I. Класа урока хатĕрлесси, темăпа тата тĕллевпе паллаштарасси



Дата19.07.2016
өлшемі33.99 Kb.
#209954
түріУрок
План - конспекта урока.

Урок теми: Аслă вăрçă тата аслă Çĕнтерÿ.


Урок тĕллевĕсем:

  1. Аслă вăрçă тата аслă Çĕнтерÿ çинчен ăнлантарасси тата асра хăварасси;

  2. Паттăрлăх, хăюлăх туйăмсене Тăван çĕршыва юратассине вăйлатасси;

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, карта: «Великая Отечественная война (1941-1945гг.)
Урок юхăмĕ

I. Класа урока хатĕрлесси, темăпа тата тĕллевпе паллаштарасси.

Учитель. Ачасем, паянхи урокра эпир сирĕнпе Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çинчен вĕренĕпĕр.

« Вăрçă…. Пур-ши çĕр çинче çакăнтан хăрушăрах сăмах? Вăрçă вăл- куçсуль,юн, вилĕм, çĕршер çын нуши – терчĕ, хуйхи – суйхи татăлнă ĕмĕчĕ.
II.Çĕнĕ темăна вĕренесси.

Историре Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пек вăрçă пулман. Вăл аркатуллă вăрçăра миллионшар çын пĕтнĕ.



Слайд 3

1941 çулхи июнĕн 22- мĕшĕнче, тул çутăлас умĕн Германии Совет Союзĕ çине ним пĕлтермесĕрех тапăннă. Çапла Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă. Вăл 4 çул хушши пынă е 1418 талăк хушши кĕрленĕ.


Слайд 4

Гитлер пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕме «Барбаросс» ятлă план çирĕплетнĕ.Çав плана пăхăнса нимĕçсем пирĕн çĕр шыва3 енчен тапăнса килнĕ: çурçĕртен – Ленинград çине, варринчен – Мускав çине, кăнтăрта Киев

хули çине.
Слайд 5

Вăрçăн малтанхи кунĕнчех пĕтĕм халăх тăшмансене хирĕç çĕкленнĕ.


Учитель.

Чăваш Республикинчен фронта 208 пин çын ытла ăсатнă, вĕсенчен çурри ытла каялла таврăнайман. Çав шутран:

Туçи- Çармăсран -111 çын фронта кайнă, 57 çын вăрçăран таврăнайман;

Кивĕ Шуртан ялĕнчен - 106 çын фронта кайнă,43 таврăнайман;

Троицкинчен – 59 çын фронта кайнă, 23 таврăнайман;

Тимĕрчкассинчен – 65 çын фронта кайнă, 47 таврăнайман.




Слайд 6

1941 çул декабрь Мускав патĕнчи çапăçура нимĕçсене çапса аркатнă. Вĕсене 150 – 250 километр Мускавран аякка хфваласаянă. Ку вăл пĕррĕмĕш пысăк çĕнтерÿ пулнă.
Слайд 7 Парăнман Ленинград.

Тăшман Совет территорине малтанах шала питĕ хăаăрт кĕрсе пынă. Сентябрь уйăхĕнче Фашистсем Ленинграда хупăрласа илнĕ.Ленинград çыннисем тăшман хупăрласа илнĕ хулара 900 кун пурăннă.Тÿсме çук йывăр пулсан та хăраса ÿкмен, парăнман.

Учитель.

Фашистсем Ленинград çыннисене выçăпа, сивĕпе вĕлерсе пĕтересшĕн, хулана йăлтах çĕрпе танлаштарасшăн пулнă.


Слайдсем 8-9 1942- 1943 2- мĕш февраль Сталинград патĕнчи çапăçу.

1942 çул çулла июль, Сталинградшфн хаяр çапăçусем пуçланнă.3 уйăх хаяр çапăçу пулнă, анчах та хулана нимĕçсене илме паман. Сталинград патĕнче нимуçсен 6-мĕш çарне ункăна илсе парăнтараççĕ.


( Сраница 143 ÿкерчĕк кĕнекере).
Слайд 10 Курск патĕнчи çапăçу.

Çак çапăçăва фашистсем хăйсен питĕ çирĕп те вăйлă танкĕсене хута янă. Танксен ячĕсем: «Пантера» тата «Тигр». Анчах та Совет танкисчĕсем хăраса ÿкмен, Вĕсене сапса аркатнă.



Слайд 11. 1944 çул Совет Союзĕн пĕтĕм территорине ирĕке кăларнă.

Слайд 12 1945 çул апрель уйăхĕнче Берлина Германин тĕп хулине штурмлама пуçланă.Çак çапăçăва Константин Жуков- чаплă полководец, маршал ертсе пынă.

Кану саманчĕ ( Ачасем хусканусем тăваççĕ)
1,2,3,4

Физзарядка тумалла,

Пирĕн вăйлă пулмалла,

5,6,7,8


Эпир пулас салтаксем,

Çĕр шыва сыхлакансем


Слайдсем 13-14 Майăн 9- мĕш фашистла Германие çĕнтернĕ кун.


Слайд 15

Раççейри 7 хулана – Ленинград ( Санкт- Петербург), Сталинград (Волгоград), Мускав, Новороссийск, Мурманск, Смоленск, Тула « герой хула» ята тивĕç пулнă.



Слайд 16

Иртнĕ варçă 27 миллион çын пурнăçне илсе кайнă, 1710 хулапа посёлока аркатнă, 70 пин ытла яла çунтарнă, 6 миллион çурт ишĕлчек купи пулса юлнă, 31850 фабрикăпа завод пĕтнĕ, 400 пин больница, 84 пин шкул, 43 пин библиотека, 427 музей çерпе танлашнă.


Слайд 17

Паллă çар полковочĕсем: Г.К. Жуков, К.КРокоссовский, А.М. Василевский И.С.Конев., Н.В.Ватухин. тата ыттисемте.


Слайдсем 18-21
III Вĕреннине çирĕплетесси
Тест

1.Тăван çĕршывăн аслă вăрçи миçемĕш çулсенче пулса иртнĕ?

  1. 1939 – 1945çç.

  2. 1941 – 1945çç

  3. 1940


2 .Курск патĕнчи çапăçу хăçан пулнă?

  1. 1943ç. июль, август.

  2. 1941ç.

  3. 1943ç сентябрь

3.Мускав патĕнчи çапăçу хăçан пулнă?

  1. 1941ç. январь

  2. 1941ç. декабрь

  3. 1945ç.

4.Ленинградри блокада миçе куна тăсăлнă?

  1. 800 кун.

  2. 900 кун.

  3. 100 кун.

5. Сталинград патĕнчи çапăçу миçемĕш çулсенче пулнă?

  1. 1942 июль – 1943 февраль çулсем.

  2. 1943 январь – 1945 май

  3. 1944 – 1945çç.

6. Çĕнтерÿ кунне хăçан уявлаççĕ?

  1. 1 апрель

  2. 31 декабрь

  3. 9 май.

Слайдсем 22-23
Волков Александр «Манăн асаттен вăрçăри паттăр çулĕ»

Ятлă хăйĕн тĕпчев ĕçĕпе ачасене паллаштарчĕ. Ку ĕçе ачасем тимлĕн итлерĕç.



IV.Кĕнекепе ĕçлесси.

Кĕнекери ÿкерчĕксемпе паллашасси, ыйтусем çине ответлесси.

V.Урока пĕтĕмлетни.
VI.Киле ĕç пани. С. 140-146 вула.

Достарыңызбен бөлісу:




©dereksiz.org 2024
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет