Реферат теми:
«Шупашкарăм, савнă Шупашкар».
Тупмалли
стр
Ум сăмах 2
Шупашкар хулин паллă вырăнĕсем 3
Музей залĕсенче 5
Театрăн асамлă тĕнчи 7
Ум сăмах
Чăваш Республики Российăн Европа пайăн варринче Атăл шывĕн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă. Хĕвеланăç енчен республика Чулхула облаçĕпе чикĕленет, çурçĕр енче – Марий Эл Республикипе, хĕвелтухăç енчен – Тутарстанпа. Мордва Республикипе Ульяновск облаçĕ – пирĕн кăнтăр енчи кÿршĕсем.
Чăваш çĕршывĕ лаптăкĕпе пысăках маар, анчах, халăх йышĕпе илсен, ăна Россия Федерацийĕн çыннисем йышлă пурăнакан регионĕсен шутне кĕртеççĕ. Кунта 1,36 миллион çын пурăнать (1994 çулхи январĕн 1-мĕш тĕлне), çав шутра: чăвашсем – 67,8 процент. Чăваш Республикин тĕп хули – Шупашкар.
Шупашкар çинчен пĕрремĕш хут вырăс летопиçĕнче 1469 çулта асăннă. Мускав патшисем хăйсен влаçне çирĕплетме Вăтам Атăл тăрăхĕнче крепость хуласем тунă. Шупашкар шăпах вĕсенчен пĕри пулнă.
Хула ячĕ мĕнле пулса кайни пирки ăсчахсен тĕрлĕ шухăш пур. Пĕрисен шучĕпе, вăл «чăвашсен хули» тенине пĕлтерет. Теприсен тĕрĕксен «су баши» (çар пуçĕ) тенинчен пулнă теççĕ, урăхла каласан, «Шупашкар» çар пуçĕн хулине пĕлтернĕ.
1920 çулта Чăваш автономине туса хурсан Шупашкар республикăн тĕп хули пулса тăрать. Паян кун Шупашкарта 470 пине яхăн çын пурăнать.
Шупашкар хулин паллă вырăнĕсем
Чăваш çĕрне килнĕ хăнасене мĕн кăтартма пултаратпăр эпир? Пур–и пирĕн республикăра паллă вырăнсем? Палах, хăнасене хамăр енпе мăнаçланса кăтартмалли вырăнсем пирĕн сахал мар. Чăваш Республикинче истории тата культура палăкĕсем 1000 ытла, çут çанталăк палăкĕсем 300 ытла пулнине палăртаççĕ. Ку – вăл питĕ пысăк пуянлăх. Çак палăксемпе çывăхрах паллашар–ха.
1857 çулта Тарас Шевченко поэт Шупашкар çумĕпе пăрахутпа ишсе иртнĕ май хăйĕн дневникне çапла çырса хунă: «Ку хулари пĕтĕм çуртсенчен çуррийĕ – чиркÿсем». Çав чиркÿсенчен нумайăшĕ Атăл хĕрринче вырнаçнă. Чи пали – Введении чиркĕвĕ, XVII ĕмĕрĕн архитектура палăкĕ.
Кунта республикăри чи пысăк предприятисем вырнаçнă. Вĕсен шутĕнче промышленность тракторĕсем тăвакан завод, пир–авăр комбиначĕ, приборсем тăвакан, агрегат тата электроаппаратура завочĕсем. Çакăнпа пĕрлех Шупашкар – Чăваш çĕршывĕн вĕренÿпе культура центрĕ те. Аслă вĕренÿ заведенийĕсем – И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш ялхуçалăх академийĕ т. ыт. те – шăпах çак хулара вырнаçнă. Кунтах К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академии драма театрĕ, оперăпа балет тата çамрăксен театрĕсем, ачасем вали – пукане театрĕ. Истори тата культура палăкĕсемпе те пуян тăван хуламăр. Шупашкарта пулакан кашни çынах вĕсемпе паллашма тăрăшать.
Шупашкарти чи илемлĕ вырăнсенчен пĕри – Респуб–лика площачĕ. Педагогика университечĕн, ял хуçалăх академийĕн, хула админи–страцийĕн çурчĕсем чи ăнăçлă архитектура ансамблĕ туса хунă.
Театрсен çурчĕсем те мăнаçлă. Чăваш академии драма театрĕ, вырăс драма театрĕ, оперăпа балет театрĕ хула сăнне илем кÿреççĕ.
Паллă çынсене, тĕрлĕ событисене асăнса лартнă палăксем те йышлă шĕкĕр хуламăрта. Шупашкара Етĕрне енчен пырса кĕнĕ çĕрте Чăваш Республикин элемне курма пулать. Аслă Аттелĕх вăрçинче çĕнтернĕренпе 50 çул çитнине халалласа уçнă паркра чăвашсем Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешнине халалласа лартнă монумента курма пулать. Унăн авторĕ – Федор Мадуров скульптор – чăваш элчисем ут утланса Мускава çула тухнине кăтартса панă.
Чăваш халăхĕн мух–тавлă ывăлĕ–хĕрĕсене–И.Я.Яковлева, Константин Иванова, Çеçпĕл Миши– не, В.И.Чапаева халалласа лартнă палăксем вĕсем çынсен асĕнче пурăннине палăртаççĕ.
Музей залĕсенче
Истории, пурлăх тата ăс-хакăл культурин палăкĕсене пуçтаракан, упракан, тĕпчекен тата вĕсемпе халăха палаштаракан учрежденисене музей теççĕ. Чăваш Республикинче вĕсем Алла яхăн: патшалăх, тĕрлĕ предприятии, хуçалăх, шкул музейĕсем. Вĕсенчен чи пысăкки – Чăваш наци музейĕ, ăна 1921 çулта йĕркеленĕ. Вăл Ехрем хуçа (П.Е.Ефремов) XIX ĕмĕрте лартнă çуртра вырнаçнă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче темиçе çул хушши краеведении музейĕ (наци музейĕн ячĕ ун чухне çапла пулнă) хупă тăнă, 1944 çулта çĕнĕрен уçăлнă. Халĕ вăл республикăри чи пысăк музей, унăн экспозицийĕ виçĕ тĕп пайран тăрать: архиологипе историллĕ краеведении пайĕ, Чăваш енĕн паянхи пурнăçĕпе паллаштаракан пай тата çут çанталăк пайĕ. Музей коллекцийĕнче 140 пин экспонат.
Чăваш наци музейĕн 6 филиал пур: К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕ, В.И.Чапаев музейĕ (иккĕшĕ те Шупашкарта вырнаçнă), Шур–шăлти космонавтика, Улатăрти истории, Йĕпреçри этнографии тата Сĕнтĕрвăрринчи историпе краеведении музейĕсем.
Шупашкарти тепĕр пысăк музей – Чăваш патшалăх ÿнер музейĕ. Вăл 1939 çулта уçăлнă. Атăлçи тăрăхĕнче ку музей экспоначĕсен пуххи – чи интереслисенчен тата пуяннисенчен пĕри.
Чăваш малтанхи художникĕсен М.С.Спиридоновăн, Ю.А.Зайцевăн картинисем пĕтĕмĕшпе тенĕ пекех асăннă музейра упранаççĕ, выставкăсенче куракана савăнтараççĕ, хумхантараççĕ, шухăша яраççĕ.
Хальхи чăваш художникĕсен – Р.Ф.Федоровăн, Н.В.Овчинниковăн, П.Г.Григорьев–Савушкинăн, В.Л.Немцевăн, В.И.Агеевăн, Н.А.Енилинăн, В.П.Петровăн, Э.М.Юрьевăн тата ыттисен – ĕçĕсене те час–часах ÿнер музейĕнче выставкăна тăратаççĕ.
Шупашкар хулинчи В.И.Чапаев музейĕ пирĕн чаплă ентешĕн, граждан вăрçи паттăрĕн тата унăн вăрçăри юлташĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ–хĕлĕпе, çапăçури хастарлăхĕпе паллаштарать. Çаккультура вучахне 1974 çулхи майăн 9–мĕшĕнче уçнă. Комплекса музей çурчĕ, В.И.Чапаев çуралнă йывăç çурт, çак çурт малтан ларнă вырăна хывнă чул, паттăра халалланă палăк, граждан вăрçинче хăюлăх кăтартнă çынсен ячĕсене çырнă мемориал стени кĕрет. Музей-комплекс Чапаев скверĕнче вырнаçнă.
Василий Иванович юлташĕсем, хĕрĕпе ывăлĕ – Клавдия Васильевнăпа Александр Васильевич Чапаевсем музея хăйсен архивĕнчен хаклă япаласем чылай панă. Залсенче граждан вăрçи вăхăтĕнчи тачанкăна, В.И.Чапаев буркине, кавалерии çĕлĕкне, маузер, наган, «максим» пулемета тата ытти экспонатсене те курма пулать.
Театрăн асамлă тĕнчи
Театр – искуствăн пĕр тĕсĕ, драма хайлавĕсене сцена çинче выляса пани. Спектакль лартмалли çурта та театр теççĕ. Профессиллĕ театр шайĕнче Шупашкарта пилĕк театр ĕçлет: Чăваш патшалăх академии театрĕ, Вырăс драма театрĕ, Чăваш çамрăкĕсен театрĕ, оперăпа балет театрĕ, пукане театрĕ.
1918 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Хусанта чăвашла тумланнă каччăсепе хĕрсем чăвашла юрласа, чăвашла калаçса А.Островскин «Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн» пьесине лартнă. Çамрăксем пьесăри ĕçсене чăваш ялĕнче пулса иртнĕ пек сăнарласа пани тăван килĕсенчен аякра пурăнакан, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен рабочисене, вĕренекенсене савăнтарнă, чунĕсене тыткăнланă.
Çак куна Чăваш патшалăх академии драма театрĕ çуралнă кун тесе шутлаççĕ. Выçлăхпа вăрçă алхаснине те, укçа-тенкĕ çуккине те пăхман, хăйсемех драматургта, режиссер та, актер та, художник та пулнă çамрăксем. Иоаким Максимов (Кошкинский), Ольга Тихонова (Ырсем), Петр Осипов, Георгий Зайцев (Тал-Мăрса), Михаил Акимов (Аруй) ячĕсене халĕ пурте пĕлеççĕ.
1920 çулта Чăваш автономии облаçне туса хурсан патшалăх театрне Шупашкарта йĕркелеççĕ, Хусантан чăваш артисчĕсен ушкăнне чĕнсе илеççĕ. 1933 çулта çамрăк коллектив академии театрĕ ятне илме тивĕç пулать, 1959 çулта театр чăваш литература классикĕ К.В.Иванов ячĕпе хисепленме тытăнать. 1977 çулта ĕçри çитĕнÿсемшĕн çĕршывăмăр пирĕн чăваш театрне Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăлать.
Çĕршер хайлава кун çути кăтартнă, куракан патне илсе çитернĕ сцена ĕçченĕсем. Республикăн культра пурнăçĕнче паллă йĕр хăварнă спектакльсенчен хăшне-пĕрне асăнар: «Ялта», «Судра» (Ф.Павлов), «Айтар», «Кушар» (П.Осипов), «Сатурпа Илем», «Тăвăл хыççăн тăвăл» (И.Максимов-Кошкинский), «Кай, кай Ивана» (Н.Айзман), «Тутимĕр» (Я.Ухсай), «Хура çăкăр» (Илпек микулайĕ), «Çĕрпе хĕр», «Хумсем çырана çапаççĕ», «Çиçĕм хыççăн аслати», «Пушар лаши» (Н.Терентьев), «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» (Б.Чиндыков) тата ыттисем те.
Театрта тĕрлĕ çулсенче режиссерта ĕçленĕ Николай Айзман, Константин Иванов, Леонид Родионов, Валерий Яковлев (1976 çултанпа паянхи кунчченех театр ертÿçинче вăй хурать) вуншар артиста ăсталăха туптама, пултарулăха пур енлĕн уçса кăтартма пулăшнă.
Тĕрлĕ çулсенче чун-чĕре хĕрÿлĕхне, мĕн пур вăй-халне театршăн, кураканшăн шеллемен артистсене халăх пĕлет, хисеплет, юратать. Вера Кузьмина, Алексей Ургалкин, Виктор Родионов, Нина Григорьева, Ефим Никитин, Николай Григорьев, Нина Яковлева тата ытти нумай артист ĕçне çĕршыв тивĕçлипе пысăк хак панă.
Вырăс драма театрĕ куракана В.Шекспир, Ж.Б.Мольер,А.Грибоадов, А.Чехов, М.Горький тата ытти нумай авторăн пьесисемпе савăнтарать.Чăваш драматургĕсен ĕçĕсене те вырăсла куçарса сцена çине кăларать.
Çамрăксен театрĕ 1933 çулта ĕçлеме пуçланă. Вăрçăччен тата вăрçă хыççăн вăл ытларах вырăсла спектакльсем кăтартнă пулсан 1957 çултан пуçласа спектакльсене пурне те чăвашла кăна лартма пуçланă. Çак çулсенчен пуçласа хĕрĕх çула яхăн çамрăксен театрне халăх пĕлтĕр, юраттăр тесе Зоя Ярдыковăпа Алексей Васильев режисерсем тăрăшнă. Сакăрвуннăмĕш çулсенче Вячеслав Оринов режиссер тарăн шухăшлă, пурнăçа анлăн çутатса паракан спектальсем хатĕрлеме тытăнчĕ.
Чăваш çыравçисем çамрăксен театрĕпе тачă çыхăну тытаççĕ. Юлашки çулсенче Николай Терентьев, Николай Сидоров, Николай Угарин, Арсентий Тарасов çырнă драмăсемпе мыскарасене куракансем кăмăлласа йышăнчĕç.
Театр ĕçченĕсем халĕ мĕн пур чăвашăн паллă çыннисем пулса тăчĕç. Выра Голубева, Раиса Федорова, Валериян Пайгусов, Валерий Иовлев, Валентина музыкантова, Елизавета Шайдукова, Полина Владимирова, Светлана Савельева, Станислав Владимиров, Сергей Павлов тата ытти нумай артиста Чăваш енре те, Тутарстанра та, Пушкăртра та пĕлеççĕ, юратса йышăнаççĕ.
1959 çулта Шупашкарта тата тепĕр театр – музыка театрĕ (хальхи ячĕ оперăпа балет театрĕ) уçăлнă. Ăна йĕркелекенĕ, унăн пĕрремĕш тĕп режиссерĕ тата илемлĕх ертÿçи Борис Марков пулнă. Вăл ертсе пынипе музыка театрĕн артисчĕсем халăха опера, опереттăпа балет лартса савăнтарнă. Театрăн пĕрремĕш ĕçĕ – Александр Алка поэмине тĕпе хурса Федор Васильев çырнă «Шывармань» опера.
«Оперăпа балет театрĕн ĕçченĕсене камсене асăнма пултаратăр?» – тесе ыйтсан тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем Геннадий Максимов, Валерий Важоров дерижорсен, Тамара Чумакова, Алевтина Зинкина, Петр Заломнов, Мефодий Денисов, Анатолий Канюка, Зоя Андреева, Валерий Иванов тата ытти юрăçсен ячĕсене калаççĕ. Ольга Кожанова, Владимир Трощенко, Елена Лемешевская тата ытти ташă ăстисем те куракансене ăсталăхĕпе тыткăнлаççĕ.
Чи çамрăк куракансемшĕн ĕçлекен театр – Чăваш патшалăх пукане театрĕ. Ăна 1945 çулта, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи чарăннă çул, уçнă. Пукане театрне йĕркеленĕ Сергей Мерзляков хăех режиссер, педагог, драматург, художник пулнă. Сцена çине кăларнă пĕрремĕш ĕçĕн авторĕ те вăлах пулнă. Премьера ячĕ – «Три подружки» (Виçĕ хĕр тантăш).
Ултă теçетке çул хушшинче миçе яла, хулана çитсе миçе пин ачана хĕпĕртеттермен-ши, чĕрисене кăлт-кăлт таптарман-ши театр?! Ачалăхăн асамлă саманчĕсем пукане театрĕ килессе чăтăмсăррăн кĕтнипе, спектакльти ĕç-пуç еплерех çаврăнса Пынине сывламасăр сăнанипе, илемлĕ юрă-ташăпа киленнипе çыхăнаççĕ.
Çак çулсенче театрăн ылтăн çÿпçи пуянлансах пынă: «Каштанка» (А.Чехов), «Хĕрлĕ Калпак» (Ш.Перро), «Мойдодыр» (К.Чуковский), «Кай, кай Ивана» (Н.Айзман), «Сарпике» (Е.Никитин), «Асанне юмахĕ» (Р.Сарпи) тата ытти спектакльсем сцена çинче кун çути курнă.
Усă курнă литература:
-
Можаров Г.Г., Никитин А.С. Памятные места и достопримечательности города Чебоксары и Чувашской АССР: - Чебоксары: Чуваш. кн.изд-во, 1987.
-
Терентьев А.И. Чебоксары и чебоксарцы: Записки краеведа. Изд. 3-е доп.и перераб. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2001.
-
Чичикин П.А. Город Чебоксары. Социально-экономический очерк. – Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1984.
-
Фотоальбом. Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1996.
Достарыңызбен бөлісу: |