Урок тĕллевĕсем: çăкăра,çăкăр тăвакансен ĕçне хисеплеме вĕрентесси



Дата29.06.2016
өлшемі36.47 Kb.
#166559
түріУрок

Çăкăртан асли çук”



(Василий Петровăн”Çавра çăкăр” калавĕ тăрăх)

Ĕçе пурнăçлаканĕ: учитель высшей квалификационной категории Карсакова Татьяна Михайловна,

МБОУ» Новоильмовская средняя школа

Дрожжановскогог района

Республики Татарстан

Урок тĕллевĕсем:

1 .çăкăра,çăкăр тăвакансен ĕçне хисеплеме вĕрентесси

2. çăкăра тирпейлĕ тытма,перекетлеме вĕрентесси

3. пуплеве аталантарасси

Урок эпиграфĕ:

Мухтав та пехил ĕмĕр-ĕмĕрне

Тарпа тăварланнă ыраш çăкăрне

1.Учитель сăмахĕ.

Çăкăртан асли çук тенине мĕнле ăнланатăр?

-Сĕтел çине ытти апат-çимĕç лартиччен чи малтан çăкăрпа тăвар лартаççĕ.

-Ача çуралсан ун ячĕпе çăкăр пуçлаççĕ.Ачана çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунаççĕ.

-Салтака кайнă чух çăкăр сăмсине касса хăвараççĕ.

-Качча каякана е авланакана çăкăрпа пиллеççĕ.

-Инçе çула тухать-и çын ? Çăкăр илеççĕ.

- Çăкăр çыртса тупа тăваçççĕ.

- Хисеплĕ хăнасене çăкăр -тăварпа кĕтсе илеççĕ.

Çăкăр кашни кун çисен те йăлăхтармасть, мĕншĕн тесен унра организмшăн кирлĕ

микроэлементсем,витаминсем нумай. Çитĕннĕ çын кунне 500 грамм çăкăр

çиет,йывăр ĕçре ĕçлекен çын вара – 800 грамм.Ку çынна кунне 1000-1600 калори ,

энерги парать. Çăкăрта 4,7-7% белок, 40-45% углевод пур.Апла пулсан хăйне кирлĕ микроэлементсене çын çуррине çăкăртан илет . Халĕ пирĕн сĕтел çинче çăкăр çителĕклĕ,анчах яланах çапла пулнă-ши? Ăна Василий Петровăн”Çавра çăкăр” хайлавĕ тăрăх пĕлĕпĕр.

2.Хайлав тăрăх ĕçлени.

- Калав сюжетне аса илни.

- Ăру çыхăнăвне ÿкерни.

Мăн аслашшĕ Хветĕр

Мăн асламăшĕ Ануш



Аслашшшĕ Ванюш



Ашшĕ



Игорь

Ыйтусем тăрăх ĕçлени

1. Хайлава мĕншĕн „Çавра çăкăр”тесе ят панă?

2.Хăçан кил-йыш ялан пĕрле пуçтарăнать? Мĕншĕн хурлăхлă çак кун?

3. Мăн аслашшшĕ вăрçа хăçан тухса кайнă ?

4. - Мăн аслаçу нимĕçпе вăрçма кайсан пайтах нуша курнă эпир...-тесе аса илет мăн

асламăшĕ. Хĕрарăмсемпе ачасем тылра епле ĕçлени çинчен каласа парăр.

5. Мĕншĕн сăн ÿкерчĕк çинче мăн асламăшĕ мăшăрĕнчен хĕрĕх çул аслă курăнать?

6. Ванюшăн ачалăхĕ мĕнле иртнĕ? Выçлăх çулĕнче ун асне мĕн кĕрсе юлнă?

7. Мĕнле хисеплĕ апат çитерет Ванюш мăнукне? Хайлаври тĕслĕхсемпе çирĕплетсе

чăваш апачĕ çинчен каласа парăр.

8. Мĕнле ыйтăва хускатнă хайлавра?(Паянхи ырлăха ĕнерхи хурлăхпа тупни)

9. Хайлавăн тĕп шухăшне палăртăр.

Хайлавран каларăшсене,ваттисен сăмахĕсене тупса палăртăр.

Ĕмĕр тикĕс килмест.

Куç хăрать те ,ал тăвать.

Словарь ĕçĕ

Суланча-солонка

3.Аслă Аттелĕх вăрçи çинчен калаçни.

Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче çынсем тăраниччен çăкăр çисе курман,пур пек çăкăра фронта ăсатнă. Хуласенче çăкăра карточкăсемпе туяннă.Уншăн та кунĕпе те çĕрĕпе черетре тăнă. Ленинград хулинчи çынсем 900 кун блокадăра пурăннă.Ĕçлекен çынсене250 грамм, хула çыннисене 125 грамм çăкăр панă,вăл та пурне те çитмен.(Ачасене виçипе çакăн чухлĕ таякан çăкăр татăкĕсене кăтартни) Çăкăрĕ те йÿçĕ тутă каланă, мĕншĕн тесен унта тĕрлĕ им-çам янă,мăян ,хывăх,вутă кĕрпи хутăштарнă.

4. Киле панă ĕçе тĕрĕслени.

Пирĕн кукамайпа кукаçейсем,асаттепе асаннесем вăрçă вăхăтĕнче мĕн çинĕ-ши?

Çакна, ачасем, сирĕн сочиненийĕрсенчен пĕлĕпĕр.Сочиненисене вулаттарни.

5.Çăкăр çинчен ваттисен сăмахĕсене тупни.

Çăкăртан асли çук.

Шурă çăкăр тăвакан шур алăпа çÿремен.

Хура çĕр шурă çăкăр ÿстерет.

Хура халăх пуянлăхĕ - çăкăр.

Çăкăр – тăвар хире – хирĕç.

Çăкăр тутине ĕçлекен пĕлет.

Çăкăр вăл-çĕр тĕрекĕ.

6.Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупăр.

Патакпа хĕртеççĕ,чулпа хĕстереççĕ,кăварпа пĕçереççĕ,çĕçĕпе ваклаççĕ.Ăна пурте юратаççĕ.

Çиелти хытă,варри çемçе айĕ шурă.

7. Урока пĕтĕмлетни.

Хырăм выçмасăр

Çăкăр ан тыт:

Çăкăртан хакли çук.

Алă çумасăр

Çăкăр ан тыт:

Çăкăртан таси çук.

Çĕлĕк хывмасăр

Çăкăр ан тыт:

Çăкăртан асли çук.



Петĕр Эйзин

Çăкăр – пурнăç тыткăччи.Çăкăрсăр пурăнаймастпăр.Çăкăра ялан çиме пултарнă чухлĕ илĕр.Çисе ярайман татăка çÿп-çап витрине ан пăрахăр.Юлнă çăкăртан сухари тума пулать,кайăксем те çиеççĕ.

Достарыңызбен бөлісу:




©dereksiz.org 2024
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет