Вăрçă… 65 çул… Аслă Аттелĕх вăрçи вĕçленнĕренпе 65 çул çитрĕ. Анчах халăх асĕнчен тухман вăл, тухас та çук



Дата19.07.2016
өлшемі32.76 Kb.
#209956
Çĕнтерÿшĕн тав
Вăрçă… 65 çул… Аслă Аттелĕх вăрçи вĕçленнĕренпе 65 çул çитрĕ. Анчах халăх асĕнчен тухман вăл, тухас та çук. Сĕмсĕр хаяр тăшманпа, фашистла Германие хирĕç Совет Союзĕнчи мĕнпур халăх пĕр çын пек пулса, чăн-чăн паттăрлăх кăтартса çапăçрĕ. Çавăнпах 1945 çулхи майăн 9- мĕшĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çĕнтерÿпе вĕçленчĕ. 65 çуркунне уйăрса тăрать пире Çĕнтерÿ салючĕ кĕрлесе иртнĕ кунранпа. Анчах никам та, нимĕн те манăçа тухман.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ахрăмĕ, йĕрĕ - суранĕ, çухатăвĕ, куççулĕ халĕ те асрах. Анчах вилĕмпе куçа- куçăн тăнă, вăрçăн терчĕ- нушине тÿснĕ паттăрсен йышĕ çулсеренех чакса пырать. Эпир çапăçу хирĕнче пуç хунисене, йывăр сурана пула вилнисене асра тытса сума сăватпăр. Çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕшĕн хăйсен пурнăçĕсене хĕрхенменнисене çĕре çити пуç таятпăр. Вěсем ĕмĕр- ĕмĕр пирĕн асра. Вĕсен аса илĕвĕ вара темрен те хаклă.

Мăн Токшик ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă ветерансен йышĕ те çулран- çул сахалансах пырать, вăхăт хăйĕннех тăвать ĕнтĕ.

Данилов Григорий Данилович вăрçă ветеранĕ 1924 çулхи раштав уйăхĕн 31- мĕшĕнче йышлă чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ултă пĕр тăван пулнă вĕсем, анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула виçĕ ачи пĕчĕккĕллех вилеççĕ, тата медицина та ун чухне вăйлах пулман. Григорий Данилович Шаптакри пуçламăш шкултан, кайран Токшикри 7 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухать. Шкултан вĕренсе тухсан çамрăк каччă хăйсен ялĕнчи «Динамо» колхозра ĕçлеме пуçлать.Ку вăхăталла колхоз та вăй илсе пынă. Анчах та мирлĕ пурнăçа вăрçă татать. Ялти ытти çамрăксемпе пĕрлех Г.Д.Данилов та хăйĕн ирĕкĕпе Тăван çĕршыва сыхлама кайма шутлать. Малтанах ăна çамрăк тесе тÿрех повестка памаççĕ-ха, каялла киле яраççĕ военкоматран. 1943 çулта, нарăс уйăхĕнче вара ялтан виçĕ каччă вăрçа тухса каять. Егоров Павел Егоровича, Антонов Иосиф Антоновича, Данилов Григорий Даниловича пĕр кун повестка параççĕ. Мари Республикинче «Сурок» лагерьте виçĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн вĕсене Горьки облаçĕнчи Гороховецк лагерьне малалла кĕçĕн командирсен курсĕнче вĕренме куçараççĕ. Унтан вĕренсе тухсан кĕçĕн сержант званине параççĕ. Г.Д.Данилов хăйĕн юлташĕсемпе 1-мĕш Белорусси фрончĕн 219 Кременчук танк бригадинче автоматчик пулса тăшманпа çапăçать. Пĕрре кăна мар вутпа вилĕм хушшинче пулать. Белоруссири Слуцк хули çывăхĕнчи хаяр çапăçура питĕ йывăр аманать. Упкине осколок лекет. Вăрçă хирĕнчен ăна хăйсен ялĕн каччи И.А.Антонов илсе тухать.(Кайран хăй те аманать, вăрçăран хăрах куçсăр таврăнать.) Госпитальте виçĕ уйăх сипленнĕ хыççăн Слуцк хулинче службăра тăрать. «Комендантский надзор» текен полка лекет, хулари пурнăçа йĕркелеме пулăшать. Çĕнтерÿ кунне Г.Д.Данилов Польшăри Ланцберг хулинче кĕтсе илет. Вăрçă пĕтсен те тÿрех киле яман. Симферополь, Житомир хулисем çывăхĕнче вăрман касса пурăннă. Мĕн тăвăн-ха? Салтакăн тÿсес пулать.

Хĕрÿ çапăçусемпе çухатусем, çĕнтерÿ саманчĕ. Мĕн кăна чăтса ирттермен пулĕ ветеран-салтак, анчах нихăçан та пуç усман. Вăрçă хыççăнхи çăмăл мар çулсенче те виçесĕр тертпе нушана пăхмасăр тăван хуçалăхра ырми-канми ĕçленĕ. Колхозăн садне шанса панă Григорий Даниловича. Икĕ гектар çĕр çинче темĕн тĕрлĕ улмуççи, чие, йĕплĕ хурлăхан, сарă, хура, хĕрлĕ хурлăхан тĕмĕсем, çырла ÿснĕ. 1979 çулхине сивĕпе улмуççисем пĕтнĕ, çĕнĕрен чĕртнĕ вăл колхоз садне. Ĕмĕр тăршшĕпех ватă салтак çут çанталăка юратса, ăна ăнланса, унпа пĕр чĕлхе тупса пурăннă. Хăйĕн пурнăçĕнче мĕн чухлĕ йывăç, тĕм çитĕнтермен-ши вăл. Пурнăçри кашни савăнăçлă саманта вăл йывăç лартса паллă тунă. Килĕнче утар тытнă. Пур çĕрте те тăрăшулăхĕпе, кирек мĕнле ĕçе те тÿрĕ чунпа пурнăçланипе палăрса тăнă вăл.

Анчах ÿпкери осколок хăй çинчен, вăрçă пĕтсен, тепĕр 23 çултан аса илтернĕ. Вăхăтра операци туса вилĕмрен çăлса хăвараççĕ салтак-ветерана. Йывăрлăхра та, савăнăçра та унпа юнашар вара ялах юратнă çыннисем пулнă. Мăшăрĕ, Домна Никифоровна, Мăн Токшик ялне пуçламăш шкула ĕçлеме 1943 çулта килнĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăл çак ĕçре тимленĕ.(Шел, икĕ çул каялла вăл пурнăçран уйрăлчĕ.) Яланах пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, килĕштерсе пурăннă вĕсем. Икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ ялти хисеплĕ мăшăр. Çемьере юрату, хăтлăх хуçаланнă. Ачисем, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем килсех тăраççĕ юратнă ашшĕ, аслашшĕ, кукашшĕ патне.

Çулсем сахал мар иртрĕç вăрçă пĕтнĕренпе. Хăрушă вăхăт та манăçа тухмалла пек ку хушăра, сурансем те сипленмелле пек. Анчах ун чухне тÿснĕ йывăрлăхсене, çухатусене асран кăларма йывăр иккен. Тупăсем пенине, бомбăсем çурăлнине аса илсен чунĕ тăвăлса килет вăрçă ветеранĕн. «Тутă хырăмпа, ăшă тумпа выляса-кулса ÿсме тÿр килмерĕ пире. Эпир мĕн курнине, мĕн тÿснине ачамсем, мăнуксем ан курччăрах»,- тет вăрçă ветеранĕ.

Чи пысăк та мухтавлă уявра – Çĕнтерÿ кунĕнче - вăрçă ветеранĕ хăйĕн костюмне тăхăнать. Кăкăр çинчи кашни награди мĕн тери пĕлтерĕшлине вара пĕр хăй кăна пĕлет.

Хисеплĕ Григорий Данилович! Нумай хурлăх тÿсме тивнĕ сире. Анчах эсир тÿссе ирттернĕ – хуçăлман, чун ăшшине çухатман.

Сире ырлăх-сывлăх, вăрăм кунçул, телей сунатпăр. Тавах сире пуриншĕн те. Тавах сире Çĕнтерÿшĕн.



Евстафьева Ю.Н.

Тойкилтĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан

тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Достарыңызбен бөлісу:




©dereksiz.org 2024
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет