеçмер уйĕнче фермерсем тăрăшсах ĕçлеççĕ. Анисем тап-таса, тыр-пулĕсем кашласа çеç лараççĕ, пахча çимĕçĕ йăтăнать кĕркунне, çулĕсем тап-такăр. Кĕрес те килмест уй-хиртен!
Паян та килте каçхи ĕçсене пуçтарсан уй хапхине пухăнтăмăр. Тăратпăр çапла пиллĕкĕн-улттăн. Пăхатпăр – çулпа пĕр ар çын велосипедпа вĕçтерсе килет. Хыçалтан такам хăвалать тейĕн. Пурте куç илмесĕр тинкеретпĕр. Таçта велосипедпа ăмăртма тытăнман-ши кÿршĕ ялсем тесе те шухăшласа пăхрăмăр. Эпир çурран чупмалла ăмăртатпăр, вĕсем – велосипедпа. Лайăх вĕт! Вĕçтерекен пĕччен пулни çеç шухăша сирсе ячĕ.
Патнерех çывхарсан çил пек вĕçтерекенни ман атте пулчĕ тăчĕ. Хăй пашкать – çулĕсем пур çав. Кăçал хĕрĕх пиллĕк тултарать!
-Мĕн пулнă сана атте?- тĕлĕннине пĕр пытармасăр тĕпчетĕп унтан.
-Унта – капан...- хашка-хашка калама тытăнчĕ вăл. Хăй велосипед рулĕ çине хăпарсах выртнă. Çÿçĕ-пуçĕ тăрмаланнă. Тута хĕррисем кăпăкланнă. Пичĕ çĕр çырли пек хĕп-хĕрлĕ.
-Капанне мĕн пулнă вара?- тăна кĕменрен ыйтрăм çакскертен.
-Пĕлместĕп. Тем пулнă-им?- терĕ хăй манран тĕлĕннĕ пек. Унтан каялла çаврăнса пăхрĕ. –Ăçта кайса кĕчĕ вăл?
-Чиперех-çке вăл. Куратăн-и?- уялла тĕллесе кăтартатăп хамăр çулла капана хывнă утта кăтартса.
Уйри çулпа пирĕн паталла Эльдар пиччесен Эскамĕ чупса килет.
-Çак Эскам васкамасăр чупнă чух хир сыснине аса илтерет,- тет чикĕ хуралланă Петĕр.
-Савăл пуçлă, хупах хăлхаллă пулнăран пулĕ,- тетĕп эпĕ.
-Сире те-и?- тет атте.
-Атте,- хам тĕрĕсех шухăшланине тĕрĕслес тĕллевпе ыйтма васкарăм эпĕ.- Эс Эскама хир сысни тесе шутланă-им?
-Эп паян хирти купăстана чĕрме калаçса татăлнăччĕ. Мана культиватор çукки мешетлет-çке. Культиватора хăйсем усă курман вăхăтра çеç параççĕ Эльдар пичисем, хăйсен те купăста чĕрмелле-çке. Вара Эльдар пичи патĕнче ĕçлекен Махмут каçхине чĕрсе пама пулчĕ. Эпĕ сакăр сехет валли хире çитрĕм, Махмут та çитнĕ. Махмут çĕр улми кассине анаталла чĕрсе кайрĕ. Эпĕ çурăм хыçĕнче чăштăртатнă сасса илтрĕм. Каялла çаврăнса пăхрăм та – унта вăрман енчен пĕр хураскер ман çинех килет. Мĕн тумалла? Хир сысни пулсан тулласа тăкать тесе шухăшларăм. Хир сыснисем çынна тапăнни çинчен илтнĕ эпĕ. Хайхискер ман паталла хăюллăнах чупма тытăнчĕ. Юнашар тăнă пулсан пуçран тĕтĕм тухма тытăннине эс те кураттăн,- тет ман çине пăхса атте. -Эпĕ тÿрех ик ураллă тус çине сиксе лартăм та педальсене пĕтĕм вăйран çавăрттартăм. Ытти чух çил пек вĕçтерекенскер паян мăран лаша пек юртрĕ. Аран-аран сирĕн пата çитрĕм. Çитессĕн туйăнманччĕ,- те пире, те хăйне ăнлантарчĕ атте.
Унтан кăшт тăхтасан:
-Йытта капанпа пăтраштарса ятăм,- терĕ кулса.
-Кабанпа мар, хир сыснипе,- терĕм анне пек тÿрлетсе.
-Çапла пултăр,- терĕ манпа килĕшсе атте.
Паян эпир чупма каяс темерĕмĕр – тем курса лармалла пулĕ тата.
Достарыңызбен бөлісу: |