«Çамрăк ăсчах – 2010» 3 тур ыйтăвĕсем пёрремёш пайё: А



Дата01.07.2016
өлшемі102.93 Kb.
#171713
«Çамрăк ăсчах – 2010»

3 тур ыйтăвĕсем

ПЁРРЕМЁШ ПАЙЁ: А

А. Кухньӑра Гурий куркасем хатӗрлерӗ, ҫӑкӑр касрӗ, пӗрер чӗр ҫӑмарта хурса пачё.

Ӑ. Унӑн кӗлетки хӗр чухне килӗшӳллӗ пулнӑ курӑнать те, халӗ, пилӗк авӑнчӑкёсем тулнӑран, тӑваткалланнӑ.

Б. Гурий хӗрарăма манпа паллаштарчӗ.

В. Ҫак хушӑра кухньӑна ҫамрӑк сӑнлӑ тулли хӗрарӑм кӗчӗ.

А1. Текст пултӑр тесен ҫак предложенисене мӗнле йӗркепе вырнаҫтармалла?

  1. Ӑ, А, Б, В

  2. А, В, Ӑ, Б

  3. Б, Ӑ, В, А

  4. В, А, Ӑ, Б

А2. Хӑш предложени тӗсне йӑнӑш кӑтартнӑ?

  1. А - пӗр йышши членлӑ хутсӑр предложени

  2. Ӑ - сыпӑнуллӑ хутлӑ нредложени

  3. Б - икӗ тӗп членлӑ хутсӑр предложени

  4. В - икё тӗп членлӑ хутсӑр предложени

АЗ. Хӑш сӑмахӑн грамматика паллине йӑнӑш кӑтартнӑ?

  1. паллаштарчӗ - глагол

  2. Гурий - япала ячӗ

  3. тӑваткалланнӑ - хисеп ячӗ

  4. унӑн - местоимени

А4. Хӑш предложенире чарӑну палли тĕрӗс мар?

  1. А

  2. Ӑ

  3. Б

  4. В

А5. Хӑш ретри сӑмахсенче пӗрешкел сас палли сиктерсе хӑварнӑ?

  1. ук...лча, сасарт...к, вӑрм...н

  2. х...вӑртлӑх,, куҫ...млӑх, кам...нлӑх

  3. сӑпатл...ну, апатл...ну, х...партлу

4) чип...ркке, м...йра, кат...мпи

А6. Хӑш ретри сӑмахсенче ӑ, ӗ сасӑ тухса ӳкмест?

  1. пичӗке, вӗлтӗрен, сӗвӗрӗл

  2. алӑ, пурӑнӑҫ, ҫавӑ

  3. кӑвас, тӑваттӑ, шурӑ

  4. тӑри, парӑм, каччӑ

А7. Хӑш сӑмахра орфографи йӑнӑшӗ пур?

  1. пултаруллӑх

  2. кӑмӑллӑх

  3. ҫырулӑх

  4. тӑрӑшулӑх

А8. Хӑш ретри сӑмахсенче пӗтӗмпех ы ҫырмалла?

  1. ҫ...пҫӑн, ҫ...ру, ҫ...вӑх

  2. ҫ...хал, ч...кан, ҫ...рӗп

  3. ч...хӑн, ҫ...мер, ҫ...мӑр

  4. т...мӗр, ҫ...мӗ, ҫ...рӗм

А9. Хӑш ретри сӑмахсенче хупӑ сасса вӑрӑмлатманни йӑнӑш?

  1. атӑ, пуртӑ, карта

  2. картус, кутамка, чикаркӑ

  3. катер, мотор, парта

  1. ака, сухал, пушан

А10. Хӑш сӑмахра пуплев йӑнӑшӗ пур?

  1. ҫыруна

  2. пӑрӑва

  3. саккуна

  4. уҫланка

А11. Тӳпере шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ ҫеҫ тӑрса юлчӗ предложенин схемине ÿкерсе парăр.

А12. Какалакан чӑхӑссм Ленӑна кӑшӑлах сырса илчӗҫ предложенире шухӑш тӗшши хӑш сӑмах ҫине ӳкет?



  1. кӑшӑлах

  2. Ленӑна

  3. какалакан чӑхӑсем

  4. сырса илчӗҫ

А13. Хӑш ушкӑнри сӑмахсене дефиспа ҫырмалла?

  1. сӗм вӑрман, шӗл кӑвар, ҫутӑ кӑвак

  2. пахча ҫимӗҫ, ҫут ҫанталӑк, сас палли

  3. ӳсен тӑран, каятӑн ҫке, ҫап ҫутӑ

  4. чи хитри, юр пике, ал шӑлли

А14. Хӑш сӑмах тытӑмне тӗрӗс тишкермен?

1)тăварлă – тăвар (сăмах тымарĕ), -лă (сăмах тăвакан аффикс)

2)вăйланнă – вăй (сăмах тымарĕ), -лан (сăмах тăвакан аффикс), -нă (сăмах улăштаракан аффикс)

3)савăнăçлăскер – сав (сăмах тымарĕ), -ăн (сăмах тăвакан аффикс), -ăç (сăмах тăвакан аффикс), -лă (сăмах тавакан аффикс), -скер(сăмах улăштаракан аффикс)

4)уй-хирте – уй тата хир (сăмах тымарĕсем), -те (сăмах улăштаракан аффикс)

А15 Чирлӗ ҫынна лӑплантармалли сӑмахсем сӑмах майлашӑвĕн схемине тĕрĕс ÿкерсе парăр.


А16. Грамматика енчен тӗрӗс йӗркеленӗ предложение кӑтартӑр.

  1. Вӑрманта тӗрлӗ кайӑксем юрлаҫҫӗ

  2. Библиотекӑран интереслӗ кӗнеке илсе вуларӑм

  3. Хӗвел хĕртнипе вӗриленнӗ хӑйӑрсем урана пӗҫертеҫҫӗ

  4. Унтанпа нумай вӑхӑтсем иртрӗҫ

А17. Хӑш предложение тӗрӗс йӗркеленӗ?

1) Эпир сирӗн ӗҫӳпе паллашрӑмӑр



  1. Пирӗн патӑра ҫитсе курӑр

  2. Пӳлӗм варринче сарлака сётел тӑрать

  3. Эпӗ сирӗн пиччӗре куртӑм

А18. Хӑш сӑмахра пусӑм пӗрремӗш сыпӑк ҫине ӳкет?

  1. кӑвакарчӑнӑм

  2. ҫунатӑмсем

  3. савниҫӗм

  4. турӑҫӑм

А19. Хуп турттар сӑмах ҫаврӑнӑшӗн пӗлтерӗшне ӑнлантар

  1. ҫывӑр

  2. ӗҫле

  3. ултала

  4. калаҫ

А20. Ҫак предложенире чарӑну паллине хӑш пунктуаци правилине пӑхӑнса лартнӑ?

Вӑрман кукринчен иртрӗмӗр те, ял хёрринчи пурт тӑррисем курӑнса кайрӗҫ

  1. сыпӑнуллӑ хутлӑ предложени, те союз хыҫҫӑн запятой лартмалла

  2. пӗр йышши членлӑ предложени, те союз хыҫҫӑн запятой кирлӗ мар

  3. пӗр йышши членлӑ предложени, те союз хыҫҫӑн запятой кирлӗ

  4. сыпӑнуллӑ хутлӑ предложени, те союз хыҫҫӑн запятой кирлӗ мар

А21. Предложенири хӑш цифрӑсем вырӑнне запятой лартмалла?

Пӗр-пӗр лаптӑка кас-кас вӑйсӑр пӗчӗк ҫил сёртёнсе иртет те (1) шӑркари ыраш хумхани-хумханми тайӑлса илет (2) унтан турленет те (3) хӑйён малтанхи тӑплӑхне йышӑнма ӑнтӑлать.

  1. 1

  2. 1,2,3

  3. 1,2

  4. 1,3

А22. Хӑш предложенире пунктуаци йӑнӑшӗ пур?

1) Сӳс хӳреллӗ хурҫӑ йытӑ пӗр кӗрет те пӗр тухать



  1. Хӗвелӗ те ҫунатлӑ, ҫути куҫа ҫиет

  2. Укахви тепӗр кунне тухса кайрӗ те, талӑк иртсен тин таврӑнчӗ

4) Кас-кас ҫумӑр ҫӑвать, е хӗвел кулса ярать
А23. Хӑш тӗслӗхре тирене сиктерсе хӑварнӑ сӑмах вырӑнне лартнӑ?

1) Калаҫӑттӑмӑр - сӑмах тупӑнмасть

2) Икӗ хура куҫӗ - шурӑ сӗт ҫинчи икӗ хура
нӑрӑ


  1. Тӑшман чӑтаймасть - тарать, тарать

  2. Марине хулара ӗҫлет, Клава - ялта

А24. Палӑртнӑ сӑмах предложенире мӗнле член пулать.

Ту хушшине хёсӗннӗ шыв авӑрӗсем ҫинче шур кӑпӑк арман чулӗ пек вырӑнӑн-вырăнӑн çаврӑнса тӑрать

  1. определени

  2. дополнени

  3. сказуемăй

  4. обстоятельство

2-МЁШ ПАЙЁ:
Куҫҫуль витӗр тухакан савӑнӑҫ

1.1945 ҫул. 2.Майӑн 9-мӗш кунӗ...

З.Ҫак кун кулӑ-савӑнӑҫ мӗн иккенне пӗлмен кӑкӑр ачи те амӑшӗн асаплӑ пичӗ ҫинче пӗрремӗш хут савӑнӑҫ асӑрхаса йӑл кулма вӗренчӗ.

4.Ҫак кун пысӑк савӑнӑҫ хӗвелӗ пӑхса илчӗ чӗрене капланса тулнӑ тарӑху-ҫилӗ витӗр, тертпе хурлӑх витӗр.

5.Ҫак кун ҫынсем кӑна мар, ҫут ҫанталӑк та, ҫӗр те, кайӑксем те ирӗккӗн сывласа ячӗҫ. 6.Вӑрҫӑ чарӑннӑ!

7.Укахви, Хӗветли тата Ольга ҫак хыпара торф кӑларнӑ ҫӗртен таврӑнмаллипех таврӑннӑ чух киле ҫитме пӗр ҫухрӑм ҫурра яхӑн юлсан ирхине вунӑ сехет тӗлнелле илтрӗҫ...

в.Тӑватӑ ҫул хушшинче мӗнле йывӑр вӑхӑтра та ывӑнтӑм темен, ним ӗҫлесен те хуҫӑлса ӳкмен хёрсем ҫак хыпара илтсен сасартӑках хӑйсем чӑн-чӑнах халтан кайнине сиссе, тинех пӗрре канлӗн канма юранине пӗлсе лӑштӑрах ҫул хӗррине ларчӗҫ.

9.Пӗр тапхӑр нихӑшӗ те ҫӑвар уҫса ним калаймарӗ.

10.Вӑрах вӑхӑт тӑнӑ тӑвӑллӑ ҫанталӑкра кӳлӗ ҫийӗ хумсемпе тулашнӑ чухнехи пек асаплӑн туртӑннӑ сӑн-питсем, сасартӑк ҫил чарӑнса хумсем сирӗлсе кайнӑ евёр, ерипен лӑнланса якалчӗҫ те майӗпен ҫутӑла-ҫутӑла килчӗҫ: питри хурлӑх йӗрӗсем хӗвеллӗ, савӑк тӗспе ылмашрӗҫ.

11.Унтан виҫӗ хӗрӗн куҫӗсенче харӑсах ҫутӑ куҫҫуль тумламӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ, нӳрӗ йӗр хӑварса пит ҫӑмартисем тӑрӑх шуса кайрӗҫ.

12.Сасартӑк виҫҫӗш те харӑсах хӳхлеме тытӑнчӗҫ.

13.Тӑватӑ ҫул хушши капланса пынӑ, тумлам кӑлармасӑр чӑтнӑ мӗн пур хура куҫҫуле ӑшран тасатас тесе чун каниччен макӑрчӗҫ.

14.Унтан харӑсах чарӑнчӗҫ те куҫӗсене тутӑр кӗтессисемпе шӑлса типӗтрӗҫ.

15.Сасартӑк кулса ячӗҫ...

16.- Хӗветли, Ольга!

17.Ма макӑратпӑр-ха халь тин?

18.Эпирех ҫӗнтертӗмӗр!

19.Ҫапах эпир те пулӑшнах-ҫке ҫӗнтерме...

20.Пирӗн тивлет те пур кунта, Ольга, Хӗветли!..

А25. Текстӑн темине палӑртӑр

1)Ирёккӗн сывлакан ҫуг ҫанталӑк



  1. 1945 ҫул. Ҫӗнтерӳ кунӗ

  2. Макӑракан виҫӗ хӗр

  3. Тӑватӑ ҫул хушши пынӑ вӑрҫӑ

А26. Текстӑн тӗп шухӑшне хӑш предложени уҫса парать?

1) Сасартӑк виҫҫӗш те харӑсах хӳхлеме тытӑнчӗҫ

2) Куҫӗсенчен хӑйсен ҫав-ҫавах куҫҫуль йӑр-йӑр юхрӗ.
Ку - савӑнӑҫ куҫҫулӗ


  1. Вӑрҫӑ чарӑннӑ!..

  2. Майӑн 9-мӗш кунӗ

А27. Текст стилёпе тӗсне палӑртӑр

1) илемлӗ литература стилӗ, калавпа (повествование)


ăслав (рассуждение) тӗсӗ

  1. публицистика, сӑнлав (описание) тӗсӗ

  2. калаҫу стилӗ, ӑслав тӗсӗ

  3. ӑслӑлӑх стилӗ, калав

А28. 13-мӗш предложенире мӗнле сӑнарлӑх мелӗ пур?

  1. танлаштару

  2. перифраз

  3. эпитет

  4. литота

А29. 4-мӗш предложенире мӗне кура тире лартнӑ?

1) подлежащипе сказуемӑй ущкӑнёеене интонаци енчен


палӑртнӑран

2) предложени тулли маррипе

3) пӗр йышши членлӑ предложенире пӗтӗмлету сӑмахӗ
пуртан

4) шухӑша уҫӑмлӑрах, палӑртуллӑрах тӑвас тӗллевпе


А30. 3-мӗш предложенири хутлӑ предложени пайӗсем мӗнле мелпе ҫыхӑннӑ?

1) хыҫ сӑмахпа



  1. падеж аффиксӗпе

  2. вырӑнӗ-йӗркипе

  3. союзпа


В1. 7-мӗш предложенири сасӑсен шучӗ сас паллисенчен ытларах сӑмахсене ҫырса илӗр

В2. 8-мӗш предложенирен ҫуклӑ формӑри иртнӗ причастисене ҫырса илӗр

В3.11-мӗш предложенири ҫутӑ куҫҫуль
тумламёсем сӑмах майлашӑвӗн ҫыхӑну мелне
кӑтартӑр


В4. Якалчӗҫ сӑмахӑн тытӑмне кӑтартӑр

В5. Текстра хӑшӗ союзсӑр хутлӑ предложени пулать?

В6. Пӗр йышши членлӑ предложенисене тупӑр.



Хуравсем:
А: 223.224.112.111.324.244.113.344.221.243.
В1 яхăн, юлсан, юранипе

В2 темен, ÿкмен

В3 вырăнĕ-йĕрки, -ĕ

В4 10


В5 4,5,7,8,10,11,13

Достарыңызбен бөлісу:




©dereksiz.org 2024
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет