Класс сехечĕ «Эп чăваш пулса çуралнă»



Дата02.07.2016
өлшемі74 Kb.
#172849
Класс сехечĕ « Эп чăваш пулса çуралнă»

Сапăрлăх тĕллевĕ: Тăван çĕр-шыва, чăваш халăхне, тăван культурăна, чăваш чĕлхине юратма вĕрентесси.

Вĕренӱ тĕллевĕ: Чăваш Республикин ятне çĕкленĕ мухтавлă çынсемпе паллаштарасси.

Аталантару тĕллевĕ: ачасен пĕлĕвне ӱстересси, хăйсен шухăшне пĕтĕмлетсе калама

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем
Класс сехечĕн йĕрки:

Чăваш чĕлхи кунне Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕн 1992 - мĕш Çулхи ака уйăхĕн 9 - мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн аслă вĕрентекенĕмĕр И. Я. Яковлев Çуралнă кун уявлама тытăннă.

Чăваш Республикин территорийĕ пысăках мар пулин те, халăх йышĕпе ăна Раççейри çынсем йышлă пуранакан регионсен шутне кĕртеçĕ. Кунта 1 миллион та 300 пине яхăн çын пурăнать. Чăваш халăхĕпе пĕрле 60 тĕрлĕ халăх представителĕсем пурăнаççĕ. Çĕр чăмарĕнчи 4 пин халăх хушшинче чăвашсем 225-мĕш вырăнта, Раççейре 4-мĕш вырăнта тăраççĕ.

Чăваш çĕр-шывĕнче ырă, ĕçчен, пултаруллă çынсем пурăнаççĕ. Мĕн ĕлĕкрен чăвашсем хăйсен сăпайлăхĕпе палăрнă. Пирĕн халăхăн чаплă та мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕ сахал мар. Вĕсенчен чылайăшĕ чăваш ятне тĕнче шайне çĕкленĕ. Чăваш Республикинче нумай паллă çынсем – писательсемпе поэтсем, композиторсемпе художниксем, артистсемпе ученăйсем çуралса ÿснĕ. Кам-ха вĕсем, чăваш ятне çĕклекенсем, чăваш халăхĕн мухтавлă çыннисем ?

Чăваш халăхне çутта кăларас енĕпе чаплă ĕçсем тунипе историне кĕрсе юлнă Иван Яковлевич Яковлев 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутарстан Республикине кĕрекен Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Унăн амăшĕ ача çуратсан виçĕ кунтан вилсе кайнă. Унтан И. Я. Яковлева, сĕм тăлăха, Пахомовсен çемйи усрава илнĕ. Сакăр çулта Ивана Бурундукри шкула вĕренме янă. Унтан вăл çĕр виçекенсен шкулне пĕтернĕ. Темиçе çул хушши çак ĕçпе ĕçленĕ хыççăн Иван Яковлев Чĕмпĕр гимназине вĕренме кĕрет.Ăна ылтăн медальпе пĕтерет. Пултаруллă ачана Хусан университетĕнчи филологи факультетне тÿлевсĕр вĕренме илеççĕ.

Гимназире вĕреннĕ вăхăтра шкул уçать, вĕренекенсене пухать. Чи пĕрремĕш

вĕренекенĕ Алексей Рекеев пулнă. Ушкăн пĕчĕккĕн ÿссе пырать. Чĕмпĕр

чăваш шкулĕ пуçланса каять. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче И.Я. Яковлев Н.И. Ильминский системипе ĕçлет. Малтан ачасене хăйсен тăван чĕлхине вĕрентет, ун хыççăн вырăсла калаçма,çырма хăнăхтарать.

Пулас учительсем Яковлев шкулĕнче лайăх пĕлÿ илнĕ. Вĕренекенсем музыка

инструменчĕпе калама та, сĕтел-пукан ăсталама та, çĕлеме-тĕрлеме те вĕреннĕ, агротехникăпа хурт-хăмăр ĕçне те хăнăхнă.

1871- мĕш çулта И. Я. Яковлев вырăс алфавичĕн сас паллиийĕсемпе усă курса чăваш алфавитне йĕркеленĕ, чăваш ачисем валли пĕрремĕш букварь пичетлесе кăларнă.

И.Я. Яковлев 1930 –мĕш çулхи юпа уйăхĕн 23- мĕшĕнче Мускавра вилнĕ. И.Я. Яковлев тăван халăхшăн нумай ырă ĕç тунă: чăваш ялĕсенче шкулсем уçнă, учительсемпе наци кадрĕсене хатĕрленĕ, ача-пăча валли калавсем çырнă. Чăваш халăхĕ хăйĕн чаплă ывăлĕпе мухтанать, ăна тав тăвать.



Константин Васильевич Иванов Пушкрăт республикинчи Пелепей районне кёрекен Слакпуç ялёнче 1890- мёш çулхи çу уйăхён 15- мёшёнче çуралнă. Ялти шкула пётернё хыççăн Чёмпёрти учительсем хатёрлекен шкула вёренме кёнё. 1909 çулта учитель пулма экзамен тытать.

К. В. Иванов –чăваш поэзийён классикё , куçаруçă, педагог, художник, фотограф. Вăл тĕрлĕ сăвăсен, юмахсен, тата тёнчипе паллă «Нарспи» поэма авторё. К. В. Иванов 1915- мёш çулхи пуш уйăхĕн 23- мĕшĕнче 24 çулта вилнĕ.



Никита Яковлевич Бичурин (мăнах чухнехи ячĕ архимандрит Иакинф) 1777 çулхи авăн уйăхĕн 9 – мĕшĕнче хальхи Шупашкар районĕнчи Типнер ялĕнче çуралнă. Моноголовед, раççей дипломачĕ, çулçӳревçĕ, китай чĕлхине пĕлекен, тухăç тĕпчевçи, прозаик, очеркист, сăвăç. 1799 çулта Хусанти тĕн академийĕнчен вĕренсе тухнă. 1800 çулхи утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче мăнах санне тивĕçнĕ. 

1808-1821 çулсенче Пекинри чиркÿ ĕçченĕсен мисси пуçлăхĕ пулса вай хунă. Çав вăхатрах китай, монгол, тибет чĕлхине тĕплĕн вĕреннĕ. Иакинф истории, географии, лингвистика, философиюриспруденциастрономимедицина, ял хуçалăх трактачĕсене китай чĕлхинчен вырăсла куçарнă. Çакăн ҫинчен темĕн чухлĕ кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсем тĕнче наукишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.Бичурин ĕçĕсене Раççейре кăна мар, Европăра та хакланă. 1828 çулта ăнаРаççей ăслăлăхсен академиĕн пайташ-корреспондент шутне суйласа илнĕ.1831 çулта Парижри Ази обществин шутне кĕртнĕ. 1834, 1839, 1843, 1849 çулсенче вăл Раççĕйĕн ăслăлăх шайĕнчи чи пысăк паллине, Демидов премине тивĕçлĕ пулнă.

1853 çулхи çу уйăхĕн 23 -мĕшĕнче Санкт-Петербург хулинче вилнĕ.

Алексей Николаевич Крылов 1863 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче халĕ Пăрачкав районне кĕрекен Висяга ялĕнче çуралнă. Вăл тинĕс училищинчен, Санкт-Пе­тербург университетĕнчен, Тинĕс çар академийĕнчен вĕренсе тухнă.

Алексей Крылов — карап тавас енĕпе ĕçленĕ учёнăй, математик, инженер.

Унăн ăслăлăх ĕçĕсем Раççей карапĕсене çаврăнăçуллăрах тата çирĕпрех тума май панă.

Акăлчансен карап тавас енĕпе ĕдлекен инженерсен обществи хăйĕн историйĕнче пуçласа Раççей учёнăйне — А.Н. Крылова — ылтăн медаль парса чыс тунă. Унăн наукăри çитĕнĕвĕсем карапсем тăвас ĕçре паян кун та чи пахисен шутĕнче. Учёнăй 1945 çулта вилнĕ. 1963 çулта вара А. Крылов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Висяга ялне Крылово ят пана, каярахпа унта аслă ентешĕмĕр ячĕпе музей уçнă.



Николай Васильевич Никольский, — «Хыпар» хаçата никĕслекенĕ, чăваш чĕлхи тĕпчевçи. 1878 çулта çу уйăхён 7-мёшёнче халё Муркаш районне кёрекен Купăрля ялёнче çуралнă. 1903 çулта вăл Хусанти тĕн академийёнчен вёренсе тухнă, унтан академи çумёнчи курсра тата земствăн учительсем хатёрлекен шкулёнче, Хусанти учительсен семинарийёнче чăваш чёлхи вёрентнё, наука ёçне тытаннă. Истори ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор, XVIII ĕмĕрти чăваш çырулăхĕн палăкĕсене тĕпчекенĕ. Лексикографи ыйтăвĕсемпе те ĕçленĕ. Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсен историне, культурине, йăли-йĕркине, сăмахлăхне тĕпченĕ. Н.В. Никольский — чăвашсен малтанхи ученăй-историкё, этнографё, истори наукисен докторё. 1906 ҫулхи кăрлачăн 8-мёшёнче Николь­ский чăвашсен пёрремёш хаçатне — «Хыпар» хаçата йёркеленё, унăн редакторё пулнă. Каярахпа ку хаçат «Канаш», «Чăваш коммуни», «Коммунизм ялавё» ятпа тухса тăнă. 1991 çулта хаçата малтанхи — «Хыпар» — ята тавăрнă.

Н.В.Никольский 1961 çулта вилнĕ.

Çулсеренен çу уйăхĕнче Н.В.Никольскин çуралнă кунне палăртса, унăн ячĕпе хисепленекен Шупашкарти педагогика колледжĕнче педагогика вулавĕ иртет. Кунта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем паллă профессорăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ çинчен тĕплĕн каласа параççĕ. Унсăр пуçне вулава Н.В.Никольский çуралнă çĕрĕнчен, «Хыпар» хаçат редакцийĕнчен, Чăваш патшалăх гуманитарии институтĕнчен килнĕ хăнасем хутшăнаççĕ.
Андриян Григорьевич Николаев Чăваш Республикинчи Сёнтёрвăрри районёнчи Шуршăл ялёнче 1929 çулхи авăн уйăхён 5-мёшёнче çуралнă. Вăл Сёнтёрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумне, Черниговри çар училищине вёренсе пётернё. А. Г. Николаева космонавтсен шкулне вёренме суйласа илнё. Пĕрремĕш хут тёнче уçлăхне 1962-мёш çулхи çурла уйăхён11-15 мёшсенче «Восток-3» караппа вёçсе хăпарнă. 1968-мĕш ҫулта Жуковский ячёллё сывлăш çар академине вĕренсе пётернё. Вăл 1970-мёш çулта 2-мё ш хут «Союз-9» космос карапĕн командирĕ пулса Виталий Севастьяновпа пёрле вёçсе хăпарнă.

Икё хут Совет Союзён геройё, авиаци генерал-майорĕ. Ун ятне шкулсене, урамсемпе парксене панă. А. Г. Николаев 2004 çулхи утă уйăхĕн 3- мĕшĕнче вилнĕ.



Вера КузьминичнаКузьмина 1923 –мёш çулхи юпа уйăхĕн 16 -мĕшĕнче Тăвай районёнчи Еншёк Нăрваш ялёнче çуралнă. Мускаври театр исскуствин институтне пётернё хыççăн 1947-мёш çултанпа Шупашкарти Чăваш академи драма тетрёнче ёçлет. Сцена çинче 60 çул ёçленё май нумай рольсенче вылянă. Вёсенчен: Клавье «Пушар лаши», Кётерук «Кай, кай Ивана». Вăл «Хура çăкăр» , «Нарспи», «Айтар», «Юнлă туй» спектакльсенчи анне сăнарёсене те ăнăçлă вылять. Чăваш академи драма тетрёнче, пётём республикăра Вера Кузьминан 80, 85, 90 çулхи юбилейне анлă паллă тунă.

Вера Кузьмина республикăри обществăлла анлăн хутшăнать: тĕрлĕ мероприятисенче, фестивальсенче, смотрсенче пулать.



Николай Иванович Ашмарин –ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи чи паллă тюрколог- учёнăй. Вăл, вырăс çынни, 65 чĕлхе пĕлнĕскер, пĕтĕм пурнăçне чăваш чĕлхине тĕпчес ĕçе панă.

Николай Иванович Ашмарин 1870 çулта Етĕрне хулинче çуралнă. Пулас учёнăйăн ачалăхĕ Кăрмăш хулинче иртнĕ. Гимназире вĕреннĕ вăхăтра вăл хăй тĕллĕнех чăваш, араб, перс, турккă чĕлхисене вĕреннĕ.

1890 çулта Н. Ашмарин Мускаври хĕвел тухăç чĕлхисен институтне вĕренме кĕнĕ. Аслă пĕлӳ илсен тĕрлĕ институтсемпе университетсенче ĕçленĕ.

1925 çулта Николай Ивановича наукăри пысăк çитĕнӱсемшĕн диссертации хӳтĕлемесĕрех тюркологи докторĕн учёнăй степеньне пама йышăннă. Ашмарина ют çĕршывсене темиçе хутчен те ĕçлеме чĕннĕ, пысăк шалу шантарнă. Анчах Николай Иванович тăван çĕршывран ниçта та тухса кайман.

Н. И.Ашмарин 1933 çулта Хусан хулинче вилнĕ, ăна унтах пытарнă. Шупашкарти пĕр урама унăн ятне панă.

Н.И.Ашмаринăн чи паллă ăслăлăх ĕçĕ- « Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Словарь чувашского языка». Вăл 17 томран тăрать, вĕсенчен 40 пине яхăн чăваш сăмахĕ. Николай Иванович çак словаре хатĕрлес тесе 30 çул ытла тăрăшнă. Словаре авалхи сăмахсене кĕртнĕ. Ашмарин словаре кĕртмен пулсан çак сăмахсем, тен, тахçанах чĕлхерен çухалнă пулĕччĕç.



Надежда Васильевна Павлова- тĕнчипе паллă балерина. Вăл 1956 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă. Вăл Пермьри хореографи училищинче вереннĕ чухнех балет артистчĕсен пĕтем тĕнчери конкурсĕнче Гран-при (чи пысăк награда) çĕнсе илнĕ. Пермьри оперăпа балет театрĕнче, Мускаври Аслă театрта ĕҫленĕ. Надежда Павлова Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн, Совет Союзĕн тава тивĕлçĕ артистки.

Василий Иванович Чапаев 1887 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче Шупашкар çумĕнчи

Будайка ятлă вырăс ялĕнче çуралнă. Халĕ ку ял вырăнĕ хула варринче тăрса юлнă. В. И. Чапаев 1-мĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. Ăна çапăçури паттăрлăхсемшĕн Георги медалĕпе тата Георги хĕресĕн 3 степенĕпе наградăланă. Вăл вăрçăра кĕçĕн унтер-офицер, аслă унтер-офицер, унтан фельдфебель пулса çапăçнă. Революци хыççăн Граждан вăрçине хастаррăн хутшăннă, 25-мĕш дивизии командирĕ таран çĕкленме пултарнă. Унăн пурнăçĕ

Лбищенск станици патĕнчи çапăçура татăлнă.

Граждан вăрçи геройĕ ĕмĕр-ĕмĕрех пирĕн асра юлĕ.

Республикăри хуласемпе районсенче 44 урама, Етĕрнери лаша заводне, Канаш хулинчи шкул-интерната пирĕн ентеш ятне панă.1986 çулта Шупашкарта Чапаев музейĕ уçлнă.

Саратов облаçĕнчи Пугачёв хулинче 1919 çулта Василий Иванович ĕçленĕ çуртра музей туса хунă. Тепĕр музей Хĕвеланăç-Казахстан облаçĕнчи Чапаев ятлă ялта. Малтан вăл Лбищенска станици пулнă. Вăл 25-мĕш стрелковăй дивизи ĕçленĕ çуртра вырнаçнă.



Самарăра Чапаев урамĕ тата площадь пур.

Достарыңызбен бөлісу:




©dereksiz.org 2024
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет