План-конспект занятия учебного объединения «Кăмăл»
Занятие с использованием информационно-коммуникационных технологий
Тема: Юрий Сементер – Трак ен сăвăçи
Лару тĕллевĕсем:
Пĕлÿ тĕллевĕ: 1. Юрий Сементер пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе, кĕнекисемпе, сăввисемпе паллаштарасси.
2. Ачасене информаципе коммуникаци технологине алла илсе пыма хăнăхтарасси, ЦОРпа анлăрах усă курма вĕрентесси.
3. Тема тăрăх ачасем хăйсем тĕллĕн хатĕрленĕ презентацисене хÿтĕлеме вĕрентесси.
Сапăрлăх (воспитани) тĕллевĕ:
1. Ачасене илемлĕ калаçма вĕрентесси.
2. Юрий Сементерĕн пехил-халалне ăса та, ăша та хывма пулăшасси.
3. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче ырă ĕçсем ытларах тума хавхалантарасси.
Илемлĕх (эстетика) тĕллевĕ: Ачасене ырă та илемлĕ шухăш-туйăмпа пурăнма вĕрентесси.
Усă курмалли хатĕрсем:
Юрий Сементер портречĕ, кĕнекисем, юрă кĕнекисем, «Ентеш- çыравçăсем» альбом, «Ялав» журналсем, сăн ÿкерчĕксем, компьютер, проектор, фотоаппарат, видеокамера.
Эпиграф:
Эпир, чăвашсем, чăваш пуласшăн.
Юрий Сементер.
Лару юхăмĕ:
-
Умĕн калани.
Ырă кун пултăр пурне те! Кунĕ паян, чăнах та, питĕ ырă. Урамра хĕвел пăхать. Пирĕн кăмăл та лăпкă, уçă пулмалла. Урокри калаçу вара ăшă та кăмăллă пултăрччĕ.
-
Лару темипе, тĕллевĕпе, эпиграфĕпе паллаштарасси. (1 слайд)
Паян эпир чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер пултарулăхĕпе паллашăпăр, кашни ача килте информаципе коммуникаци технологийĕпе усă курса мĕнле ĕçленине хаклăпăр.
Лару эпиграфĕ вара пире хамăр халăхпа, хамăр Чăваш çĕршывĕпе мăнаçланмаллине, асаттесем пек ырă та сапăр пулмаллине аса илтерсе тăрĕ.
Килте ачасен Юрий Сементер поэт пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллашмалла пулнă; Интернетпа, словарьсемпе, кĕнекесемпе, видеоматериалсемпе, фонохрестоматисемпе усĕ курса мультимедиллĕ слайдсем йĕркелемелле пулнă, хăйсен презентацийĕсене урокра хÿтĕлеме хатĕрленмелле пулнă.
3. Юрий Сементер çинчен каласа кăтартасси. (2 слайд, вĕренекен каласа кăтартать)
Юрий Сементер (Юрий Семенович Семенов) Чăваш Республикин Красноармейски районĕн Танăш ялĕнче çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче 7 çул, Красноармейски вăтам шкулĕнче 3 çул вĕреннĕ. Каярахпа Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинче ăс пухнă, унтан И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Германи çĕрĕнче службăра тăнă. Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ. 1974 çултанпа – «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ. Сăвăçă 20 ытла кĕнеке пичетлесе кăларнă, унăн 300 ытла сăввине юрра хывнă. Чăваш литературине аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн Юрий Сементере Чăваш халăх поэчĕ ятне панă.
-
Поэт çуралса ÿснĕ вырăнсем çинчен каласа кăтартасси, хăй çырнă сăвă йĕркисемпе çирĕплетесси. (3 слайд)
Чĕремĕрте – атте-анне тивлечĕ,
Тăванлăх пархатарĕ – чунсенче.
Пехетлĕ пултăр Пурăнăç сипечĕ:
Эпир çуралнă Танăш ялĕнче.
Юрий Сементер
-
Поэтăн литература лаççинчи пĕрремĕш хайлавĕсем. (4 слайд)
«Красноармейски вăтам шкулĕнче чăваш литератури вĕрентекен Федор Никифорович Тихонов сăвăç Çĕнĕ çул çывхарса килнĕ май хамăр шухăш-кăмăла сăвăлла палăртма ыйтрĕ. Эпĕ «Чăрăш» ятлă сăвă çыртăм. Вăл çакăн пек йĕркеленчĕ. Çакă поэзири манăн малтанхи утăмсенчен пĕри пулчĕ:
Йĕплĕ чăрăш шĕвĕр тăррипе
Кармашать çÿле, хĕвел енне.
Çуркуннен сип-симĕс тумĕпе
Вăл çулла, хĕлле е кĕркунне.
Улăштармĕ чăрăш çак тĕсе.
Ма тесен вăл: «Симĕс тумпалах
Ĕмĕр-ĕмĕр ларăп эп», - тесе
Панă мĕн çурхи куна сăмах.
Çĕрĕм-шывăм, ман та сан умра
Пулаясчĕ паттăр чăрăш пек.
Пĕр сăмах парсассăн пурнăçра
Тытаясчĕ ĕмĕр тăршшĕпех.»
(Физкультминутка)
5. Ахаль салтакран капитан таран. (5 слайд)
1960 – 1963 тата 1969 – 1971 çулсенче Шетмĕ каччи çар ретĕнче тăнă; ахаль салтак, сержант, взвод командирĕн çумĕ, кайран рота командирĕн çумĕ пулнă. Хальхи çар званийĕ – запасри капитан.
6. Поэтăн пĕрремĕш кĕнеки. (6 слайд)
Салтакран илсе килнĕ сăвăсене «Ялав» журнал ярăм-ярăм пичетлерĕ, сăввисене те, пакунлă чăваша хăйне те вулакансем туххăмрах палласа юлчĕç, чунтан килĕштерчĕç. Çапла вара, Юрий Сементер тăван поэзин аслă хирне салтак сăввисемпе килсе кĕчĕ. Малтанхи кĕнекин ячĕ те салтакла пулчĕ: «Тупа» (1972). Янăравлă сăвă кĕнеки хыççăн çамрăк поэта, ун чухне Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлекенскере, вăрçă вучĕ витĕр тухнă çыравçăсем хапăлласах хăйсен ретне йышăнчĕç.
Виталий Станьял
7. Юрий Сементер кĕнекисемпе паллаштарасси. (7-8 слайдсем)
8. Поэт-юрăç. (9,12 слайдсем)
Сăвăç чăваш композиторĕсемпе алла-аллăн ĕçлет. Филипп Лукинпа, Григорий Хирпÿпе, Герман Лебедевпа, Федор Васильевпа, Тимофей Фандеевпа, Иван Аршиновпа, Юрий Кудаковпа, Николай Карлинпа, Анатолий Никитинпа, Геннадий Максимовпа пĕрле вăл вуншар юрă çырнă. «Уçланкăри палан», «Малтанхи юратăвăм», «Савнă Чăваш ен», «Шăнкăр-шăнкăр çăлкуç», «Ылтăн çĕрĕ», «Сарпикем, хĕр-пикем» тата ыттисем – халăх юратса юрлакан юрăсем.
Поэтăн кĕвĕ-çемĕ уртмахĕнче романс, серенада, баркарола, кантата, оратори, юрăпа ташă сюити, «Шур акăш» музыка комедийĕ, «Телей кайăкĕ» опера либретти тата ÿнер тĕнчинче палăрнă ытти произведенисем.
9. Ачасене поэт сăввисемпе йĕркеленĕ юрăсем итлеттересси.
(10-11слайдсем)
10. Поэта таçта та пĕлеççĕ. (13 слайд)
Юрий Сементерĕн сăвви-поэмине вырăсла, украинла, белорусла, уз-бекла, азербайджанла, туркменла, казахла, полякла, чехла, серб-хорватла, венгрла, пăлхарла, акăлчанла, нимĕçле, тутарла, пушкăртла, удмуртла, çармăсла тата ытти чĕлхесене куçарнă. Поэт хăй те тăванла литературăсемпе çыхăну тытас енĕпе нумай вăй хурать. Вăл пухса хатĕрленипе чăваш поэзийĕн кĕнекисем Киевра, Минскра тата ытти çĕр-шыв хулисенче сумлă кăларăмсемпе тухнă. Душанбере вара Константин Ивановăн «Нарспийĕ» таджик чĕлхипе кун çути курчĕ.
11. Поэт-куçаруçă. (14 слайд)
Поэт вырăс халăхĕн чаплă литература палăкне – «Игорь полкĕ çинчен хывнă юрра» – А. Пушкин, М. Лермонтов, Н.Некрасов, С.Есенин, А.Твардовский тата ыттисем çырнисене, çавăн пекех украин, белорус, тутар, пушкăрт литератури классикĕсен хайлавĕсене чăвашла куçарнă.
12. Ĕçне кура хисепĕ. (15-19 слайдсем)
Поэта «Аван-и, салтак» кĕнекешĕн 1983 çулта чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине панă. Литературăпа исскуствăна аталантарас ĕçри ÿсĕмсемшĕн Юрий Сементере 1996 çулта Туслăх орденĕпе наградăланă, 1988 çулта Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 1999 çулта Чăваш халăх поэчĕ ятне панă, 2002 çулта Пушкăрт Республикин Ф.Карим ячĕллĕ премие тивĕçнĕ. Красноармейски районĕн Нестер Янкас ячĕллĕ премине Юрий Сементер 1996 çулта тивĕçнĕ.
13. Пĕтĕмлетни. (20 слайд)
Çĕр-шывăм, сăвăçусене пилле, -
Юр витĕрех ешерччĕр çeçпĕлле.
Çут çăлтăр пек хĕмленччĕр таврара,
Илемлĕ вут чĕртсе кашни чунра, -
Çĕр-шывăм, сăвăçусене пилле.
Çĕр-шывăм, сăвăçусене упра,
Вĕсем – хĕвел пек, сывлăш пек тупра,
Ни ылтăнла тупаймăн вĕсене,
Ни кĕмĕлле илеймĕн вĕсене, –
Çĕр-шывăм, сăвăçусене упра!
Юрий Сементер
Юрий Сементер, чăннипех те, хисеплĕ те чаплă поэт. Вăл чăн-чăн чăваш чунлă çын: кăмăллă, сăпайлă, ĕçчен те тарават, пултаруллă та хастар. Эпир хамăрăн ентешĕмĕрпе мухтанатпăр та, мăнаçланатпăр та.
Хăйĕн сăввисенче автор ачасене ырă, ăслă-тăнлă, ĕçчен те пултаруллă, сывлăхлă та чыслă пулччăр тесе халал парать. Кашни çамрăкра несĕлсен (асаттесен) ырă енĕсене курасшăн. Чăваш ачин чăваш ятне çĕртмелле мар. Ĕçе, тăван çĕре, тăван чĕлхене, тăван халăха юратмалла.
Сывлăх, кăмăл, чыс – авторшăн çынри паха енсем. Çирĕп те тĕреклĕ çын çеç ĕçлеме те, савăнма та пултарать. Ырă кăмăллă çын кирек кампа та пĕр чĕлхе тупса килĕштерсе пурăнать. Чыслă çын вара çĕр-шыва малалла аталантаракан пархатарлă çын пулать. Апла пулсан, çĕр çинче пурăнакан кашни чăвашăн çавăн пек пулмалла. Яланах ырă кăмăлпа, ырă шухăшпа, ырă ĕçпе пурăнасчĕ.
Достарыңызбен бөлісу: |