I. целевой раздел


В\рентъ предмеч\н в\рентъ план\нчи выр=н\



бет7/26
Дата25.06.2016
өлшемі2.21 Mb.
#157585
түріОсновная образовательная программа
1   2   3   4   5   6   7   8   9   10   ...   26

В\рентъ предмеч\н в\рентъ план\нчи выр=н\

Пуёлам=ш шкулта чăваш ч\лхине в\рентме 1 класра эрнере 4 сехет, 2-4 классенче 3- шер сехет уй=рн=. Пур\ 1 класра – 132 сехет, 2- 4 классенче 102- шер сехет.



К\текен результатсем

Харп=р х=йл\х\н результач\сем:

- шкула каяс, шкулта в\ренес, х=в=ртрах вулама-ёырма в\ренес туй=м ёурални;

- т=ван ял, шкул, класс, т=ван кил, ёемье пурн=ёри выр=нне =нкарни;

- килти выль=х-ч\рл\х. тискер ч\р чун, пахча ёим\ё, тыр=-пул= п\лтер\ш\сене =нланса илни;

- кун й\рки улш=ннине, =на пурн=ёламаллине =нланни;

- х=ш-п\р япалана, \ёе п\ччен мар, ытти ёынсемпе п\рле туни ус=лл=рах пулнине тавё=рни;

- в\ренъ \ё-х\лне майпен х=н=хни;

- ачан к=с=кл=х\ амаланни;

- пурин те п\рле калаёмалла маррине, п\рин хыёё=н тепри калаё=ва хутш=нмаллине =нланни;

- п\р-п\рне тимлесе калаёмаллине, п\лнине п\р-п\рне пълмес\р каламаллине п\лни;

- класри ачасене хисеплени.
П\лъл\х результач\сем:

- в\ренъ хат\р\сенчен ё\ннине п\лме пулнине =нланни;

- кашни с=мах=н х=й\н п\лтер\ш\, п\лтер\шне кура в\сене ушк=нлама, ытлашшине тупма пулнине тавё=рни;

- япаласене с=нама, ушк=нлама п\лни;

- япаласен т\п паллисене курни: т\с, кап=ш, кал=п=ш;

- япаласен п\р пекл\х\семпе уйр=мл=х\сене пал=ртни;

- япалана ыттисенчен паллисене кура уй=рма пулнине п\лни;

- текст, предложени, с=мах схемисене тума е пан= схем=сем, моделсем патне текст й\ркелеме, предложени, с=мах тупма пултарни;

- таврари япаласене тишкерме, танлаштарма, темиёе т\рл\ палл= т=р=х ушк=нлама х=н=хни: т\с\, м\нрен тун=, кап=ш\, кал=п=ш\;

-япалана п\т\м\шле курма пултарни, ун=н пай\сене пал=ртма х=н=хни;

- й\ри-таврал=х ен\сене п\лни: сылт=м, сулахай, аял, ёъл, хыё, ум, мал, кай.
Й\ркелъ результач\сем:

- кашни ёын х=й\н умне яланах м\нле те пулин т\ллев лартмаллине =нланни;

- \ёе м\нш\н, м\нле т\ллевпе, туса п\терсен м\н пулнине пуёличченх п\лмеллине тавё=рни;

- учитель, ашш\-ам=ш\сен, аслисен, юлташ\сен с\н\в\сене т\р\с =нланма, шута илме пултарни;

-хап=р х=й\н, юлташ\н \ёне хаклама, й=н=ш\сене курма, тун= й=н=шсене търлетсе пыма в\ренни;

- м\н в\ренни, м\н туни ёинчен каласа пама п\лни;

- ёыру \ё\н й\ркине п\лни;

- япала, ъкерч\к т=р=х м\нле й\ркепе каламаллине ас туни;

- м\н в\реннине, м\н в\ренмеллине кал=плама, \ё-х\л\н юх=мне, результатне п=хса пыма, хаклама в\ренни.
Хутш=ну результач\сем:

- учитель, юлташ\сем каланине итлеме в\ренни;

- калаё=ва хутш=нма, ёых=нулл=, =нланмалла каласа пама пултарни;

- предложение т\р\с й\ркелеме т=р=шни;

- ыйтусем пама юранине тавё=рни;

- харп=р х=й шух=шне ыттисене =нланмалла калама т=р=шни;

- юлташпа, ушк=нпа \ёлеме пулнине п\лни;

- ыттисем калан= чух й=н=шсене търлетме т=р=шни, п\р-п\рин \ёне т\р\слесе пыма в\ренни;

- пул=шу ыйтма, ыттисене пул=шма, йыв=рл=хсене пал=ртма юранине п\лни;

- икк\н калаёу й\ркелеме май пуррине п\лни;

- ъкерч\к т=р=х 3-4 предложенирен т=ракан калавсем й\ркелейни.
Предмет п\л\в\сем:

- шкул, класс, т=ван ял, т=ван кил-ёурт, ёемье, теттесемпе в=й=сем, шкул ачин кун й\рки, килти выль=х- ч\рл\х, в=рманти ч\р чунсем, улма-ёырла, пахча ёим\ё, уй-хирти тыр-пул, ът-пъ пай\сем ёинчен предложенисем т\р\с й\ркелени,ёых=нулл= каласа парайни;

- шкул ачин кун й\ркине п\лни;

- с=махсене сып=ксем ёине пайлайни;

- пуплеври предложенисене, предложенири с=махсене, с=махри сып=ксене, сып=кри сас=сене уй=рма, в\сене т\р\с калама п\лни;

- «калав», «предложени», «с=мах», «хуп= сас=», «уё= сас=» терминсене =нланни, в\семпе май\пен пуплев тишкер\в\нче ус= курайни;

- текстри предложенисен, предложенири с=махсен, с=махри сып=ксен, сас=сен шутне, й\ркине п\лни;

- калавсен, предложенисен, с=махсен, уё= тата хуп= сас=сен паллисене, схемисене п\лни, в\семпе ус= курни;

- уё= тата хуп= сас=сене уй=райни, в\сенчен сып=ксемпе с=махсем пуётарайни, предложенисем =слайни;

- ёырн= чухне т\р\с ларни, ёыру хат\р\семпе кирл\ пек ус= курни

- ёыру тетрач\н страницисенче \ё й\ркине, ун=н варрине, хушма й\ре курайни;

- ёырн= чухнехи ал хускан=в\сене (ёълтен аялалла, аялтан ёълелле, сулахайран сылт=малла, сылт=мран сулахаялла) п\лни, пурн=ёлайни;

- \лкесене палласа илейни, уй=райни;

- ч=ваш алфавит\нчи сас паллисен 9 пайне паллани, в\сене ёырма п\лни.



В\рент\в\н т\п содержаний\.
I КЛАСС (165 сехет)

ВУЛАМА - ÇЫРМА ВĔРЕНТЕССИ, ПУПЛЕВЕ АТAЛAНТАРАССИ, ЛИТЕРАТУРА ВУЛАВĔ, КЛАСС ТУЛАШĔНЧИ ВУЛАВ

Вулама-çырма вĕрентесси икĕ тапхăра уйрăлать: пĕри - хатĕрлев тапхарĕ, тепри - саспаллисемпе паллаштарнă тапхăр.

Вулама-çырма вĕрентмелли тĕп меслет – тишкерÿ-¬ пĕрлештерÿ меслечĕ. Шкул ачисене вĕрентнĕ чух унпа туллин усă курмалла.

Литература вулавĕ. Пĕрремĕш çур çулта, ачасен вулав хăнăхăвĕсем йĕркеленсе çитиччен, букварь умĕнхи тапхăрта тата букварь урокĕсенче эрнере пĕрре 15-20 минут литература итлевĕ ирттермелле. Иккĕмĕш çур çулта эрнере пĕрре литература вулав урокĕ пулмалла. Ку уроксен тĕп тĕллевĕ - ачасене тăван çырулăхăн иксĕлми пуянлăхĕпе паллаштарасси, илемлĕ литература хайлавĕсемпе кăсăклантарса ярасси, сăмах искусствипе чунтан киленме, ăна ăнланма вĕрентсе пырасси, вĕсен ăнлав пултарулăхне амалантарасси.

Класс тулашĕнчи вулав урокĕсенче ачасене кĕнекепе интереслентермелле, хăйсем тĕллĕн вулама хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлемелле. Ача-пăча кĕнекисене пăхасси, унти хайлавсене вуласси, итлесси çак уроксенчи тĕп ĕçсем пулмалла.

ХАТĔРЛЕВ ТАПХĂРĔ (12 сехет)

Хăнăхтарусем пурнаçланă май терминсемпе (пуплев, текст, калав, предложени, сăмах, сыпăк, пусăм, yçă сасă, хупă сасă) паллаштарасси, вĕсемпе вĕренÿре усă курма хăнăхтарасси.



Пуплев (калаçупа çыpy) çинчен пĕтĕмĕшле ăнлав парасси.

Предложени тата căмax. Пуплеври (текстри, калаври) предложенисене, предложенири сăмахсене уйăрса илесси, вĕсене фишкăсемпе усă курса палăртасси. Предложени сăмахсенчен тăни. Предложенин пуçламăшĕ тата вĕсĕ. Чарăну паллисем (пăнчă, хÿреллĕ пăнчă, ыйту палли, кăшкăру палли), вĕсен ячĕсемпе паллаштарасси. Сăмах сасăсенчен тăни, унăн пĕлтерĕшĕ пурри.

С ы п ă к , п у с ă м . Сăмахсене сыпăкăн пайласси (сыпăкласси). Сăмахсенче сыпăксен шутне, йĕркине палăртасси. Пусăмлă тата пусăмсăр сыпăксене асăрхасси, сăмаха тĕрĕс пусăмласа (пусăм ÿкекен сыпăка тăсарах, вăйлăрах) каласси.

Cacă. Пĕтĕмĕшле ăнлантарасси. Сăмахри сасăсене уйăрасси, фишкăсемпе усă курса вĕсен хисепне, йĕркине палăртасси.

Каланă сасăллă сăмаха ыттисем хушшинче палласси, хатĕр схемăна тивĕçтерекен, пĕр-пĕр сасăран е сыпăкран пуçланакан сăмахсене аса илесси. Уçă тата хупă сасăсене илтесси, пĕр-пĕринчен уйăрса илесси.



Çыру хăнăхтарăвĕсем. Çырнă чух тĕрĕс ларма, тетраде кирлĕ пек хума, кăранташпа ручкăна меллĕн тытма, ÿкерчĕксем тунă е çырнă чух вĕсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентесси.

Пирĕн çырăвăн хăйевĕрлĕхĕ: эпир ытти чылай халăх пек сулахайран сылтăмалла йĕркен-йĕркен çÿлтен аялалла çыратпăр.

Çырулăхра усă куракан хăш-пĕр капăшсен ячĕсемпе паллаштарасси: виçкĕтеслĕх, тÿркĕтеслĕх, çаврашка, ункă, çур ункă, пĕкĕ, çекĕл, лапчăк , лапчăк ункă.

Капăша пĕрлĕхлĕ курма тата унăн пайĕсене палăртма хăнăхтарасси. Пайсем тăрăх капăшне тaвçăрасси, пайсенчен капăш пуçтарасси, капăшри çитмен пайсене ăнкарасси.

Капăшсене кyç виçипе танлаштарасси, вĕсем хăш пайĕсемпе пĕр пеккине е пĕр-пĕринчен уйрăлса тăнине асăрхама хăнăхтарасси. Лап выртакан (горизонтальная), чăнкă анакан (вертикальная) йерсемпе паллаштарасси, вĕсене тетрадьре тупасси. Хăш-пĕр йĕрсен ячĕсемпе паллаштарасси: чалăш йĕр (косая линия), кукăр-макăр йĕр (кривая линия) т.ыт.те.

Тĕрлĕ йĕре, капăшсене, эрешсене, саспаллисен пайĕсене сывлăшра евĕрлесси, йĕрлесси. Çырса пĕтермен йĕрсемпе капăшсене вĕçлесси, сăрласси.

Уç л ă х е н ĕ с е м: сылтăм, сулахай, ум, хыç, аял, çÿл, мал, кай,çум. Япаласен, капăшсен уçлăхри вырăнне курма, сăмахпа палăртма пĕлесси.

Итлев тата калу xăнăхăвĕсем. Аслисем, тантăшĕсем каланине, вуланине итлеме-илтме хăнăхтарасси: итлеме хатĕрленесси, малтан пуçласа вĕçне çитиччен пÿлмесĕр, каланине ăш пиллĕн йышăнса итлесси. Илтнине ăнланма, астуса юлма тăрăшасси.

Çыхăнуллă каласа пама, текст калăплама вĕрентесси. Текст теми, сюжечĕ - ĕç мĕнле пуçланать, мĕн хыççăн мĕн пулса иртет, мĕнле вĕçленет. Сăмах кам е мĕн çинчен пырать.

Итлеме, çыхăнуллă каласа пама вĕрентнĕ май ачасен сăмах йышне пуянлатасси, сăмахсен пĕлтерĕшне тĕрĕсрех, тарăнрах чухлама, вĕсен грамматика формисене тума, пуплевре вĕсемпе вырăнлă усă курма, тĕрлĕ тытăмлă предложенисене кĕртсе вĕсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарма хăнăхтарасси.



САСПAЛЛИСЕМ ВĔРЕННĔ ТАПХĂР (123 сехет)

Вулама-çырма вĕрентесси

Тăван чĕлхери тĕп сасăсем, вĕсене уйăрасси, çырура палăртасси. Кĕнекере тата ал çырăвĕнче усă куракан саспаллисем, вĕсен пĕлтерĕшĕсем.

Вĕреннĕ саспаллисене тĕрĕс çырма, çырура пĕр-пĕринпе çыхăнтарма, тĕрлĕ йышши - уçă, тÿнтер, тÿрĕ сыпăкра, сăмахра, предложенире вулама хăнăхтарасси.

Хытă уçă тата хытă хупă сасăсем. Аа, Уу, Ăă, Нн, Лл, Мм, Тт, Пп, Шщ Рр, Ыы, Вв, Хх саспаллисем.Вĕсене çырасси, хытă сыпăкра, сăмахра вуласси. Тÿнтер тата тÿрĕ сыпăксене вулас вăрттăнлăх.

Çемçе уçă тата хупă сасăсем. Ии, Ее (э], Ĕĕ, Сс, Кк, Ÿÿ, Çç, Чч саспаллисем, вĕсене çырасси. Позициллĕ вулав. Хытă, çемçе сыпăксем, сăмахсем.Хупă сасса палăртакан саспаллин пĕлтерĕшĕ вăл мĕнле сыпăкра тăнинчен килни. Хытăлăх/çемçелĕх енчен мăшăрлă сыпăксене, сăмахсене танлаштарса вуласси, саспаллисенчен пухасси, пичетлесси.

Çемçелĕх палли (ь). Хутăш сыпăксем, сăмахсем: çемçе хупă сасăсене палăртмалли мелсене сăнасси. Тăван чĕлхери [й] сасса, ăна уйăрасси, палăртасси.

Йй саспаллисем. Юю, Ян, Ее; саспаллисем сыпăка та, пĕр сасса та пĕлтерни.

Вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсенче тĕл пулакан сасăсем, вĕсене уйăрасси, тĕрĕс каласси. 0о, Ёё,Бб, Гг, Дц, Зз, Жж, Фф, Цц, Щщ саспаллисем, уйăракан паллăсем (ь, ъ).

Сăмахсене тăстарса, сыпăксене сыпăнтарса вулама вĕрентесси.

Сасă тишкерĕвĕ тунă сăмахсене хатĕр саспаллисемпе сыпăксенчен пухасси, класс хăми çине пичетлесси, вуласси, евĕрлесе çырасси.

Уйрăм сăмахсене, ансат предложенисене тата пысăках мар текстсене тĕрĕс, ăнланса, пĕр тикĕс (йывăр сăмахсене сыпăкăн пайласа), тĕрĕс пусăмласа вуласси, вуланине ăнланасси, ыйтусене хуравласси. Вулав хăвăртлăхĕ - минутра 12-15 сăмах.

Вуланă чухне предложенисем тата предложенири пĕр йышши членсем хушшинче чарăну тăвасси. Предложение, вĕçĕнчи чарăну паллине кура, тивĕçлĕ интонаципе вуласси.

Ал çырăвĕнчен, пичетленĕ текстран сăмахсем, предложенисем (малтан вĕсене сасă тата саспалли тишкерĕвĕ тунă хыççăн, кайран харпăр хăй тĕллĕн çырса илесси. Çырнине кĕнеке е класс хăми çинчи текстпа танлаштарса, сыпăкăн-сыпăкăн вуласа тĕрĕслесси

Ансат сăмахсене, 2-3 сăмахран тăракан предложенисене каланă тăрăх уйăрасси.

Предложени пуçламăшĕнчи сăмаха, çын ячĕпе хушаматне пысăкран пуçласа çырасси. Предложени вĕçне чарăну палли лартасси.

Çыру гигиенин правилисене пĕлесси.



Пуплеве аталантарасси

Пуплевĕн сасă культури. Харпăр хăйĕн тата урăх çыннăн пуплевне тимлеме, итленине асăмлама хăнăхтарасси. Калаçу хăнăхăвĕсене лайăхлатасси: васкамасăр, ирĕккĕн (тытăнчăксăр, пÿлĕнсе тăмасăр), вăтам хăвăртлăхпа, сасă хăпартмасăр, уçăмлăн калаçма, калаçнă май тĕрĕс сывлăш çавăрма, интонацие кирлĕ пек улăштарма вĕрентесси.

Пуплеври сасăсене илтес, калас пултарулăха лайăхлатасси: тăван чĕлхери тĕп сасăсене уйăрма, вĕсене уйрăмшарăн тата пуплевре тĕрĕс каламалли (орфоэпи) виçесене пăхăнса калама хăнăхтарасси.

Пуплеври сасăсене тĕрĕс илтме, сăмахсене, предложенисемпе вĕсен майлашăвĕсене çăмăллăн ăнкарма, шухăша хăвăрт ăнланма хăнăхтарасси. Уйрăм ачасен пуплев кăлтăкĕсене юсасси.

С ă м ах. Вĕренекенсем усă куракан сăмах йышне ÿстересси. Япаласемпе пулăмсен ячĕсене, вĕсен паллине, ĕçне пĕлтерекен сăмахсене литература чĕлхинчи пек калама вĕрентесси.

Япаласене вĕсен тĕп паллисем тăрăх ушкăнлама, пĕр-пĕринчен уйăрса илме, япала ушкăнне пĕр сăмахпа пĕтĕмлетме (ят пама) хăнăхтарасси.

Сăмах пĕлтерĕшне тĕплĕнрех ăнланасси. Сăмахсен пулăв çыхăнăвĕсене асăрхаса ăнкарасси.

Шухăша тĕрĕс уçса пама кирлĕ сăмаха хăвăрт тупма, ăна ытти сăмахсемпе тĕрĕс çыхăнтарма, сăмахсен грамматика формисемпе вырăнлă усă курма, пĕр шухăша тĕрлĕ майпа палăртма вĕрентесси.

Ансат тĕслĕхсемпе усă курса сăмах нумай пĕлтерĕшлĕ пулма пултарнипе, омонимсемпе тата синонимсемпе (терминĕсене асăнмасăр) паллаштарасси.

Вырăнти калаçупа литература чĕлхин уйрăмлăхĕсене уяма хистесси.

Пуплеве аталантармалли уроксем эрнере пĕрpe пулмалла. Ку уроксенче те хушма вулавпа çыру хăнăхтарăвĕсем ирттермелле, анчах тĕп вырăнта пуплеве аталантармалли ĕçсем тăмалла.

Сăмахсен грамматика формисемпе усă курасси.

Литература чĕлхинче йышăннă грамматика формисене ăнланма, вĕсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентесси. Çав шутра: япала ячĕсен, ылмашсен ÿкĕм тата хисеп формисем, глаголăн ытларах тĕл пулакан (хальхи, пĕрре иртнĕ, пулас) вăхăт формисем, вĕсен хирĕçлев, пултараслăx, пултараймаслăх аспекчĕсем (терминсене асăнмасăр).

Сăмах майлашăвĕ. Япалан камăнлăхне палăртасси. Тăванлăх терминĕсен сăпат формисем. «Сăпат ылмашĕ е тулли пĕлтерĕшлĕ япала ячĕ + пулăшу пĕлтерĕшлĕ япала ячĕ» калăплă сăмах майлашăвĕсен тăтăшлă ÿкĕм формисемпе (манăн патăмра, санăн патăнта т.ыт.те) пуплевре усă курасси.

Предложени. Тытăмĕпе (хутсăр, хутлă) тата калас тĕллевне кура (калуллă, ыйтуллă, хистевлĕ) тĕрлĕ предложени калăпласси. Пуçланă предложенисене вĕçлеме, ансăррисене анлăлатма пĕлесси. Пĕр шухăшах тĕрлĕ предложенипе е вĕсен çыххипе палăртасси. Предложенири сăмахсен йĕркине сăнама, вĕсене тĕрĕс çыхăнтарма хăнăхтарасси.

Çыхăнуллă пуплев . Пуплев хăнăхăвĕсене малалла аталантарасси: тимлесе итлеме, асăмлама, çыхăнуллă каласа пама, вĕрентекен ыйтăвĕсене тĕрĕс, уçăмлăн хуравлама, пуплевре предложенин тĕрлĕ тĕсĕпе усă курма хăнăхтарасси. Итленĕ е вуланă калавсем, юмахсем тăрăх хăйсен шухăшне каласа пама вĕрентесси.

Тăван литература чĕлхине ăнланма, унăн фонетика системипе, сăмах пуянлăхĕпе, морфологи тата синтаксис мелĕсемпе пуплевре тĕрĕс усă курма, курни-илтни çинчен çыхăнуллă каласа пама вĕрентесси. Юлташĕсен хуравĕсене, каласа панине ырă кăмăлпа итлеме-тимлеме хăнăхтарасси.

Калавсемпе юмахсем, диалогсем, сăвăсем итлесси-тăнласси, асăмласси (учитель вуласа е каласа панине, магнитофон ленти çине çырса илнине, ача-пăча валли хатĕрленĕ теле- тата радиокăларăмсене).

Пысăках мар юмахсемпе калавсене аса илесси, вĕсене уйрăм пайсене пăтраштармасăр, сиктерсе хăвармасăр каласа парасси (хăйсем тĕллĕн е вĕрентекен ыйтăвĕсем тăрăх).

Вуланă предложенисем, текстсем тăрăх ыйтсан хуравлама, текста, унăн уйрăм пайĕсене ят пама пĕлесси.

Уйрăм темăпа çыxăннă темиçе ÿкерчĕк тăрăх предложенисем, çыхăнуллă пĕчĕк калавсем тăвасси.

Пуçланă калава вĕçлесси, вĕçнe илтнипе калавăн пуçламăшне шутласа тупасси. Пулни-иртни çинчен вуланипе пĕр евĕрлĕрех каласа парасси.

Çут çанталăкри улшăнусем çинчен, экскурсире, библиотекăра, ытти обществăлла вырăнта курни-илтни çинчен çыхăнуллă калама хăнăхтарасси.



Çырасси тата пуплеве аталантарасси

Маларах вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетесси. Сăмаха сыпăкласси, пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçарасси.

Çырас ăсталăха лайăхлатасси. Саспаллисен ĕлкине тĕрĕс тăвас, вĕсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарас хăнăхăва çирĕплетесси. Саспаллисене, сыпăксене, сăмахсене тата кĕске предложенисене пĕр хăвăртлăхпа (харăс, шутласа) çырасси. Çыру гигиенине çирĕп уяма хăнăхтарасси.

Сăмах мĕнле сасăсенчен тăнине, вĕсене çырура хăш саспаллисемпе палăртмаллине чухлама, сиктерсе хăварнă саспаллисене тавçăрма, пăтраштарнă сыпăксенчен сăмахсем, сăмахсенчен предложенисем йĕркелесе çырма вĕрентесси.

Пысăках мар текста кĕнеке е класс хăми çинчен пăхса çырма, çырнине тĕрĕслеме хăнăхтарасси.

Предложенисене, пысăках мар (2-3 кĕске предложенирен тăракан) текста итлесе е вуласа çырасси.

Итлевпе калу хăнăхăвĕсене малалла аталантарасси

Пĕр-пĕр темăпа (тĕслĕхрен, ашшĕ-амăшĕ, шкул, ачасен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен), ÿкерчĕке сăнаса, ÿкерчĕксен серийĕсем тăрăх, пурнăçра курни-илтнине аса илсе вĕрентекен ыйтăвĕсемпе кăтартăвĕсем çине тĕревленсе пысăках мар калавсем тутарасси.

Вуланине е итленине аса илсе, вĕрентекен пулăшса пынипе ыйтусене хуравласси, çыхăнуллăн каласа парасси.
I КЛАСРАН ВĔРЕНСЕ ТУХАКАН АЧАСЕН ПĔЛĔВĔСЕМ, ĂСЛАЙĔСЕМПЕ ХĂНĂХĂВĔСЕМ

I класс пĕтернĕ тĕле кашни ача тăван чĕлхери тĕп сасăсене, вĕсене палăртмалли саспаллисене пĕлмелле, сасăпа саспалли хушшинчи уйрăмлăха ăнланмалла (сасса - калатпăр, илтетпĕр; саспаллине - çыратпăр, куратпăр, вулатпăр).



Вĕренекенсен çакăн пек ăслайсене хăнăхса çитмелле:

сăмахри сасăсене, вĕсен йĕркине палăртма, вĕсем уçă е хупă сасăсем пулнине калама;

хытă тата çемçе сасăсене сăмахра та, уйрăмшарăн та тĕрĕс паллама, çырура палăртма;

сăмах пуххи предложени маррине чухлама;

пĕчĕк тата пысăк саспаллисене, вĕсен çыхăнăвĕсене, сăмахсене тĕрĕс, таса та илемлĕ евĕрлесе çырма; сăмахсемпе предложенисене (класс хăми е кĕнеке çинчен) çырса илме; çырнине тĕрĕслеме;

уйрăм сăмахсене, 3-4 ансат сăмахлă предложенисене илтнĕ вĕççĕн тĕрĕс çырма;

предложение пысăк саспаллипе пуçласа çырма, унăн вĕçĕнче пăнчă лартма;

пĕр-пĕр темăпа çыхăннă 2-4 предложени туса калама; калăпăшĕпе пысăк мар, ансат сюжетлă, тĕрлĕ жанрлă хайлавсене (калав, сăвă, юмах, юптару) тимлĕн тăнласа тата вуласа ăнланма.


II класс

ПУПЛЕВЕ ПУР ЕНЛĔН АТАЛАНТАРНĂ МАЙ ЧĔЛХЕНЕ АНСАТ ТИШКЕРМЕ, ТЕРМИНСЕМПЕ УСĂ КУРМА ВĔРЕНТЕССИ

1 класра мĕн вĕрентнине шута илсе, вулав урокĕсемпе тачă çыхăнтарса ачасен çыхăнуллă калаçас, тăнласа ăнкарас, вулас тата çырас мехелĕсене малалла аталантармалла. Вуламалли, тăнламалли, çыхăнуллă каласа памалли, калаçăва хутшăнмалли, çырмалли хăнăхтарусем çине таянса вĕсемпе çыхăнуллăн чĕлхе тытăмĕн тĕрлĕ сийĕпе (фонетика, лексика, морфологи, синтаксис, стилистика) усă курма пĕлнине лайăхлатмалли хăнăхтарусем куллен йĕркелемелле. Вулаттарнă, пуплеве тăнлаттарнă, çыхăнуллă пуплев тутарнă, çыртарнă май вĕренекенсене чĕлхен тĕрлĕ енĕсене (аспекчĕсене) ансат тишкерме, чĕлхе ăслăлăхĕн кирлĕрех терминĕсемпе, янтă пĕлĕвĕсемпе усă курма вĕрентмелле.



ÇЫХĂНУЛЛĂ пyплев. Пуплевĕн пурнăçри пĕлтерĕшĕ.

Текст. Ăна темăпа çыхăнман предложенисен пуххипе танлаштарасси. Текстра мĕн çинчен каланине (текст темине) палăртасси. Текста темиçе сыпăка (пая) уйăрасси. Пысăках мар текста, унăн пайĕсене ят парасси.

Ÿкерчĕксемпе ĕçлесси. Ÿкерчĕксем тăрăх ыйтусене хуравласси, предложенисем тăвасси. Вĕсене çырасси.

И з л о ж е н и çи н ч е н ăн л а н т а р а с с и . Ыйтусене ушкăнпа хуравланă, йывăр орфограммăсене асăрхаттарнă xыççăн вĕрентÿçĕ пулăшнипе 30-45 сăмахлă текст тăрăх изложени çырасси.

Ачасен пурнăçĕпе çыхăннă темăсемпе (вăйă выляни, вăрмана экскурсие кайни, кама та пулин пулăшни, шкул çинчен) 4-5 предложенирен тăракан пĕчĕк калав тăвасси.

Пуплев этикечĕ. Сывлăх сунни. Сывлăх суннă чух усă куракан тараватлăх сăмахĕсемпе сăмах майлашăвĕсем. Паллашу сăмахĕсемпе предложенисем. Сăпайлăн тав тума пĕлесси. Сыв пуллашу сăмахĕсем.

Ĕç хучĕсем. Ансат пĕлтерÿ хайласси. Юлташ патне çыру çырасси.

Чĕлхене ансат тишкересси, терминсемпе усă курасси

Алфавит. Саспаллисен ячĕсем тата йĕрки. Уçă тата хупă сасăсем. Хытă тата çемçе сасăсем.

Пĕр-пĕр саспаллипе пуçланакан сăмахсене словарьте шыраса тупма вĕрентесси. Сăмахсене алфавит йĕркипе вырнаçтарма хăнăхтарасси (пуçламăш саспалли тăрăх).



Япалана пĕлтерекен сăмахсем. Вĕсене кам? тата мĕн? ыйтусем тăрăх тупасси.

Япала ĕçне пĕлтерекен сăмахсем. Вĕсене мĕн тăвать? мĕн тăвĕ? мĕн турĕ? ыйтусем тăрăх тупасси.

Япалан тата унăн ĕçĕн паллине пĕлтерекен сăмахсем, вĕсене мĕнле? ыйту тăрăх тупасси.

Сăмахсене вĕсен пĕлтерĕшĕсене кура ушкăнласси. Хирĕçле _пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (хура - шурă, пысăк - пĕчĕк, сарлака - ансăр, пылак - йÿçĕ). çывăх пĕлтерĕшлĕ сăмахсем: васка - хыпалан, кил - пыр, усал - хаяр, аван - лайăх, илемлĕ - хитре, чипер.

Лексикăпа тематика ушкăнĕсем: а) тĕс ячĕсем (хĕрлĕ, сарă, шурă, хура, хăмăр, кăвак т.ыт.те; çÿрен, турă, хăла, ула, сарă-хăла (лаша çинчен); ă) çынна хаклакан сăмахсем (чипер, илемлĕ, тирпейлĕ, тăрăшуллă, ĕçчен, кахал, наян, мăнтăр, начар т.ыт.те).

Предложени. Пуплеври предложенисене уйăрасси (маларах вĕреннине çирĕплетесси). Предложенин тĕп (подлежащипе сказуемăй) тата кĕçĕн членĕсем (ячĕсене асăнмасăр).

Тĕрлĕ калăплă (тытăмлă) предложенисем тума тата çырма хăнăхтарасси. Вĕсене (кам? мĕн? камăн? мĕнĕн? кама? мĕне? камра, мĕнре? камран? мĕнрен? кампа? мĕнпе? камсăр? мĕнсĕр? камшăн? мĕншĕн?) ыйтури сăмахсемпе анлăлатасси.



Пунктуаци. Предложени вĕçне пăнчă, ыйту тата кăшкăру паллисем лартасси.

Орфографи. 1) Хытă уçă сасăллă сыпăк е сăмах вĕçĕнчи [л'], [н'], [т'] сасăсене л, н, т саспаллисем хыççăн çемçелĕх палли (ь) çырса палăртасси: выльăх, кукăль, супăнь, мăкăнь, халь, ахаль, мăкăль, шукăль, ларать, вылять, чупать, тăрăшать.

2) Уйăракан çемçелĕх палли (ь) çырасси: мăрье, кĕсье, тухья, Марье.

3) Вăрăм хупă сасса икĕ пĕр пек cacпaллипе палăртасси: ăру-тăванлăх сăмахĕсенче: aттe, анне, acaттe, шăллăм, аппа, кукка, мăн акка;

Çулталăк вăхăчĕсен ячĕсенче: çулла, хĕлле, кĕркунне, çуркунне;

хальхи вăхăтри нумайлă хисепри 3-мĕш сăпатри глаголсен формисенче: вулаççĕ, вуламаççĕ, выляççĕ, вылямаççĕ.

4) Сăмаха пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçарасси : ма-ши-на, вы-ля, япа-ла, пĕ-лĕт-сем.

5)Çын ячĕпе хушаматне тата ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк саспаллирен пуçласа çырасси: Иванова Мария Васильевна, Михайлов Иван Викторович, Кампур, Улайкка, Аньяр, Хураçка, Канаш, Шупашкар, Шурча, Çавал, Кĕçĕн Çавал, Атăл, Сĕве

6) Вырăс чĕлхинчен йышăннă хăш-пĕр сăмахсене вырăс чĕлхинчи пекех çырасси: а) Миша, Наташа, Коля, Петя, Таня; ă) машина, трактор, комбайн, завод, фабрика, самолёт, ракета; б) парта, учитель, директор; в) колхоз, ферма, сад, дыня, помидор;

г) кухня, стакан, щётка.

Таса та илемлĕ çырасси

Çыру гигиени хăнăхăвĕсене (тĕрĕс ларма, тетраде хума, ручкăна тытма т.ыт.те пĕлнине) çирĕплетесси.

Пĕчĕк саспаллисене йывăрлăх енчен ушкăнласа (5 ушкăн) çырасси: 1) и, ш, г, п, т, й, н, р, у, ÿ; 2) л, м, ц, щ, ь, ы; 3)а, ă, ю, ф, д, б, я; 4)с, ç, е, ĕ,ё, ч, ъ , в; 5) э, х,ж, к.

Пысăк саспаллисене йывăрлăх енчен ушкăнласа (4 ушкăн) çырасси: 1) Й, И, Ш, Ц, Щ, Ч, Ы, Л, М, А, Ă.

2)О, С, Ç,Х, Е,Ё,,Ĕ, З, Э, Я;

3)Ж,У,Ÿ,Н, К, Ю, Р, В, Ф; 4) Г, П, Т, Б, Д.

Таса та илемлĕ, тĕрĕс çырмалли сăмaxceм: алсиш, анне, аппа, асатте, атте, ăмăрт кайăк, библиотека, больница, выльăх, вырсарни кун, герой, дежурнăй, ешчĕк, ёлка, журнал, йăмăк, кĕçнерни кун, кĕркунне, кĕсье, класс, класра, колхоз, коньки, комбайн, комбайнер, кукамай, кукаçи, кукка, лётчик, майка, мунча, пан улми, пичче, ракета, самолёт, çулла, çуркунне, тăвайкки, тетрадь, трактор, тунти кун, тырпул, улмуççи, учитель, учительница, ÿхĕ, физкультура, хĕлле, чăх-чĕп, шăллăм, шăмат кун, щётка, ытлари кун, эрне кун, юлан ут, юн кун, ялав.

II КЛАСС ПĔТЕРЕКЕН АЧАСЕН ПĔЛĔВĔСЕМ, ĂСJlAЙĔСЕМПЕ ХĂНĂХĂВĔСЕМ

II класран вĕренсе тухнă тĕле ачасем алфавитри саспаллисене, вĕсен пĕлтерĕшĕсене, уçă тата хупă сасăсен уйрăмлăхĕсене, сăмахри уçă сасă çине пусăм ÿкни-ÿкменнине, сасăсем хытă тата çемçе пулнине, сăмахсене пĕр йĕркерен теприне мĕнле куçармаллине пĕлмелле



Bĕpенeкeнceм çак ăслайсене хăнăхмалла: 35-40 сăмахлă текста каллиграфи тĕлĕшĕнчeн тĕрĕс те таса, саспаллисене сиктерсе хăвармасăр, пăтраштармасăр пăхса çырма;

25-30 сăмахлă текста итленипе (диктант) çырма; сăмаха сыпăклама, пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене тĕрĕс куçарма;

çемçе хупă сасăсене çырура тĕрĕс палăртма, вăрăм хупă сасăллă сăмахсене тĕрĕс çырма;

çын ячĕпе хушаматне, ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк саспаллипе пуçласа çырма;

сăмахсен сасă тытăмне тишкерме (вĕсене сыпăклама, уçă тата хупă сасăсене, сасăсемпе саспаллисен йĕркине тата хисепне палăртма);

япалана, унăн ĕçне, паллине пĕлтерекен сăмахсене ыйтăвĕ тăрăх ушкăнлама;

предложенин тĕп членĕсене - подлежащипе сказуемăя тупма;

ыйтусем тăрăх ансат предложени членĕсем хушшинчи çыхăнăва палăртма;

предложение пысăк саспаллирен пуçласа çырма, ун вĕçне, интонацие кура, пăнчă, ыйту е кăшкăру палли лартма;

30-45 сăмахлă текст тăрăх ыйтусене хуравласа изложени çырма; 2-3 предложениллĕ текст тума.




Достарыңызбен бөлісу:
1   2   3   4   5   6   7   8   9   10   ...   26




©dereksiz.org 2024
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет