Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата Çамрăксен политикин политики
«Етĕрнери 1-мĕш гимнази» муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕ
Тимофеева Валентина Николаевна
Урок теми
20-мĕш ĕмĕр варринчи чăваш литератури (40-50-мĕш çулсем)
(А.Алка, П.Хусанкай, А.Артемьев пултарулăхĕ тăрăх)
Етĕрне – 2010
Тема: 20-мĕш ĕмĕр варринчи чăваш литератури (40-50-мĕш çулсем)
(А.Алка, П.Хусанкай, А.Артемьев пултарулăхĕ тăрăх)
Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ
Пĕлÿ тĕллевĕ:
-
А.Алка, П.Хусанкай, А.Артемьев пурнăçĕн паллăрах тапхăрĕсем.
-
Çыравçăсен произведенийĕсенчи паттăрлăх пафосĕ.
-
Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи çулĕсенчи хайлавсенчи паттăр салтак сăнарĕ.
-
Геройсен шухăш-кăмăлĕпе авторсен шухăш-кăмăлĕ пĕр килни.
Сапăрлăх тĕллевĕ:
-
Çыравçăсем хăйсем пурăннă вăхăтăн малти ретĕнче тăнине, пурнăçри паттăрлăхне туйтарасси.
-
А.Алка, П.Хусанкай, А.Артемьев чăваш литературинче сумлă вырăн йышăннине кăтартасси.
-
Совет салтакĕн вăрçă вăхăтĕнчи характернее уçса парасси.
-
Хайлавсене тишкернĕ май ачасен патриотизм туйăмне хăпартасси, хăйсен Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне асра тытнине курма тата туйма хавхалантарасси.
Илемлĕх тĕллевĕ:
-
Чăвашла илемлĕ калаçасси.
-
Хайлавсене сасса кирлĕ пек улăштарса вуланă май сăнарлă сăмаха туйма вĕрентесси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
-
Учитель сăмахĕ.
-
Ачасем каласа пĕлтерни.
-
Илемлĕ вулав, кирлĕ эпизодсене вуласа тишкересси.
-
Илемлĕх мелĕсемпе ĕçлесси.
-
Тĕрĕслев тесчĕ.
-
Пĕтĕмлетÿсем тăвасси.
Пуплеве аталантарас хăнăхусем:
-
Ыйту-хурав.
-
Ачасене тарăннăн шухăшлама вĕрентесси.
-
Хайлавăн тĕп шухăшне, проблемине, темине палăртма, пĕтĕмлетме хăнăхнине аталантарасси.
Литература теорийĕ: паттăрлăх хавхи, фабула, лирика ушкăнĕсемпе жанрĕсем, литература конфликчĕ, ăшри конфликт, илемлĕх мелĕсем.
Курăмлăх хатĕрĕсем: учебник, портретсем, ÿкерчĕксем, презентаци т.ыт.те.
Словарь: сапёр, радист, связист, Бранденбург хапхи, рейхстаг.
Урок эпиграфĕ:
«Пирĕн ăрăва шăпа пуçран шăлса ачашламарĕ, анчах эпир Тăван çĕр-шывпа тăван халăх умĕнче тивĕçе çухатмарăмăр» ( А.Е.Алка )
Урок юхăмĕ
Учитель сăмахĕ. Фашистсем пирĕн аслă Тăван çĕр-шыв çине ултавлăн, сĕмсĕррĕн, вăрă-хурахла тапăнса кĕни совет çыннисене калама çук тăрăхтарса янă. Пĕтĕм халăх Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме çĕкленнĕ. Чăваш çыравçисем те аякра тăрса юлман.
Мĕнле аталаннă-ха çак тапхăрта чăваш литератури ?
Вăрçă вăхăтĕнчи чăваш литератури аталанăвĕ çинчен Михайлова Надежда каласа парать.
Учитель сăмахĕ. Фронтра юн тăкнă писательсем хăйсен çапăçури ĕçĕпе те, литературăри пултарулăхĕпе те пысăк хисепе тивĕç. Вĕсен сăнарĕсем, вĕсен сăмахĕсем пĕтĕм халăх шухăшĕпе туйăмне палăртса тăраççĕ, пирĕн тăван çынсен вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхне мухтаççĕ.
А.Алка, П.Хусанкай, А.Артемьев писатель фронтовиксен пултарулăхĕ çинчен Евсеева Мария каласа парать.
8-мĕш класра вĕреннĕ Илпек Микулайĕн пултарулăхне аса илесси. «Госпитальте» калаври сăнарсен паттăрла ĕçĕсем: Сергей Михайлов, Оля медсестра, хирург.
А.Е.Алкан «Июнĕн 22-мĕшĕ» сăвва пăхмасăр каласси (Паркин Александр).
Сăвă тишкерĕвĕ.
Çырнин историйĕ: сăвва А.Алка вăрçăн пуçламăш кунĕсенче амансан госпитальте çырнă.
Жанр – сăвă. Пафос – паттăрлăх.
Гражданла лирика. Тăван çĕр-шывпа халăха юратасси, хисеплесси, хÿтĕлесси.
Тема – вăрçă теми.
Тĕп шухăшĕ – совет салтакĕ çĕнтерес шанчăкран пăрăнмасть.
Лирика геройĕ – паттăр салтак.
Илемлĕх мелĕсем – сасăсен янăравлăхĕ (аллитерации, ассонанс).
П.Хусанкайăн «Таня» поэмăн 2-мĕш сыпăкне пăхмасăр каласси (Жандарова Ольга)
А.С.Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повеçне тишкересси.
«Симĕс ылтăн» - психологилле повесть.
Тема. Чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев, вăрçă çулĕсем витĕр тухнă писатель салтак повеçре йывăр кун-çуллă фронтовикăн пурнăçне сăнласа парать.
Тĕп шухăшĕ. Йывăрлăхсене парăнмалла мар. Валентин вак-тĕвек хирĕçÿсене ĕçре пусарать. Ашшĕн ырă ĕçне малалла тăсать. Халăх хисепне каялла тавăрать.
Сăнарсене хакласси: Валентин Актаев, Варсун Аюхин, Аристарх Савиров (колхоз председателĕ) – пĕр ялта ÿснĕ тантăшсем, виççĕшĕ те вăрçăра пулнă.
Натали инке – Валентин амăшĕ, Петĕр мучи (Петр Михалч) – Валентин ашшĕ.
Нина Атласкина – хăмлаçăсен звеньевойĕ;
Федор Иванович Кузнецов – колхоз тимĕрçи; Урхи мучи – утарçă.
Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси.
-
Тăван çĕр-шыв çинчен калаканнисем:
-
Тăван çĕр-шыв сывă пулсан тăван йăву та пулĕ сан;
-
Тăван çĕр-шывран хакли çук;
-
Паттăрсем çапăçу хирĕнче çуралаççĕ;
-
Вăрçăра – вилĕм, мирте – пурнăç;
-
Ан пултăр вăрçă нихăçан;
-
Тăван çĕр-шывсăр этем юрăсăр шăпчăк пек: унăн савăнăçĕ те, хуйхи те çук;
-
Тăван çĕр-шывра хĕвел те ăшăрах;
-
Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак;
-
Тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван халăхран хакли нимĕн те çук.
-
Юлташ çинчен калаканнисем:
-
Хăвна вилме тивсен те юлташна çăлса хăвар;
-
Юлташсăр çын – тымарсăр йывăç;
-
Юлташсăр çын – çунатсăр кайăк;
-
Юлташ çук пулсан – тупма тăрăш, тупсан – упрама тăрăш;
-
Чăн-чăн юлташ инкекре палăрать;
-
Юлташна ан пăрах – юлмăн хăрах;
-
Пĕччен йывăçа çил ытларах тустарать;
-
Туслăх çынна çунат хушать;
-
Шанчăклă тусăн хакĕ çук;
-
Юлташу хăвăнтан ăслă пултăр;
-
Юлташпа – вăйсăрри те вăйлă;
-
Туслăхра – вăй та, çĕнтерÿ те;
-
Пĕр-пĕрне пулăшасси – çĕнтерÿ тăвасси.
-
Тĕрĕслĕхпе чăнлăх çинчен:
-
Тÿрĕ пурăннине нимĕн те çитмест;
-
Суяпа инçе каяймăн;
-
Чăнлăха хĕç витмест;
-
Тĕрĕслĕх вутра та çунмасть, шывра та путмасть;
-
Тĕрĕслĕхе мухтаççĕ, ултава ылханаççĕ;
-
Пĕрре улталăн, иккĕ улталăн, виççĕмĕшĕнче ларса макăрăн;
-
Ырă ĕç хăйне хăех мухтать;
-
Ы рут пуласси тихаран паллă, ыр çын пуласси ачаран паллă;
-
Усал ĕç тусан халăх умĕнче ырă ят илтеймĕн;
-
Кам ĕçре чыслă, вăл хисепе тивĕçлĕ;
-
Халăх ĕçĕшĕн тăр хăюллă, яту ĕмĕре юлĕ мухтавлă;
-
Аçу-аннÿн, чăваш халăхĕн тата аслă çĕр-шывăн тивĕçлĕ ывăлĕ пул. Çын пул!
«Çĕр çинче этем нумай, çынни сахал»,- тет пĕр сăввинче Петĕр Эйзин.
Кам вăл этем? Кам вăл çын?
Çын пулас тесен ырă шухăшлă, ырă ĕçлĕ, ырă чунлă пулмалла. Чи çывăх çыннăмăрсене – аттепе аннене, асаттепе асаннене, аппасемпе йăмăксене, пиччесемпе шăллăмсене, тăван-хурăнташа, юлташсене – юратса ăнлансан, кирлĕ чухне пулăшма ÿркенмесен, хисеплесен, упрама тăрăшсан çеç, чунра ырлăх пулсан çеç Çын ятне илме пулать.
Пĕтĕмлетÿ: А.Алка, П.Хусанкай сăвви-поэмисенчи паттăр салтаксем; А.Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повеçĕнчи тĕп сăнар Валентин – чăн-чăн Çынсем.
Митта Ваçлейĕн «Тав сана» сăвви янăрать. Ку сăвва вăл П.Хусанкая халалланă.(Иванова Екатерина калать).
Тишкерĕве А.Алкан «Бранденбург хапхи умĕнче» сăввипе вĕçлетпĕр. Илемлĕ вулав – Николаев Иван.
Ку сăвва поэт 1945-мĕш çулта Берлинта шăпах вăрçă пĕтеспе çырнă.
Жанр – сăвă. Паттăрлăх хавхи. Совет салтакне мухтакан, ырлакан, чыслакан сăвă.
Гражданла лирика – халăхпа Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе туйни, телейлĕ малашлăхшăн кĕрешни.
Тема – вăрçă теми.
Тĕп шухăш – Берлина çитнĕ паттăр салтак вăрçăн вăрăм та тертлĕ çулĕ çинче чунĕпе çирĕпленсе вăй илнĕ, хăй чысне çере ÿкермен, нумай çĕр-шыва фашизм чуралăхĕнчен хăтарнă. Тăшмана аркатса, вилĕме çĕнтерсе Аслă Çĕнтерÿ патне çитсе тухнă.
Проблема – салтак тивĕçĕ, чысĕ.
Сăвă композицийĕ – лирикăллă монолог.
Лирика геройĕ – Аслă Çĕнтерÿ патне çитнĕ паттăр салтак.
Тĕрĕслев тесчĕ
1.Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хăçан пуçланнă?
а) 1918ç.; ă) 1941ç.; б) 1945ç.;
2. Çар пичетĕнче вăй хунă çыравçăсем.
3. «Вутра сахал-и пĕтрĕ Çеçпĕл?» тесе çырнă вăрçăран йывăр аманса таврăннă сăвăç.
а) Петĕр Хусанкай; ă) Алексей Воробьев; б) Илле Тукташ.
4. «Чăваш дивизийĕ çинчен» каласа паракан поэма авторĕ.
а) Я.Ухсай; ă) И.Тукташ; б) А.Петтоки.
5. 1941-1945 çулсенче палăрнă жанрсем.
а) проза, фантастика; ă) драма, детектив; б) поэзи, публицистика.
6. «Çап фашиста ураран –
Вăл малалла ан уттăр!
Хăйĕн юнлă урине
Пирĕн çĕре ан пустăр!» тесе ăсатнă салтаксене ватă халапçă.
а) Николай Шелепи; ă) Кашкăр Микули; б) Данилов-Чалтун.
7. Унăн вирлĕ сăмахĕсене гранит çине касса çырнă:
«Юншăн юн»
Ирсĕр вилĕмшĕн – вилĕм!
Малалла – тăшмана çĕнтерме!»
а) Кĕçтук Кольцов; ă) Илле Тукташ; б) Яков Ухсай.
8. Вăрçă çулĕсенче чăваш поэчĕсем миçе поэма çырнă?
а) 18; ă) 15; б) 16.
9. П.Хусанкайăн чăн хушамачĕ.
а) Шумков; ă) Илларионов; б) Казанков.
10. П.Хусанкай çуралнă ял.
а) Кăнна Кушки; ă) Урхас Кушка; б) Сиктĕрме.
11. Малтанхи тапхăрта Хусанкай сăвă ăсталăхне камран вĕреннĕ?
а) К.Ивановран; ă) М.Çеçпĕлрен; б) Н.Полоруссов-Шелепирен.
12. П.Хусанкайăн 1-мĕш сăвви.
а) «Шинель»; ă) «Мерчен»; б) «Ирĕк тимĕрçĕ».
13. «Июнĕн 22-мĕшĕ» сăвă авторĕ, 4 хут аманнăскер.
а) А.Алка; ă) П.Хусанкай; б) Я.Ухсай.
14. Писатель хайлаври ĕçсене, сăнарсене, пурнăçа мĕнле шухăш-туйăмпа хакласа çырнине мĕн теççĕ?
а) пафос; ă) тема; б) жанр.
15. А.Артемьев çуралнă çул.
а) 1924ç.; ă) 1900ç.; б) 1907ç.
16. Актаев тыткăна мĕнле лекнĕ?
а) хăй ирĕкĕпе; ă) ăна такам сутнă; б) ăнсăртран.
17. «Симĕс ылтăн» повеçри тĕп хирĕçÿ камсем хушшинче пулса иртет.
а) Валентинпа Савиров; ă) Нина юратăвĕпе иккĕленĕвĕ; б) Валентинпа Варсун.
18. «Сÿтĕк мунчала пулмалла мар пурнăçра»,- çак сăмахсене кам пирки калама пулать?
а) Аюхин; ă) Савиров; б) Актаев.
19. Нина Савировпа çывăхланни сăлтавĕ.
а) Телейлĕ пулас килни; ă) Савиров хăй çине тăни; б) Валентина мани.
20. «Симĕс ылтăн» повеçри чăн-чăн туссем.
а) Нинăпа Валентин; ă) Савировпа Аюхин; б) Валентинпа Варсун.
Урока пĕтĕмлетни. «Симĕс ылтăн» повесть тăрăх çырнă сочиненисене вуласси.
Ачасен ĕçне хакласси.
Килти ĕç. Альбом валли вăрçă çинчен материал пухмалла.
Достарыңызбен бөлісу: |