Исследовательская работа Заслуженные учителя моу



Дата19.07.2016
өлшемі37.43 Kb.
#209968
түріИсследовательская работа

Муниципальное общеобразовательное учреждение

«Средняя общеобразовательная школа №3»





Исследовательская работа

Заслуженные учителя МОУ «СОШ №3»



Выполнили: Захарова Анастасия,

Сымулова Елена

Ученицы 7а класса

СОШ №3

г. Шумерля, 2010 год

Заслуженные учителя МОУ «СОШ №3»

Ку шкул 1936 çулта октябрĕн 8-мĕшĕнче уçăлнă. Кунта 720 ача вĕренме пултарнă. Ачсене икĕ сменăпа вĕрентнĕ. Пурĕ 18 кабинет пулнă, вĕсенче 40-44 вĕренекен вырнаçнă. Ку шкул « Химзавод» поселокĕнчи чул çуртсенчен пĕри пулнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче кунта Орша хулинчи çар чаçĕ вырнаçнă.

.

Шкул музейĕ 2004 çулта уçалнă. Чи малтан учитель-ветерансем çинчен материалсем пуçтарма пуçланă. Халĕ кунта «Тава тивĕçлĕ учительсем» ятлă стенд та пур.

Эпир, сире, 3-мĕш шкулăн Тава тивĕçлĕ учитĕлĕсем çинчен каласа парасшăн. Весем:


  1. Яружин А.К.

  2. Коростелева П.С.

  3. Макарова Е. В.

  4. Хромина А. А.

  5. Шурыгина З. В.

  6. Бочкарева А. П.,


ХРОМИНА АНАСТАСИЯ АФАНАСЬЕВНА

Анастасия Афанасьевна 1930 çулта Липецк облаçĕнче çуралнă. Коллективизаци вăхăтĕнче вĕсен çемъине кулаксем шутне кĕртнĕ, пурлăхне туртса илнĕ. Украинăна Донецк облаçне куçса кайма тивнĕ. Ашшĕ заводра, амăшĕ завод çумĕнчи общежитире ĕçлеме пуçланă.



Анастасия 1939 çулта шкула кайнă. Кунта украинла вĕрентнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуслансан Анастасия 2-мĕш класра пулнă. Анастасия Афанасьевна хăйĕн аса илĕвĕсенче ку вăхăт питĕ хăрушă пулнине палăртать. Ашшĕ хыпарсăр çухалать. Çимелли çуккине пула амăшĕ юнашар ялсене апат-çимĕç патне çỹрет. Пурнăç йывăрланса çитнĕрен Анастасия Афанасьевнăсен çемьи каялла Липец облаçне таврăнать. 1947 çулта 7 класс пĕтерет. Кайран Ленинградри педагогика институтĕнче вĕренет. Вĕренсе тухсан Анастасия Афанасьевна Çĕмĕрле хулине лĕкет (1954ç.).

3-мĕш шкулта ачасене физика вĕрентме пуçлать. 1973 çулта директора суйлаççĕ. Анастасия Афанасьевна шкулшăн нумай тăрăшнă: спортзал кирлĕ-и, техниксен кружокне ертсе пымалла-и, олимпиадăсене хутшăнмалла-и,… Вăл яланах пулăшма хатĕр. Хромина А. А. ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ.



КОРОСТЕЛЕВА ПОЛИНА СЕРГЕЕВНА

(22/01/1923)

Полина Сергеевна 1923 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче Чулхула облаçĕн Пильна районĕнчи Наваты ялĕнче çуралнă. 1942-1945 çулсенче кĕçен классенче вĕрентекен пулса ĕçленĕ. 1945 çулта Полина Сергеевна Çĕмĕрле хулине куçса килнĕ. Кунта 3-мĕш шкула ĕçлеме вырнаçнă. Канашри тата Арзамасри учительсен институчĕсенче вĕреннĕ. 1958 çулта Полина Сергеевна Чулхулари патшалăх педагогика институтĕнчи географии факультетне пĕтернĕ. 1961-1973 çулсенче Çĕмĕрле хулинчи 3-мĕш шкулăн директорĕнче ĕçленĕ. 1967 çулта «ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята илнĕ.



ЯРУЖИН АЛЕКСЕЙ КИРИЛЛОВИЧ

Алексей Кириллович Çĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмаша ялĕнче çуралса ỹснĕ. Тăван ялта 7 класс пĕтернĕ. Унтан Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш шкулĕнче вĕреннĕ. 1937 çулта Етĕрнери педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Вĕренсе тухсан тăван ялĕнчи шкулта учительте ĕçленĕ. 1942 çулхи майăн 7-мĕшĕнче Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Ярославльти çар училищинче вĕреннĕ. Алексей Кириллович вăрçăра аманса госпитале лекет. 1943 çулхи январь уйăхĕнче ăна демобилизациленĕ. Алексей Кириллович тăван ялне таврăннă. 1949 çултан пуçласа вăл Çĕмĕрле хулинчи 3-мĕш шкулта ĕçленĕ. 1966 çулта «ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята илнĕ.



Бочкарева Александра Петровна

1960 çулта Александра Петровна Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухать. Пĕр вăхăт Шупашкарти шкул-интернатра ĕçлет. Кайран хăйĕн тăван хулине таврăнать. Çĕмĕрлери 3-мĕш шкулта ĕçлеме пуçлать.Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтерет. Çапла вара вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме пуçлать. Эльконинпа-Давыдов методикине алла илет. Александра Петровна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята илнĕ.



Макарова Елена Владимировна

(30.10.1918 – 04.12.1995)

Елена Владимировна 1918-мĕш çулхи октябрьĕн 30-мĕшĕнче Чулхула облаçĕн Пильна районĕнчи Курмыш ялĕнче çуралнă. Вăл ĕç ветеранĕ. Кĕçĕн класри ачасене вĕрентес, воспитании парас ĕçре нумай çул хушши вăй хунă. Унăн ашшĕ В. Я. Наймарк тĕнчипе паллă ученăйăн Н. И. Ашмаринăн тăванĕ пулнă. Елена Владимировна 16 çултанах ĕçе пикеннĕ. Унăн наставникĕ Николай Степанович Шаров пулнă. 1936-1949 çулсенче Романоври 7 класлă шкулта ĕçленĕ. Пильна районĕнчи учительсенчен лайăххисенчен пĕри пулнă. 1949-1974 çулсенче Çĕмĕрлери 3-мĕш шкулта ĕçленĕ. 1964 çулта Чăваш Республикин, 1965 çулта Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ хисеплĕ ячĕсене илнĕ.

Достарыңызбен бөлісу:




©dereksiz.org 2024
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет