1. Умĕн ăнлантарни



Дата29.06.2016
өлшемі36 Kb.
#166553
1.Умĕн ăнлантарни
Ку ĕç программине «Тǎван чĕлхе программи: чǎваш шкулĕн 1-4 классем валли. М.К. Волков, Л.П. Сергеев, Т.В. Артемьева, О.И. Печников, Р.Н. Петрова, Д.С.Филиппова. – Шупашкар: Чǎваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательстви, 2013» тĕпе хурса, 3-мẽш класс ачисене вĕрентме Л.П.Сергеев,Т.В.Артемьева, А.Р.Кульева, Ю.С.Семенов «Чãваш чẽлхи» –Шупашкар: Чǎваш кĕнеке изд-ви, 2013. вĕренÿ кĕнекипе хатĕрленĕ.

Вĕрентÿ ăс-тăн пару никĕсĕ, унăн тĕп инструменчĕ – тăван чĕлхе. Тăван чĕлхене вĕрентесси виçĕ пайран тăрать:

1) вулама -çырма вĕрентесси;

2) вулавпа çыхăнуллăн пуплеве аталантарасси;

3) пуплеве пур енлĕн аталантарнă май чĕлхе пулăмĕсемпе паллаштарасси, пуплеве тишкерме вĕрентесси.

Çак виçĕ пая пуплеве аталантарас тĕллев пĕрлештерсе тăрать. Çапла вара, тăван сăмахлăха вĕрентни кирлĕрен те кирлĕ ăслайсемпе хăнăхусене аталантарса çирĕплетессипе тÿрремĕнех çыхăнмалла. Çав ăслайсемпе хăнăхусем шутĕнче – ăнланса вуласси тата тăнласси, çыхăнуллă калаçасси, çырасси.

Ача пуплевĕнчи тĕп ĕç-хĕлсене (тăнлассине, калаçассине, вулассине, çырассине) аталантарса пынипе пĕрлех тăван чĕлхе вĕрентнĕ чух 3-мēш класра çакăн пек пысăк та пархатарлă тĕллевсене пурнăçламалла:

- вĕренекенсен çынлăх туйăмĕсене вăйлатмалла, пурнăçа юратма, ырра шанса тăма тата хăйсене те ырă кăмăллă, сăпайлă пулма хăнăхтармалла;

- ачасем таврари пурнăç, этемпе çут çанталăк çинчен мĕн пĕлнине анлăлатмалла;

- ачасен çыхăнуллă тата сăнарлă шухăшлавĕпе асне, асăмлас хевтине аталантармалла;

- вĕренÿ ĕç-хĕлне лайăхрах хăнăхтарса, унăн ăслайĕсене «алла илме» май памалла; вĕренÿ вăхăчĕпе перекетлĕ усă курма, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлессин ансатрах мелĕсене чухлама вĕрентмелле;

- тăрăшуллă та тимлĕ вĕренме, пĕлÿпе пурнăç тĕслĕхĕсен çăл куçĕпе – кĕнекепе кăсăкланма хăнăхтармалла.

Программăри вĕренÿ материалĕпе вĕрентÿ меслечĕсем ачасене çирĕп пĕлÿсемпе ăслайсем, кирлĕ хăнăхусем паччăр тесен дидактикăн тĕп принципĕсене асра тытса вĕренÿ ăнланулăхĕпе кăсăклăхне, çыхăнулăхĕпе тĕллевлĕхне ялан пурнăçласа пымалла.

2.«Чăваш чēлхи»предметăнпẽтẽмẽшле характеристики
3-мĕш класра чǎваш чĕлхи урокĕсенче вĕренÿçулĕтǎршшĕпех ачасем хутла вĕренеççĕ. Çак предмет 3-мĕш класра тĕп предмет шутланать. Вǎл ачана ытти предметсене вĕренмелли, ǎслайсене алла илмелли никĕс хывать.

Ачасене хутла вĕрентнĕ май аталантару ыйтǎвĕсем те анлǎн пурнǎçланса пыраççĕ. Вулама-çырма вĕренсе пынǎ май ачасем чĕлхе ǎслǎлǎхĕпе литература пĕлĕвĕн ансат ǎнлавĕсемпе паллашаççĕ. Пĕрлех вĕсен харпǎр хǎйĕн тата тантǎшĕсен пуплевне сǎнас, чĕлхене туйса ǎна тарǎнрах пĕлес туртǎм та амаланать.

Вулама-çырма вĕрентнĕ май, ачан пуплевĕн тĕп ĕç-хлĕсем (тǎнлу, калав, вулав, çыру) йĕркеленсе пыраççĕ. Çавǎн пекех вǎл вĕренÿ тĕп ǎслайĕсене те алла илсе пырать.

Предмет шалашĕнче ачасен туйǎмĕсене вǎйлатассипе, вĕсенчен ырǎ кǎмǎллǎ, сǎпайлǎçын ÿстерессипе çыхǎннǎ ыйтусем те ǎнǎçлǎ пурнǎçланса пыраççĕ.



Вулама вĕренсе ачасем илемлĕ сǎмахлǎхǎн ĕмĕрĕсем хушшинче пухǎннǎ пуянлǎхĕпе палашаççĕ. Таврари пурнǎç, этемпе çут çанталǎк çинчен пĕлÿ пухаççĕ, хǎйсем те çав хутшǎнусене илемлĕ, кǎмǎллǎ йĕркелеме хǎнǎхса пыраççĕ.

3. «Чăваш чēлхи»предметăн вēренÿ курсēнчи вырăнē
Чăваш чēлхи валли 3 класра эрнере 3 сехет уйăрнă. Эрнесен шучē 34. Çулталăкра 102 сехет.

Достарыңызбен бөлісу:




©dereksiz.org 2024
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет