Кĕрлерĕ вăрçă, çунчĕ çĕр… (литературăпа музыка композицийĕ)



Дата19.07.2016
өлшемі50.5 Kb.
#209955
Кĕрлерĕ вăрçă, çунчĕ çĕр…

(литературăпа музыка композицийĕ)



Тĕллевĕсем: 1) халăхсен вăрçăри паттăрлăхне кăтартасси;

2) ачасен патриотизмла туйăмне аталантарасси;

3) вĕренекенсен тавракурăмне анлăлатасси.
Кирлĕ хатĕрсем: вăрçă çинчен çырнă кĕнекесем, ваттисен сăмахĕсем, «Песни

военных лет» диск.


Эпиграф: Çĕн ялсем, хуласем чечекленччĕр тесен,

Çĕр çинчи халăхсем ырă курччăр тесен,

Сар хĕвел ялкăшса хĕлхем саптăр тесен,-

Мире сыхлар пурте, тĕнчери тусăмсем.

Василий Давыдов - Анатри.
Вĕсем сыхланă килес çут куна

Вĕсем сыхланă халăх телейне.

Нихçан та манмĕç паттăрсем ятне,

Вĕсем çĕклеççĕ ман çĕршыв чысне.

Г.Ефимов.


  1. «Священная война» юрă янăрать.

Ертсе пыракан: Ку юррăн сăмахĕсене В.Лебедев-Кумач 1941 ç. Июнĕн 24-

мĕшĕнче «Красная звезда» хаçат валли çырнă. Çав кунах «Известия» хаçатра, радио тăрăх янăранă. Июнĕн 27-мĕшĕнче Муззгизра 10 пин тиражпа çак юррăн сăмахĕсемпе кĕвви пичетленсе тухать. Музыкине Блантер М.М. çырнă. Юрă çынсене пурне те хумхантарнă. Ку юрра салтаксем умĕнче нумай юрланă. Салтаксемпе итлекенсен кăна мар, юрăçăсен куçĕсенче те куççуль палăрнă.


1 вĕренекен: Сĕмсĕрленсе фашист эшкерĕ

Килсе çитсен, çĕршыв чиперрĕн

Епле-ха пурăнтăр?! Аттем

Вăрçа çул тытрĕ, шикленмерĕ, ­-

Вăл – патриот – хальхи этем.

(Г.Чаржов)

2 вĕренекен: Вăл танк çине хăюллăн ларчĕ,

Тăшмансене вутпа çунтарчĕ.

Курса тÿссе йывăрлăхсем,

Çĕршыв ятне чапа кăларчĕ, -

Вăл – патриот – хальхи этем.

(Г.Чаржов)


3 вĕрентекен: Тăнлавсене вут- вăрçă кăвакартнă,

Кăвакармаççĕ орден-медальсем.

Çук, ватăлмастпăр, тăшмана аркатнă,

Кĕлрен хума çĕкленĕ салтаксем!

(М.Волкова)
4 вĕренекен: Эсир çĕкленĕ хуласен сенкерĕ

Тул çути пек çĕрле те тÿпере

Шав илĕртет ĕçе тухма пиншерĕн,

Чакми хăват парса тăрать пире.

(М.Волкова)
5 вĕренекен: Тăван çĕр – улăх, юрату, хаярлăх,

Хăватлă чăнлăх çыннисем пуртан

Эсир çĕнтернĕ. Ĕмĕр пархатарлă

Ĕçе пикеннĕ – чунăр ыйтнăран.

(М.Волкова)
6 вĕренекен: Чылаййăн вăрçă хирĕнxчех пуç хутăр.

Сайралнăн çитрĕр хăвăр килĕре.

Тен, çавăнпа хăш чух сăн питĕр хурлă,

Тĕксĕмленет ыратнăран чĕре.

(М.Волкова)
7 вĕренекен: Пур сирĕн чап пире ĕнентермелĕх,

Кăвакармаççĕ орден-медальсем.

Ывăлăрсем йывăрлăхра йĕркеллĕ

Çултан çĕтмеççĕ, чăнлăх пур вĕсен.

(М.Волкова)
8 вĕренекен: Юн тăкнă ялсенче халь гераньсем,

Чĕрлеççĕ сачĕсем. Хирте – тыр хумĕсем.

Ветерансем, тăван ветерансем!

Тÿрленччĕр сирĕн йывăр сурансем.

(М.Волкова)
9 вĕренекен: Сар хĕвел çине пăхса савăнар!

Çĕнтерÿ юрри шăранать ян-ян.

Ĕмĕрне сÿнми чап-мухтавăмăр

Çутатса тăрать тĕнчене паян.

(Илле Тукташ)
10 вĕренекен: Салтак паян та салтаках,-

Юрлать ят – сумлă ветеран.

Юн юхтарман эпир танах,

Тăшман килсессĕн çич ютран.

(А.Хум)
«Шурă çÿçлĕ салтак - ветеран» юрă янăрать.

(Сăвви Ф.Агиверĕн, кĕвви А.Сергеевăн).


11 вĕренекен: Çурт хыççăн çурт çĕклет хитре,

Унран тарать хура тĕтре.

Вылять ыр кулă сăн-питре,

Телей тупать салтак ĕçре.

(А.Хум)

12 вĕренекен: Утать фронтри хастарлăхпа



Çунатлă халăх ретĕнче.

Вăл миршĕн хунă вăй-халпа

Чечекленсех пырать тĕнче.

(А.Хум)
13 вĕренекен: Çуркунне çут тĕнче çунат сартăр тесен,

Кайăксем савăнса юр юрлаччăр тесен,

Чĕрере юрату çунса тăтăр тесен, -

Пурте: Мире сыхлăр пурте, тĕнчери тусăмсем.

(В.Давыдов-Анатри)


14 вĕренекен: Уй-хирсем тыр-пулпа пуян пулччăр тесен,

Вăрмансем хунаса каш! кашлаччăр тесен,

Тинĕссем хумханса ĕмĕр выртчăр тесен, -

Пурте: Мире сыхлăр пурте, тĕнчери тусăмсем.

(В.Давыдов-Анатри)

15 вĕренекен: Мирлĕ куншăн, ун лăпкă çутишĕн,

Пурнăçа вилĕмрен хăтарнишĕн,

Çĕр-шывра пур енче те йăлтах

Тахçанах тăхлан вучĕ сÿннишĕн

Пурте: Тав сана, çĕнтерÿçĕ салтак!

(Г.Орлов)
«Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем»

(Ю.Плотников, А.Сергеев) юррăн пĕрремĕш çаври янăрать.


Ертсе пыракан: Вăрçă… Çак сăмаха илтсенех çан-çурăм тăрăх cивĕ хум чупса иртет. Çук, вăрçăра пулман, вăрçă вăхăтĕнче ÿсмен эпир, апла пулин те, кинофильмсем курнă, кĕнекесем вуланă, вĕсем тăрăх пĕлекен вăрçă ÿкерчĕкĕ куç умне тухса тăрать: çапăçу хирĕ, çĕр-аннемĕр ĕсĕклесе йĕни, аманнă салтаксем… Аслă Отечественнăй вăрçăра миçе миллион çын пурнăçĕ татăлнă! Кашни çемьенех инкек кÿнĕ вăрçă. Кашни ялтах, кашни çемьерен Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме вăй питти арçынсем кăна мар, çамрăксем, хĕрсемпе хĕрарăмсем те вăрçа тухса кайнă. Чылайăшĕ тăван килне таврăнайман: çапăçура паттăррăн пуçне хунă е хыпарсăр çухалнă… Аслă Çĕнтерÿ 66 çул çитнине уявланă май, мĕнле-ха хамăр тăван ял çыннисен нушисене, йывăр кунĕсене, çавăнпа пĕрлех вĕсен паттăрлăхне аса илмĕн. Вăрçă суранĕсем Курнавăш ялне те пырса тивнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн ялтан 260 çын хутшăннă, вĕсенчен 116-шĕн пурнăçĕ вăрçăра таталнă. Пĕрремĕш повестка илекен Николай Терентьевич Курчин пулнă. Вăл июнĕн 23-мĕшĕнче хăй ĕçлекен тракторĕпех вăрçа тухса кайнă. Вăрçă пуçлансан нумай та вăхăт иртмен, яла хăрушă хыпар килме пуçланă. Пĕрремĕш хăрушă хыпара Еразм Васильевичпа Федосия Сидоровна Смирновсем илнĕ. Вĕсем пĕртен-пĕр ывăлне çухатнă…
Сценкăсем: (Л.Агаковăн «Салтак ачисем» кĕнеки тăрăх йĕркеленĕ).
Ертсе пыракан: Майăн 9 – мĕшĕнче – Çĕнтерÿ кунĕнче – çĕршер- пиншер çын Асăну палăке умне пухăнать. Пирĕн çĕр-шывăн çак Çĕнтерÿ мĕн тери хакла ларнине манас марччĕ. Çав юнлă вăрçăра пирĕн тăвансем, асатте-асаннесем, пирĕн пек çамрăксемпе ача-пăча вилнине, пирĕншĕн, пирĕн пурнăçшăн юн тăкнă салтаксене манас марччĕ. Чыс та мухтав вĕсене. Темле пулсан та мирлĕ пурнăçа сыхласа хăварар. Яланах кăвак пĕлĕт, телей пултăр. Вăрçă нушине тек курмалла ан пултăр.
Литературăпа музыка композицине хутшăннă ачасем пурте сцена умне тухса тăраççĕ.
«День Победы» юрра ачасем юрлаççĕ.

Достарыңызбен бөлісу:




©dereksiz.org 2024
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет