Литература кафедри Ёут ёантал=к, ч\р-чун, кай=к-к\ш\к ёинчен калакан текстсем



Дата07.07.2016
өлшемі334.55 Kb.
#182013
Ч=ваш Республикин В\рентъ тата Ёамр=ксен политикин министерстви

Ч=ваш Республикин в\рентъ институч\

Ч=ваш ч\лхипе литература кафедри

Ёут ёантал=к, ч\р-чун, кай=к-к\ш\к ёинчен калакан текстсем

53-м\ш шкулта в\рентекен

Т. В. Актисов=н проект \ё\
Шупашкар

Ёут ёантал=к, ч\р чун, кай=к-к\ш\к ёинчен калакан текстсем

Проблема:

  • ачасен пуплевне аталантарма текстсем нумай пул=шаёё\. В\сен содержанине калан= май кашниех ч=ваш ч\лхин синтаксисне, морфологине, лексикине алла илет. Каласа пама сюжетл= текстсем ё=м=лрах. С=нлав текстсен содержаний\ йыв=ртарах, анчах в\сен усси пыс=крах. Ёакнашкал текстсем шутне ёут ёантал=к, кай=к-к\ш\кне, ч\р чунсене с=нлаканнисем к\реёё\.В\сене пухса сборник тусан выр=с шкул\нче \ёлекен учительсемпе в\ренекенсене пыс=к пул=шу пама пул\чч\.


Т\ллев:

  • ачасен пуплевне аталантармалли материал хат\рлесси.


Задач=сем:

  1. Ёут ёантал=кпа ёых=нн= текстсене пухасси.

  2. Текстсене вакрах тем=сем ёине ушк=нласси.

  3. Текстсене ачасен пуплев\нчи лексик=па грамматика минимумне тив\ётермелле пуянлатса й\ркелесси.

  4. Пал=ртн= тематика т=р=х текст пуххи т=васси.


Проект тыт=м\

Ум\н калани

Ч=ваш ч\лхи урок\сенче ёут ёантал=к ёинчен калакан текстсен п\лтер\ш\.



1. Текстсене тем=сем т=р=х ушк=нлани

  • Ч=х–ч\п

  • Кай=ксем – т=ван таврал=х илем\

  • Ч\р чун т\нчи

  • Ъсен – т=ран

  • Т=ван ё\р-шыв ёыв=х та пылак

Ус= курн= литература

Ум\н калани

Ёут ёантал=к пурл=х\пе, ун=н пуянл=х\пе кулленхи пурн=ёра ус= куратп=р. В=л ёынна пур=нма чи кирли. Ёав=нпа ёамр=к =р=ва ёут ёантал=ка юратма,=на хът\леме, упрама в\рентесси - воспитани \ё\нчи кашни учител\н пыс=к тив\ё\. Т=ван таврал=ха юратакан, ун=н пурл=х\пе п\лсе ус= куракан к=на культур=лл=, =сл=, явапл= ёын пул\. Ачасене т\р\с ёит\нме пул=шакан пархатар - х=й пур=накан таврал=хпа, ёут ёантал=кпа т\пл\н паллаштарни. Апла пулсасс=н учител\н ч=ваш ч\лхи урок\сенче ёут ёантал=к ёинчен калакан текстсемпе анл=н ус= курмалла.В\семех ачасен тавракур=мне, шух=шлавне аталантарма, т\рл\ енл\ ыйт=в\сене те май\пен уёса пама пул=шаёё\. Ачана с=нама, танлаштарма, п\р \ёпе теприн хушшинче ёых=ну пуррине курма, п\т\млетъ тума х=н=хтарса пыраёё\.

Шкул учебник\сене к\ртн\ текстсем пуёне эп\ уроксенче т\рл\ хаёат-журналтан илн\ материалсемпе те ус= курат=п. В\сене т\рл\ тематика т=р=х ушк=нлан=: «Ч=х-ч\п», «Кай=ксем – т=ван таврал=х илем\», «Ъсен-т=ран», «Ч\р чун т\нчи», «Т=ван ё\р-шыв ёыв=х та пылак». Пур\ 62 текст.

Т\р\с, выр=нл= к\ртсе \ёлесен пир\н текстсем ачасен =с-т=нне, ыр= к=м=л-туй=м\сене, чун пуянл=хне аталантарма пул=ш\ё.




1. Текстсене тем=сем т=р=х ушк=нлани

Ч=х-ч\п

Ч=х-ч\п
Урамра ч=хсем чупаёё\,

Ч\пписем хыёё=н пыраёё\.

П\р ч\ппи т=рса юлать,

+нс=ртран ё\тсе каять.

-Анне, =ёта эс, =ёта?

Эп\ юлт=м ёухалса.

-Ч\пп\м, кил кунта часрах,

Эп ёърет\п ёак=нтах!

(К.Александрова// «Тант=ш»,2007,авг. 30.)


Хур аёи
Кил картинче

Какалать хур аёи,

Туллии чаш=кпа

Тухать кил хуёи.

Ула хур ами

Й=вара ларать,

Курсан ч\пписене

Хур аёи ташлать…

Чун\ сав=нать -

Ч\пписем нумай

Ир-каё в\сене

В=л сыхлать п\рмай

Урам варрипе

Чупать х\р ача,

Курсан ачана

Х=мсарать хур аёи.

(Г.Семенова(Вескер)\\ «Тант=ш»,2007,ут= 29.)
Ял хыпарёи пур=нать,

Ял-ял урл= сас парать.(Автан.)


Качалл= ура,

Пуё\нче тура,

Хыё\нче ёурла-

Ирсерен юрлать.(Автан.)


Ирпе ирех в=ранать,

Ял в=ратма тыт=нать.

Х=рамаст=п эп унран,

Ку в=л пирен тус-…автан.



Кай=ксем - т=ван таврал=х илем\
Ёурхи илем.
Ёитр\ ёеп\ё ёуркунне,

Ёеёп\л ёурч\ ёеёкене.

Йыв=ёсем папкаланаёё\,

Чечексем ш=рёаланаёё\.


М\н тери хитре ёантал=к

Ёут т\нче в=ранн= чух!

М\н тери хавасл= хал=х

Кай=ксем юрлан= чух!

( М.Порядкова\\ «Тант=ш»,2007ё.,авг.30.)

.

Телей сунт=м кай=ка.


Ылт=н х\вел ёути мана ирех ыйх=ран в=ратр\. Уё= чъречерен варк=шса к\рекен ёил ачашш=н питрен с\рт\нч\. Эп\ куёа уёр=м.

Паян п=хса ытармалла мар кун. Юлташ=мпа в=рмана ёитсе килме шутлар=м=р.

Ч=н-ч=н юмах т\нчине ёаклант=м=р.Кунта тем т\рл\ йыв=ё ъсет: в\рене, юман, ш\шк\...Сывл=ш\ тата еплерех чуна ё\клет!

Малтанах эпир чечек пуётарт=м=р. Пуё к=ш=л\ те тур=м=р.

Яла кайма пуётар=нн= чухне сукмак ёинче аманн= кай=ка ас=рхар=м=р. +на, паллах, киле илсе кайр=м та асаннене к=тартр=м.П\ч\кскере епле сиплемеллине в=л в\рентр\ те мана.

Ч\п\ малтанхи кунсенче ним\н те ёимер\. Кайран вара ё=к=р т\пренч\к\ш\н каёса каякан пулч\.

Ут= уй=х\нче утма в\ренн\скере в=рмана кайса ят=м. Телей, =н=ёу сунт=м =на.

(И.Алексеева. «Тант=ш»,2007,авг.9)


Ик\ х\р ача, Литюкпа Лисук, кърш\лл\ пур=наёё\, пит\ тусл=скерсем, вылясса та яланах п\рле выляёё\. Ак= паян та Лисук Литюксем патне в\т\ртеттерсе ёитр\. Ик\ п\ч\к х\р васкасах урама тухр\ё.

Тулта ёурхи ёантал=к калама ёук илемл\. Х\вел куёа шартарса п=хать. Юр ир\лн\ёем ир\лет, =ёта к=на ан п=х - пур ё\рте те ш=нк=ртатса шыв юхать. Хуралса т\кс\мленн\ ёулсем ёинче ёерёисем ч\в\лтетеёё\. Ш\в\р в\ёл\ п=р х\рисем вите-сарай т=рринчен п\р в\ё\м тумла ш=п=ртатать.Й=мра тураттисем хушшинчен курак краклатни илт\нет.П\т\м ёут ёантал=к ч\р\лет. Литюксен ум\нчи й=мра та папка к=ларн=,ёурхи =ш= ёил в\рн\ май=н в=л м=наёл=н саркаланса ларать. Хапха т=рринчи в=р=м шалча ёинче ёинче –ш=нк=рч в\лли. /нер ёав=нта п\р м=ш=р ш=нк=рч килсе вырнаёр\. Хал\ ав= п\ри в\лле умне ларн= та ёунат ёапсах сав=к юр= ш=рантарать. «Эп\ килн\, курт=р-и ?»- тесе юрлан=нах туй=нать. Ш=нк=рчне =на Литюк Эрне маларахах к\тетч\-ха, в\ёсе килмен-и тесе ёыв=рса т=н=-т=манн кашни кун кант=кран ч=т=мс=рр=н пыра-пыра п=хатч\. /нер ирхине ш=нк=рч ларнине курсан в=л ёав тери х\п\ртенипе к=шк=рсах яч\:

- Анне,анне! Пир\н ш=нк=рч! Ав, курат=н-и?

Литюк к=шк=рса ярсан ам=ш\ те чърече патне пырса в\лле т=рринче юрлакан ш=нк=рч ёине тинкарсе п=хр\.

- Епле сав=нн= в=л т=ван килне в\ёсе тавр=нн=ш=н.П=х-ха эс =на, - х\п\ртер\ ам=ш\ те х\р ачи пекех. - Ах=ртнех, в\ллине Ур=ххи йыш=нманш=н пит\ к=м=лл= пул\ \нт\.

Ак= хал\ х\р ачасем ёълелле п=хн= та ш=нк=рча с=наёё\.Леш\ к\леткипе т\рл\ еннелле ёавр=на-ёавр=на юрланинчен т\л\неёё\. Ёав тери сав=ннипе кай=к ёунатне ёапа-ёапа илет…

(Лидия Иванова-Сарине.Кукамай=н сар ч=ххи. - Шупашкар,1990, 3-4с.)
Ч=пар кай=к ав=тать

Ч=р=ш т=рри ав=нать. (Куккук.)

П\в\-сий\ п\р т\рл\,

П\сехисем х\п-х\рл\.(Уй=п.)


В\ёсе ёърет ёиё\м пек,

В=р=м хъри сен\к пек.(Ч\кеё.)


Ёурхи кунш=н сав=нать-

Ёунат ёапса ш=х=рать.(Ш=нк=рч.)


Них=ёан та,них=ёан та

Нимле й=ва ёав=рмасть,

Них=ёан та,них=ёан та

Ларса ч\п\ к=лармасть.(Куккук.)


+ш= енчен тавр=нч\,

Ё\н й=ваш=н сав=нч\,

Ёунат ёапса ш=х=рч\.

Ку- ыр кай=к,..(Ш=пч=к.)

(Ник.Ытарай. Т\рл\ т\рленч\к-ылт=н т\рленч\к. – Шупашкар, 2007.)
Авалхи автук

Авалхи кай=сенчен п\ри в=л - кар=к.

/л\кхи ёак к\рнекл\ те сумл= кай=ксем Ч=ваш ё\р-шыв\нчи в=рман\сенче те йышл= пулн=.

Кар=к - в=рман кай=к\. В=л с\м в=рманти улах выр=нсенче,ёын пырса к\мен ё\рсенче пур=нма юратать. Пуринчен ытла хыр в=рманне к=м=ллать. Хырл=х - кар=кш=н ырл=х..

Кар=к-самаях пыс=к кай=к. Х=ш\сем улт= килограмм е ытларах та туртма пултараёё\.В\сен апач\- с\м в=рманти к=вак ёырла,

ё\р ёырли,хура ёырла,хур=н ёырли. Х\ле к\рсен вара хыр л=ссисене тата ялан еш\л ларакан урт=ш ч=маркисене ёиме тыт=нать.

Ку кай=ксем м=ш=рпа пур=нмаёё\, амисемпе аёисем уйр=мшар=н в\ёсе ёъреёё\. Кар=к амин ав=тмал=х сас ёук, ёав=нпа ав=тмасть. Ав=таканни - аёи, в=рман автан\.

В=рман автанне халиччен курман пулсан – курма васк=р! Авалхи кай=ка курасси - пыс=к сав=н=ё.Кар=к в=рман\сем ёыв=хра ёук пулсан в=л пур=накан выр=нсене х=нана каяс пулать.

В=рман,кар=к кил\,в=ртт=нл=хпа тулса т=рать. Кунта в=ртт=нл=х хуёа. Кар=к та сыхланса пур=нма х=н=хн=скер, сассипе мухтанмасть,янратса т\нчене т\л\нтерме те шутламасть. Ун=н сасси туй=мл=.пулас м=ш=рне сав=нтарма \н\рлен\ \м\тл\ сас=. Ёав=нпа та в=рман автан\ килти автан пек к=шк=рса ав=т масть,пулас м=ш=рне к=с=клантарас тесе, =на юрас тесе юрлать.Юр= =сти пулас тесе мар.юр=хл= м=ш=р тупас тесе юрлать.

В=рман автан\ ахаль автан мар, туй=мл=скер. Выр=ссем кар=ка «глухарь» теёё\. Ку \нт\ х=лхас=р тенине п\лтерет. Анчах та кай=к х=лхас=р мар,ун=н х=лхи пит лай=х илтет. Кар=к=н куё\ те вит\р куё,ёив\ч куё. Хускалакан япалана пит\ лай=х курать. Ёав=нпа та кар=к патне ёывхарн= чухне пит\ ас=рханулл=, тимл\ пулас пулать.Унс=р=н авалхи кай=ка х=йне те кураймаст=н,ун=н сассине те илтеймест\н.Куёпа курмал=х ёывхарт=н пулсан вилн\ пек пул, ан хускал. М=ш=р куёна малалла ыв=т та ыв=нса ёитичч\н с=на.

(Н.Ытарай. Т\рл\ т\рленч\к-ылт=н т\пренч\к. - Шупашкар,2007.)

+сату


Ял ёумне,ёерем ёине,

Ларса тухн= кураксем.

К=нт=ра кураксене

+сатаёё\ чанасем.


-Чипер кай=р,кураксем! -

Ёуй=хаёё\ чанасем.

Чипер юл=р,чанасем! -

Янрашаёё\ кураксем.


Кураксем сиккелесе

Кар ё\кленч\ё тъпене.

Юр п\рчи в\лт\ртетсе

Ъкр\ ман тута ёине.

(Н.Карай. Нарт-нарт к=вакал. - Шупашкар,2003. - 46 с)
Ш=нк=рч

Ш=нк=рч хал\ юрламасть,

Юрлама та юрамасть,

Пыс=к-ёке ёемйи ытла та,

Ч\пписем апат ыйтаёё\,

Ё=варне карса лараёё\,

Ам=шне к\тсе шавлаёё\.
Ш=нк=рч в\ё\мс\р в\ёет,

Кан=ёа п\лми \ёлет:

Пахчара тупать к=пшанк=,

Хурт шырать -

Курсан вут-шанк=.

Уй-хире ёитме васкать в=л,

Й=вине \ман туртать в=л.

(Нарт-нарт к=вакал. – Шупашкар, 2003 . - 47 с.)

Т=мана

Т\вик-т\вик т=мана



Каё ш=пл=хне юратать,

Т\виклетсе п\р к=на

+на х=ех й=лт п=сать.
Ёыв=расч\ л=планса

Шуё=м ёути киличчен,

Кай=ксенчен уйр=лса

П\ччен в\ёсе ёъриччен.


Т\вик-т\вик т=мана

Тавё=расш=н мар ёакна.

Т\виклетет ав каллех,

Т\виклетет ё\р\пех.


Ч\кеё

Лупас айне

Й=ва т=вать т=мран,

Ч\пписене

Сыхлать хурч=каран.
Хъри ёинёе,

Ик в\ёл\ - хач= пек.

П\ве ёинче

В\ёет в=л кун\пех.


Т=раниччен ёисен

Ч\ппи й\мест,

Каё пуличчен

В\ёет, \ёлет ч\кеё.

(Б.Тихонов-Барлен\\ Нарт-нарт к=вакал. – Шупашкар,2003. - 50 с.)


Ч\р чун т\нчи
Х=м=р упа

Х=м=р упа - пир\н таврари чи пыс=к та в=йл= ё=тк=н ч\р чун. В\сен йыв=р=ш\- аёисен в=тамран 180-200 килограмм, амисен 120-150 килограмм пулать. Упасенхъри к\ске, 9-10 сантиметр. Пыс=к пуё\, сарлака та к\ске м=й\, т=ват= тачка ури ё=мламас упана лъпперр\н к=тартаёё\. Х=м=р упа аякран п=хсан лъппер, м\ш\лти пек кур=нать пулсан та, п\р шавс=р та пит й=р= ёърет. Куё\ п\ч\к, ёив\чех курмасть. Х=лха ёунатти сарлака та ёаврака. Ури пил\к пърнелл\. Х=лхисемпе с=мси упасен пит\ сис\мл\. Таврара м\н пулса иртнине упа чылай чухне сас=па ш=рш=ран п\лет.

Х=м=р упа - в=рман ч\р чун\. В=л, ытларах, ёынсем ёъремен выр=нсене к=м=ллать. Ёын ёъремен выр=нсенче, ч=тл=хсенче упа х\л каёма ш=т=к чавать е ёулла канма выртать.

Ё=тк=н ч\р чун пулсан та, х=м=р упа х=й\н \м\р\нче ытларах т\рл\ ъсен-т=ран ёисе пур=нать, ним\нле ъсен-т=рана та тиркемест.Ун=н апат\нче, т\пчевё\сем с=нан= т=р=х, 50-60 т\сл\ кур=к, ёырла, м=й=р, йыв=ё ёулёипе в\т турач\. Ёак=нпа п\рлех в=л пыс=к ч\р чунсене, ш=шисене тытать, к=тк=, с=пса,пыл хурч\ тата пыл ёиме юратать.

Х=м=р упа пуш уй=х\н в\ё\нче е ака уй=х\нче х\л ыйхинчен в=ранать.В=ранн= упа теп\р эрне ш=т=к\нче канса выртать.Унтан тухсан юр ир\лсе п\тн\ выр=нсенче ёърет,кунта п\лт\р юлн= м=й=ра, й\келе, ёырлана пуётарать.

Упа уйр=мах ёуркунне ё=тк=нланать, п=шие, хир сыснине тап=нать. В=л пит\ выё= чухне килти выль=ха та тытма пултарать. Упасем хушшинче ё=тк=нланаканнисем - в=йл= та пыс=к упа аёисем.

Ёуркуннепе ёулла упа ытларах т\рл\ кур=к, чечек лай=х ёит\некен выр=нсенче ёърет.Апат ёиме в=л ытларах каёхине е ирхине тухать.Ёулла упасем пит\ нумай апат ёиеёё\, ним\нле ъсен-т=рана та тиркемеёё\.

К\ркунне енне в\сем ытларах ёырла, м=й=р, й\кел пуётараёё\; уйра, уёланк=ра ё\ре чавса ш=шисене тытаёё\, к=тк= т\мисене тустараёё\.К\ркунне каллех ё=тк=нланаёё\,хир сыснисемпе п=шисене тап=нма пуёлаёё\.

Ку в=х=тра упа сам=р - ът-тир\ ай\нче хул=н ёу. Ку в=х=тра ытларах упасем канса выртма тыт=наёё\, х\ле валли ш=т=ксем хат\рлеме пуёлаёё\.Х\лле упан пурн=ё\ ытларах ыйх=ра иртет.

Ч=ваш ё\р-шыв\нче х=м=р упасем 100 ёул \л\крех пур ё\рте те пур=нн=. Хальхи в=х=тра С=р юхан шыв\ т=р=х Улат=р,П=рачкав район\сенче ёеё Сар=лн=.Ч=ваш Енре упана тытма пачах чарн=.(Н.Игнатьев. Ч=ваш ен ч\р чун\сем(с\тпе ъстерекенсем. - Шупашкар,1995.-125 с)

Туссене ялан пул=шмалла

Петюк=н пит\ йыт= усрас килн\. В\сем ёинчен калавсем,с=в=сем те ёырн= ача. Ёуралн= кун т\лне п\р ёура парнел\п тен\чч\ ашш\. Ёав=нпа ёак куна пит\ к\тр\ Петюк.

Х=й\н с=махне тытр\ ашш\.Ч\ререн тав тур\ к\ё\нни аслине. Ёурана Кампур ят хуч\,х=ех пур=нмалли ёуртне =сталар\.

Кампур сехетпе ъср\ пулас. В=х=т ёитсен в=л ё=в=рлар\. Ёурасене Петюк в\сене лай=х п=хр\ те, п\ч\кскерсем х=в=рт аталанма тыт=нч\ё.Тант=ш\сем вара Петюкш=н сав=нса яланах калатч\ё:

- Каппур - Петюк=н чи ёыв=х тус\.

П\ррехинче ача т=ват= уралл= тус\сене апатлантарч\ те урама уё=лма к=ларч\. Сехетрен тавр=нч\ё в\сем. П\р ёури урине амантн= иккен. Петюк м\н тумаллине =нланч\: йодпа бинт илч\ те п\ч\к тус\н урине сиплесе ёыхр\.

Каё енне ашш\пе ам=ш\ \ёрен тавр=нч\ё.

- Эс\ ёыхса ят=н-и ёура урине? - ыйтр\ ам=ш\?

-Инкеке лекн\скере пул=шр=м \нт\,-хуравлар\ ача.

-Маттур та ёав эс,сана йыт= парнелени ус=лл= пулч\-туссене пул=шма в\рент\н,-сав=нса калаёр\ ашш\.

-Юлташсене яланах пул=шмалла тесе калат=р в\т х=в=р, - хуравлар\ мухтанипе хавхаланн= ача.

(«Тант=ш»,2007,ё\ртме, 14)

Урхамах

Х\лип мучи сасарт=к чирлесе ъкр\. Колхоз лашисене в=л ёир\м ёул ытла п=хн=, халь ак= т=л=п ай\нче ахлатса выртать.



« Хамш=н пулсан ё=ва патне-ха, - шух=шлатьХ\лип Мучи,-лашасем…Янаварсем м\н кур\ё? Асамата кам п=х\?»

Асамат –ёамр=к урхамах.+на Х\лип мучи тихаран п=хса ъстерн\. Ятне те х=й тупса хун=-Асамат! Тиха чухнех й=л! та йал! сиёетч\ ун=н т\м хура ё=м\. Х\вел ёинче асамат к\пер\ пек й=лк=шатч\. Малтанхи хут мучи =на й\вен т=х=нтарн=, малтанхи хут ун ёине м=нукне утлантарн=, малтанхи хут турта хушшине т=ратн=.

Т\л\нмелле ч\р чун иккен лаша. Паллах, в=л этем пек шух=шлама п\лмест-ха. Апла пулин те ун=н сис\м-туй=м тени пит\ в=йл=.Лай=х лаша х=йне п=хакан ёынна таётанах паллать, ш=рш=-марш= вит\р п\лет. Ыр= ш=рша,усал ш=рша търех уй=рать. Ку т\л\шпе в=л, тен, этемрен те сис\мл\рех.Лай=х лаша них=ёан та ёулран аташмасть,т=ван кил\ ум\нчен иртсе каймасть.Ваттисем калан=-ёке-ха:ыр= ут=н кур=нми ёунат пур тен\. Хал=х=н юмахри ёилёунатл= уч\ те \нт\ ахальтен тухман.Аса илер-ха авалхи такмака: «Ёитм\л ёухр=м ёеёен хир урл= килн\ чух эпир ёил ёунатл= урхамах курт=м=р - пуё\ п\л\те тивмест,ури ё\ре лекмест, в\ёет; п\р ури пуссан вут тухать,тепри пуссан - ё=л куё тапать». Поэтсем те ахаль мар ёилёунатл= Пегас ёине утланса ё\реёё\.

Ил\м-т\л\м ирсерен Х\лип мучи эхлетсе п\р ытам ут= й=тса к\рет-и - Асамат =на ачашш=н к\ёенсе к\тсе илет. Тип\тн\ ут= ш=ршипе п\рле ёамр=к урхамах куё\ умне в\ё\-х\ррис\р еш\н ул=х тухса выртать. Асамат ёав ул=хра ир\кк\н юртса ёърет пек. Пуё\ ч=нах та п\л\те тивмест, ури ё\ре лекмест. Ё=ра та ёълл\ кур=кран в\ри =м=ра ирхи уё= сывл=ш сирп\нет. Асамат =мри вара \нч\ те ахса яраписем ёакн= пек й=лт=ртатма тыт=нать. М\н тери ыр=! Асамат сав=ннипе ниёта кайса к\ре п\лмес\р к\ёенсе ярать. Еш\л ул=х ёурмаллах ёур=лать тей\н, ян! Янраса каять таврал=х. Асамат=н й\с ш=нк=рав пек сассине илтсе сенкер тъпери т=рисем те самантл=ха ш=планаёё\.Пурте юратаёё\ Асамата, хисеплеёё\, =мсанаёё\ - к=трашка ёилхелл\ юпах тихасем те, лашасем те. Асамат вара ёамр=к юпахсемпе =м=ртмалла чупса п=хать.Юпахсем кун пеккине уйр=мах юратаёё\. Асамат х=й пуёне ытлашши каё=ртманниш\н х\п\ртетеёё\ тей\н, тупата.

Х\вел пит\нче т\к\р пек ёуталса т=ракан й\пк\н хура урхамах т=ват урине ё=м=лл=н вылятса ёаран варрине тухать. /нт\ =м=рту пуёланмалла. Ак= Асамат малалла =нт=лать. Малтан в=л юриех юпах тихасенчен юлса пын= пек к=тартать х=йне. Лешсем вара эх в=рк=наёё\! Ёилхе вит\р ёил к=на ш=х=рса пырать. Хайхи ёав самантрах Асамат=н таётан кур=нми ёунат ъссе ларать тей\н. В=л х=й\н в=р=м п\в\пе ч=нласах сывл=ша ё\кленет.Ури кур=нмасть.Ёунач\ те кур=нмасть.Анчах в\ёет в=л, в\ёет!..Куё\ к=вар пек ялк=шать. Ун с=мсинчен те сывл=ш мар, ёул=м п\р\хет. Ик\ ен\пе =м=ртса чупакан юпахсене ёил-т=в=л хум\ ёеё ёапса х=варать.

М\н каласси \нт\!..

(Арк./ёх\ль. «Ч=ваш литература антологий\», 1 т. – Шупашкар, 2003. - 165 с.)

Виё-т=ват= кун урам янраса т=ч\. К=шк=раёё\, кулаёё\, ёуй=хаёё\,калл\-малл\ чупкалаёё\. Назар Егорчч= хушнипе ачасем ик\ ёулхи тихасене ё=м=л к=на ёунасене кълсе турта хушшинче ёъреме х=н=хтараёё\.Лешсем х=ранипе ним тума п\лмеёё\-п\рре каялла чакаёё\, тепре т=рук малалла ытк=нса \р\хсе каяёё\ те ёултан п=р=нса юр =шне к\рсе ъкеёё\.Ун пек чух ёуни ёинче ларса пыракан\сем те тухса в=рк=наёё\.

Пуринчен ытла ачасем Аркашран кулса п\тр\ё. В=л темиёе хут та тънсе кайр\,п\рре ёуна айнех пулч\.Х=й т=п-т=р юр, куё-пуё\ те кур=нмасть. Аякран п=хсан =на юр муклашки к=на тей\н.Юлашкинчен, тихине ниепле те итлеттерейменнипе, в=л ёуна ёине ур=х ачасене лартр\ те тихана й\венрен ёав=тса малалла илсе пыма пикенч\, анчах капла та \ё тухмар\. Тихана тах=ш\ хул=па ёапр\ те леш\ сасарт=к аяккалла сиксе илсе Аркаша та х=йпе п\рле к\рт =шне к\ртсе ъкерч\.

Ёапах та тем т\рл\ мыскара курса п\тмелле пулн= пулин те темиёе кунтан ачасем т=ват= тихана турта хушшинче ёъреме в\рентр\ё-в\рентр\ёех. Кълсен чиперех чупакан пулч\ё!

( Л.Агаков.Салтак ачисем. - Шупашкар, 2002.– 186 с.)

Степашка


Ёулла. Ёемьере асли пулн= май мана ик\ й=м=ка п=хма х=варч\ё. Килтисем хире с\л\ ёулма кайр\ё.

Й=м=ксен ум\нче хама нумай п\лекен ёын пек тыткалат=п, ытлашши ирт\хтермест\п.

В=х=т чылая кайр\. К=штахран хайхисем килч\ё.Аннен аллинче туп=рпа ч\ркен\ ч=макка. В=л пире пурс=м=ра та пърте йыхравлар\.Ак= урайне мулкач ёури яч\. Ай-уй, сывлама п=рахр=м=р пул\. М\нле п\ч\к в=л, епле илемл\!

Кашниех =на ёуп=рласа п=хасш=н. С\л\ ёулн= в=х=тра тупн= иккен =на. Урине к=штах ёава лексе аманать. Степашка тесе ч\нме пуёлар=м=р ёурана. Алла х=в=рт х=н=хр\.Анне \не суса к\рсен търех с\т \ёме васкать. Каёпа та пир\нпе ёыв=рать, =шта =ш=рах, ёав=нталла й=пш=нать. Юратса п\терейместп\р. Анчах пир\н сав=н=ё нумая пымар\.

П\ррехинче эп\ пъл\ме к\рсен Степашка хир\ё ытк=нмар\. Шыраман выр=н х=вармар=м=р, анчах ниёта та ёук в=л!.К=штахран анне ёырларан тавр=нч\.

«+на в=рмана кайса ят=м, суран\ търленч\, апт=рам\», - тер\ в=л. Йыв=р пулч\ пире анне с=мах\сене итлеме.

Хал\ в=рманта мулкач курсан: «Ку пир\н Степашка ачи», - тетп\р хам=ра й=патса. (Ксюша Кошелева. ЧР,Й\преё р-н\,Ё=кал=х шкул\)

Пур=ш


Ытти ч\р чунсемпе п=рлех пир\н в=рмансенче пур=ш текен тискер кай=ксем те кур=нкалаёё\. Пур=ш в=там йыт= пек, анчах лутра туналл= та сарлака ёур=мл=, талпас. +на ёап=ёура сайра йыт= к=на ё\нтерме пултарать. Пит\ в=йл= пулсан та пур=ш ч=рк=ш ч\р чун мар, ёап=ёма юратмасть, часрах ш=т=кне к\рсе тарма т=р=шать. Х=й ёине к\тмен-ё\ртен тап=нсан е амантсан ёеё в=л п\р к\тъ йыт=па к\решет, в\сене ёырта-ёырта ёурать.

Пур=ш сысна тир\ пекех хул=н тирл\, м=нт=р. Ё=м\ шултра, сысна ш=рч\ пекех п\рч\н-п\рч\н т=рать. Какайне ёиеёё\, тир\нчен ёир\п с=ран пулать.

Х\лле пур=ш, упа пек, ш=т=кра ёыв=рать. +ш= кунсенче ёеё, теплерен п\рре, в=л уё=лма, юр хыпкалама, выртса й=валанса тирне тасатма тухать. Ш=т=кне ёак ч\р чун ёын ёъремен к\тесе, с\м в=рмана, т\м\семпе с=ртсен х\вел енчи питне, юхан шыв ёав=хнерех тума т=р=шать. Т=шмансенчен х=т=лма в=л п\р й=ваннах темиёе ё\ртен к\рсе тухмалли ёул чавса уёать.

Пур=ш пыран кай=к.В=л ъсен-т=ран тымарне те, хурт-к=пшанк=на та, =мансене те, ш=шисемпе шапасене те п\р пекех юратса ёиет. Лексен-мулкач ёурисене те тиркемест…

(Хв. Уяр.+ёта эс,тин\с? - Шупашкар,2007.-3 стр.)
Туссем

Мука ятл= кушак пурчч\ пир\н. Ё=м\ в=р=мчч\ ун=н, куё\сем ёаврака та пыс=кч\./ёченл\х\пе шутс=р т\л\нтеретч\, п\ртен-п\р ёурине т=т=ш ш=ши тытса ёитеретч\.

Анчах п\р кунхине пир\н м=р-м=р киле тавр=нмар\. Виё\ кун шырар=м=р эпир =на- к=л=хах.

Ёури вара, Пушок, й=лт кан=ёне ёухатр\. С\т те ёиме пулч\.

П\р кунхине шкултан тавр=нсан й=лт т\л\нт\м. Пушок йыт= й=винче Тузикпе юнашар м=рлатса вырта парать. Ак= в\сем й=раланса тухр\ё. Кушак ёури хам-хам ёумне п\рш\нсе ачашланч\, малти урисемпе сиксе м=й\нчен ыталар\. Ам=ш\ тей\н!

Икк\ш\ п\р сав=тран апат ёиеёё\ хал\. Урамра та п\рле выляёё\.

(«Тант=ш»,2007,авг.9)
Х=равё= к\ске хъре.

Тем т\рл\ ч\р чунран уйр=мах мулкача кил\штерет\п. Пит\ х=равё=скер в=л. Ёав=нпа хыт= чупать пул\. Тытма хапс=накан т=шманран тарса \кмелле-ёке.Х=лхисем вара в=р=м ун=н.

Ёултал=кра ик\ хут тум ул=штарать х=равё=. Ёулла ёыр= т\сл\. Х\лле вара шур=.Ёак= =на т=шмансенчен пытанса пур=нма май парать.

Т\рл\ ёим\ё к=м=ллать в=л. Ёулла тымар ёим\ёсемпе т=ранса пур=нать, х\лле ёитсен вара йыв=ё хупписем ёине куёать.Уйри ут=-ул=м капан\сене те иленет в=л, сад пахчине те ёитет. Пан улми йыв=ёёисене к=шлать вара унта. Теп\р чухне ёынсене самаях сиен кърсен те =на шеллет\п тата юратат=п.

(«Тант=ш»,2007, июнь 21)

Ч\р\псем


Кил картинчи автан шарлаттарса ав=тн=ран в=рант=м. Ах, =ш= выр=н ёинчен т=рас килмест те, анчах ут= ёулма каймалла-ёке.

Тутл=н кар=нса картишне тухр=м.Сак ёинчи тин сунн= с\те ас=рхасан унталла утр=м. +на т=раниччен \ён\ хыёё=н ыттисемпе п\рле ёава илсе уя васкар=м.

П\ррем\ш паккуспа атте кайр\, хыёё=н - анне, унтан эп\.

- Ай-уй! к=шк=рса яч\ ёав в=х=тра анне.

- Укёук, кил часрах, т\л\нмелле япала к=тарт=п сана!

Ёавана п=рахсан унталла чупр=м. Кур=к хушшинче ч\р\п й=ва ёав=рн= иккен. Сас=сене илтсе-ши ам=ш\ ё=мха ев\р ё=мха ев\р хутланса выртн=. Ёурисем вара сакк=р таран! Х\п\ртесе п\рне алла илт\м.М=нтар=н, в=л аманн= иккен.

Анне х=в=ртрах пуш= консерв банки тупса хайхисене с\т ярса пач\.

- Юр\, ч\р\псене каас\рлес мар, - тесе атте ёавине тытр\.

Эх, уйр=лас килмест тус=мсенчен.Анчах умра пыс=к \ё-ёке.

Ёапах ёак самантра чунра ыр=-ыр= пулса кайр\.Ара, юрать ч\р\псене в=х=тра ас=рхар=м=р. Унс=р=н ёавапа кастаратт=м=р-ёке.

( «Тант=ш»,2007,авг.9)
С=р= кашк=р

Яштака, в=р=мрах к\леткелл\, в=йл= ёив\ч ч\р чун кашк=р. Урисем пит\ в=йл= кашк=р=н, в=л п\р канмас=р вун-вун ёухр=м чупма пултарать. Пуё\ пыс=к, т=р=хларах, асав ш=л\сем сарлака, в=р=мах мар. Куё\сем сарлака та п\ч\к, сар= т\сл\. М=й\ ун=н к\ске, хъри в=р=м та ё=мламас. Х=ран= в=х=тра кашк=р хърине кайри урисем хушшине пытарать, сав=нн= в=х=тра вара хърине йыт= пекех вылятать.

Пир\н т=р=хри кашк=р - в=рман ч\р чун\. В=л пыс=к с\м в=рмансене к=м=ллать, й=вине ялсем ёыв=х\нчи в=рмансенче т=вать.

Кашк=р - ё=тк=н ч\р чун.В=л п=шисене,палансене, хир сыснисене, килти выль=ха тап=нма, тытма т=р=шать. Ёав=нпа п\рлех мулкачсене, с=в=рсене, п=чарсене, п=шисене, ч\р\псене те тытать. Шыв кай=к\сем, ч\пписемпе ё=мартисем-кашк=р=н чи тутл= апач\. Кашк=рсем йыт= какайне пит\ юра- таёё\. Май килсен ялти ёапкаланса ёърекен е с=нч=рти йыт=сене й=тса каяёё\. Х\лле е к\ркунне килти выль=ха та тап=наёё\. Кашк=р апат ёимес\р темиёе кун та пур=нма пултарать.

Пир\н т=р=хрии кашк=р амисем ёу уй=х\нче ё=в=рлаёё\. Ёурисем виё\ эрнерен ш=т=кран тухаёё\. Ёапах та ёурасем 5-6 эрнечченех ам=ш\н с\ч\пе т=ранса пур=наёё\, каярахпа ч\р\ апат тытма в\ренеёё\. Х\лле ёак ёемье сунара п\рле ёърет.

Кашк=рсем-каёхи ч\р чунсем. Сунара в\сем т\тт\мленсен тин тухаёё\.Ёак в=х=тра в\сен ёул\ вун-вун ёухр=мран та иртет.

Кашк=р-=сл= ч\р чун. Сунарта в=л т\рл\ майпа ус= курать.П=лансем, хир сыснисем-кашк=р к\т\в\н апач\.

Кашк=р ами й=вине ч=тл=х выр=нта, тар=н ёырмара тума т=р=шать.Тил\ е пур=ш ш=т=к\сене те хаваспах йыш=нать.Й=ви кашк=рсен тип\ ё\рте пулать, анчах та ялан шывран инёе мар.Й=ви ёыв=х\нче кашк=р тем т\рл\ те утса ёъресе й\рне ё\терме т=р=шать. Инкеке сиссен кашк=р ами ёурисене ур=х й=вана куёарать.

Пир\н т=р=хра пур=накан кашк=рсен, ёынсемс\р пуёне, пыс=к т=шмансем ёук.Юрл=, ёум=рл= ёуркуннесенче, сив\ х\лсенче кашк=р ёурисен 70-80 прценч\ вилет.

Ч=ваш ё\р-шыв\нче, ытти выр=нсенчи пекех, кашк=рсен хисепне п\р шайра тытма т=р=шаёё\.Ёак=н пек чухне в\сем ус=лл=, в=рман санитар\сем пулса т=раёё\.(Н.Г.Игнатьев.Ч=ваш ен ч\р чун\сем(с\тпе ъстерекенсем).- Шупашкар. - 1995.-107с.)

Х\рл\ уй ш=ший\

Х\рл\ уй ш=ший\сем л=с=лл= в=рмансенче пур=нма х=н=хн=. Пир\н республик=ра Ат=л=н сулахай енчи в=рмансенче ёеё курма пулать в\сене. Л=с=лл= в=рмансенчи нър\рех, шурл=храх выр=нсене к=м=ллаёё\. В=рманти къл\ тавра, юхан шыв т=р=х та сахал мар в\сем. Й=висене м=кл=, ёырлалл= в\тл\хсенче, ё\рекен тункатасемпе выптакан йыв=ёсем ёинче, ё\р ёур=к\сенче, ъкн\ йыв=ёсен х=в=л\сенче т=ваёё\.

Х\рл\ уй ш=ший\н к\летки 8,5-12см, хъри 3-4 см т=ршш\, йыв=р=ш\ 25-24 грамм. Пуё\ пыс=к мар, хъри к\ске. Хъри ёинче ё=м п\рчисем в=р=мрах, ёав=нпа хъри ё=мламас кур=нать.Куё\сем п\ч\к, урисем к\ске. Ёур=м ёинчи ё=м\ х\рл\ е х\рл\рех х=м=р т\сл\, хыр=м\ ай\нчи – ёут=рах с=р= е шур=.

Х\рл\ уй ш=ший\-м\ш\лти ч\р чун. Ытти ш=шисем пек апат шыраса ёъремест.К=нт=рла й=варан тухмасть, каёхине апатланать.В=л апата хуллен, май\пен утса ёъресе тупать.

Ё=тк=н уй ш=ший\семш\н х\рл\ уй ш=ший\ - чи тутл= апат. В\сене м\н пур ё=тк=н ч\р чун тытса ёиме т=р=шать. Уйр=мах юс п=сара, тил\, ёълев\ё. В\сене т=манасем те, ула куракпа чакак та тап=наёё\, пур=ш та ёак ш=шисен й=висене тустарать, ч\р\п ытларах ёамр=к ёурисене тытса ёиет.(Н.П.Игнатьев. Ч=ваш ен ч\р чун\сем(с\тпе ъстерекнсем). – Шупашкар. - 1995.- 107с.)
Ёум=р

Ш=п=р-ш=п=р ё=вать паян ёум=р.

«Халех ул=ха илсе тух=р,

Памасасс=н манна сим\с кур=к,

/ётермест\п сире с\т эп ур=х,»-

Тесе м\к\рет улашка.


Юлмасть унран качака:

«Ме-е-к; - меклетет х=ратса,-

Тарат=п ку килтен эп тухса».

«Нарт!»- нартлатать к=вакал.-

Х=рапё ум=ртан,-тет кахал.-

Каят=п халех ёырмана,

Курмалла паян шапана.»

«Ши-и-имп!»- шимплетет хур ч\ппи,-

Тупас,-тет,-сим\с кур=к тутли.»

«М=-=-=р»,- м=рлатать п=ё-п=ёук,

Тухас к=м=л паян ун=н ёук.

Чупаё ёурисем тавралла,

Выляё ё=мхана тытмалла.

(Нина П=рч=кан.Х\вел пай=рки,Ё\рпъ,2001 .- 8 с.)

П=ши
Хитре х=м=р т\сл\,

Утать яр=нса.

Йыв=ё т\лне ёитр\,

Т=ч\ таянса.


К=шт к=на т=рсан

П=хр\ ёавр=нса.

Сыв= пул=р тер\

Пуё\пе сулса.

Кур=нми те пулч\

Ёав пыс=к п=ши.

Ёак=н пек илеме

Пурте курн=-ши?

Таса ёынн=н чун\

Илемпе килен\.

Сунарё=н п=шал\

Епле-ха ё\клен\?

( «Тант=ш»,2007,ут=,29)
Пакша

П\ррехинче в=рманта

Курах кайр=м пакшана

П=х=р!П=х=р!Ачасем,

Сар= пакша сиккелет:

Хъри ун=н к=п=шка,

Сим\с куё\пе п=хать,

Сиксе м=й=р пуётирать,

Ёурисене ёитерет.

Кушак


Пир\н кушак пит наян,

Ёыв=рать к=на ялан.

К=нт=рла ёеё в=л т=рать,

Питне тяппипе ё=вать.


+с пат=м =на п\рре,

Пырасч\, тер\м, \ё патне.

Халь ш=шисем в=л тытать,

Манран маларах т=рать.

( «Тант=ш»,2007, авг.30)
Хир качаки

С=рт хыё\нче-

Хир качаки.

Аякран кур=нать

Хитре м=йраки.

В=л х=парать

Ту т=ррине.

Сиксе анать

Шыв х\ррине.

Т=р=сти сикет

Хир качаки.

+на чармасть

Ёълл\ ту т\рри.

( Галина Семенова(Вескер), Тант=ш,2007,ут=,29)

Ш=ши

Пур=нать к\летре



П\р чее ш=ши.

Ун=н пърч\ =ш=-

Туллиех миххи.

Тыр= пълме тулли-

Сав=нать ш=ши.

В=х=т-в=х=тпа

К\рет кушак ш=рши.
Ир-ирех т=рать,

Ёиет тыррине.

Й=пш=нса пырать

Ват кушак патне.


Й\к\лтет ш=ши

Ват= кушака.

- Тытайм=н мана,

Ват= эс\, л=план.


Ш=ши патнелле

Ват кушак сикет,

/лк\рч\ ш=ши,

Ум\нчех - миххи.

(Галина Семенова(Вескер. «Тант=ш»,2007,ут=,29)
Тил\пе ч\р\п

(юптару)


Ч\р\ппе тил\ тус

Ш=ши тытн= п\ринче,

Пайлама шутлан=:

П\ри туртн= хъререн,

Тепри туртн= ураран.

Ёап=ёу пуёланн=.

Ш=шие ёав в=х=трах

Й=тса кайн= т=манна.

Ёап=ёакансене вара

Нимс\рех х=варн=.

Ёав=н пек ёав, тус-юлташ,

Ахалех эс ан тавлаш.

М\н пурине ёурмалла

Юлташла пайламалла.


Ч=хпа тил\

(юптару)


Чее тил\ яла пын=,

П\р ч=хха т\л пулн=.

+на тытмашк=н шутлан=.

Пуёлан= х=й й=п=лтатма,

Сар ч=хха улталама.

Анчах ч=х= ухмах мар:

Чее тиле ил\ртсе

Ертсе к\н\ картишне,

Ал=ка час пит\рн\.

Хуёа тухн= картана,

Тиле тытн= кап! к=на.

Тирне съсе илн\ те

+ш= ё\л\к ё\лен\.

Т\р\с калаёё\ ват=сем:

Ыр= ялан ё\нтерет,

Усала в=л п\терет. («Тант=ш»,2007,май 3)


+мсанч=к йыт=

(юптару)
Улай ирпе пахчара

Курах кайр\ мулкача.

- Ку ч\нмен х=на,ара,

П\терет сада пачах.

Х=р-хар!..х=м-хам…хам!

В=рра п\рре к=тартам.

Сикр\ мулкач еннелле,

Леш\ тарч\ хирелле.

В\ётерет карсак ай-ай,

Хыёё=н х=валать Улай.

Тусне ё=лма ёырларан

Сиксе тухр\ теп\р куян

Йыт= кайр\ ёухалса,

Икк\шне те хапс=нса.

Х=валар\ в=л п\рне,

Х=валар\ теприне…

Ик\ мулкач ик енне

Тарса ъур\ё инёене…

Улай юлч\ уласа

Выё тутине ёулласа…
Юптарура уёмаст=п ё\ннине,

Аса илтер\п п\лнине:

Ик\ мулкач х=валакан

П\рне те тытайман.( «Тант=ш»,2007,май3)


Тупс=мне п\л\р

Ё\р ай\нче пур=нать,

Машина пек хыт ёърет.

Сукк=р теёё\ х=ш чухне -

С=найман п\ч\к куёне.

Ш\в\р с=мса руль пекех

Т=прана сирсе пыма.

К\леткине шутарма

Пур, паллах, ун урисем -

Малтисем те кайрисем.

М\нпе сывлать тет\р-ши?

Уё= сывл=ш =ёта-ши?

Т=прана чакаласа

Хурт-к=пшанк= в=л ёиет,

Ан манн:ус= та кърет.

М\н-ши ёак в=л, кал=р-ха,

Пит маттурш=н сав=р-ха.(Н.Силпи.«Нарт-нарт к=вакал». - Шупашкар,2003. - 40 с.)
Пир\н качака.

Й\т\н пек ёемёе сухал\,

Ш=к=рт-ш=к=рт ёеё пушмак.

Т=л=п пек ула чаппан\,

Ик\ ш\в\рл\ калпак.

Кур,сарай ёине х=парн=

Ту кушак\ пек в=р-вар.

Куп=ста пуёне тустарн=

Пахчана к\рсе ч=л-пар…

Ак м\нле в=л пултарулл=

Пир\н й=р= качака.

Ялт! Ёеё сикр\ в\рл\к урл=,

Эп ятлат=п пуётака.( В.Ахун. «Нарт-нарт к=вакал». - Шупашкар,2003. - 57 с.)
К\ске ыйх=лл= кушак.

К\ске ыйх=лл= кушак

Ир-ирех \ёлет шак-шак!..

Чълмеке ъпне вырттарн=,

Х=ймине х=ех пуётарн=.

Тар=н тир\кри аша

Ёисе ян=,ап=рша.
Ларн= та в=л сак ёине

Т=р=шсах ё=вать питне.

«М=р-м=р-м=р-м=р! Петюк,в=ран!

Пит нумай эс ёыв=ран.

П\л: ир т=ракан валли

К\реке ялан туллии!»( «Нарт-нарт к=вакал». - Шупашкар,2003. - 40 с.)


Кушак ёури

Кушак ёури

Ш=ши патне

Ёыру ёырать.

Ёырать-ёырать те

Ёырнине саспа вулать:

«Ё\клет\н ман=н к=м=ла

П\р эс к=на.

Х\вел ансасс=н

Канмалла


Кил х=нана.

Сана эп курт=м т\л\кре

/нер ирпе,

Ёърет\н пек ёак к\летре

Спр к\пепе…»

Кушак ёури татах ёырать,

Татах вулать.

Лар ай\нче ш=ши ларать-

Кулса ярать.( «Нарт-нарт к=вакал».- Шупашкар,2003. - 40 с.)

Тупмалли юмахсем.


Ёиме пур чух ёиет в=л,

Ёиме п\тсен кавлет в=л.(/не.)

М=р=лтатма маттурскер,

Ачашланма =стаскер,

Ш=ши тытма й=р=скер.

Ку килти ч\р чун…(Кушак.)

Кашниех =на паллать,

Кил-ёурта в=л хураллать,

Ют ёынна в\рет в=л хыт=.

В=л маттур хуралё= -…(Йыт=.)


Эс =на ан т\к\нсем-

Ыраттар\ё й\пписем.

Й\пписем ун пит\ ч\р\,

Ку ч\р чун=н яч\...(Ч\р\п.)


В=л п=хма илемл\,

Л=с к=на хърелл\.

В\тл\хре ун кил\.

Ку в=л чее…(Тил\.)


П=рл= тин\сре пурнать,

Пул= ев\р кур=нать.

Эс =на аван п\лен:

Ёак лъппер ч\р чун-…(Тюлень.) ( «Т\рл\ т\рленч\к-ылт=н т\пренч\к»,2007)


Ъсен-т=ран
Х\ллехи в=рман=н та х=йне май ытармалла мар илем\ пур в\т-ха! Х=ватл= юмансем, п\л\телле кармашакан, ёурта пек тъп-тър\ хырсем, тураттисене в\ёме хат\рленн\ кай=к ёунаттисем пек сарса п=рахн= еш\л ч=р=шсем п\т\мпех юр айне пулн=,аякран п=хсан в\сем мам=кпа вит\нн\ пек кур=нать. Ёулё=с=р йыв=ёсене шап-шур= пас тытса лартн=, в\сен тураттисене такам ятарласах в\т\-в\т\ ч\нт\рсемпе хитрелетн\ тей\н. Таврара ш=п, ниёта п\р сас= илтеймест\н, ёуллахи пек ч\в\л кай=ксем юрламаёё\, анчах та ёав-ёавах пурн=ё пур иккен-ха кунта…(Л.Агаков, Салтак ачисем, Ш.,2002,102стр.)

Эмел кур=к\ хат\рлер

М\нешкел ыр= ёуллахи кунсем! Кур=ксен пыл ш=рший\ к=штах пуёа ёав=рттарать.Х=в юратса пуётарн= сипл\ кур=к=н усси пыс=к.

Эмел кур=к\ пухма кун=н п\ррем\ш ёурринче кайни ус=лл=рах. Астрологсем уй=х т=хрине шута илме с\неёё\. 1-м\ш т=храра тымарсене тата тымар ёим\ёсене пуётармалла. Ёак тапх=рта в\сем микроэлементсемпе пуян,

пит\ сипл\. -м\ш тата 4-м\ш уй=х т=хринче кур=ксемпе чечексене хат\рленме тыт=нмалла. 3-м\ш\нче тип\тмелле, ёак в=х=тра микроэлементсем тата ус=лл= япаласем лай=храх упранаёё\. Ъсен-т=рансем хушшинче нарк=м=шлисем те пур, ёав=нпа та х=в=р лай=х п\лекеннисене ёеё пуётармалла.

Уя е в=рмана ёум=рл= тата т\трелл\ ёантал=кра ан кай=р-таврара янк=р уяр кун т=т=р.

Эмел кур=к\сене хулара,автомобиль, чугун ёул ёыв=х\нче тата промышленность предприятий\ ёум\нче пуётарма юрамасть

Ёулё=семпе кур=ксене ёеёкене ларн= чухне пуётараёё\, ёим\ёпе ёырласене-пиёсе ёитсен, тымарсене к\ркунне.

Ч\р\ кур=ка полиэтилен пакета хума юрамасть - унта сывл=ш ёитмест в\сене. Хур=н хуппинчен тун= кунт=ка е карёинккана хумалла.

Тип\тн\ кур=ксене т\тт\м к\ленче сав=тра, картон кунт=кра е хут пакетра усрамалла.

Ъсен-т=ран=н ус=лл= япалисене ультрофиолет пай=ркисем ан ёунтарчч=р тесе =на асл=к ай\нче ёил к\рекен ё\рте тип\теёё\. Хутран-ситрен п=тратса илеёё\.

Сав=тра упранакан кур=ка =ш= батарейинчен аяккарах, тип\ те уё= выр=нта тытаёё\. Т\р\с упрасан чечексен,кур=ксен ёулё= пахал=х\ п\р ёул пырать. Тымар=н, тымар тунин тата йыв=ё хуппин - виё\ ёула.(«Тант=ш» ,2007,авг.27)

Ун=н ёулёи сарлака,

Ёаврака та яп-яка.

Чечек ёурн= чух тата

Пыл ш=рший\ таврара.


Йыв=ё хуппи те паха -

Атте тур\ ё=пата.

Мунча к\ме мунчала

Тухр\ кур=сран тата.


Ун ёинчен пур с=в=сем

Тата хитре юр=сем.

Сар= тут=рл= пике

Чечекре епле хитре!

Усси пыс=к ун, ч=нах.

Юлташ=мсем, кал=р-ха:

М\нле йыв=ё пит хитре

Ё\ёке ёурсан уйр=мах? (Нарт-нарт к=вакал. – Шупашкар, 2003. - 40с.)

Хыр в=рман\

Ман=н куё ум\нчех

Хура хыр в=рман\

Ёълл\ хыр т=рринчен

Кай=к в\ёсе анч\.

+ш= ёил хум\

Шух=шран в=ратать

Хура хыр в=рман\

Чун=ма х=ратать.
В=рманта, ёыв=храх,

Ав=тать куккук.

Чепписем й=винче,

Ун=н м=ш=р ёук.


Ёаран талк=шпех

Сим\с ут= ш=рши.

Сисмен ё\ртенех

Килсе т=ч\ п=ши.


Ё\клен\ пуёне,

Хитре м=йраки.

Ёилпе в\лк\шет

К=п=ш ёилхин пай=рки.


П=хать карта урл=

П=ши пахчана.

Пуётарсан уттине

Пушанать ана.


Чылай т=ч\ п=хса,

К\реймест шалалла.

Пуёне сулса илсе

Кайр\ малалла.(Г.Семенова (Вескер),х. «Тант=ш»,ут=,29)


Ёурхи сар= чечексем

Ёурхи сар= чечексем,

Ёил ёинче ъсекенсем,

Кам сире пит шелс\р татна?

Ёын ури айне п=рахн=?


Сар х\вел чечек\сем,

Чуна =ш=такансем,

Ёурхи ир ш=тса тухат=р,

Й=л кулса куёран п=хат=р.


Ёурхи сар= чечексем,

Ёут х\вел пай=ркисем,

Лар=р эсир нумайччен,

Х=в=р к=м=л туличчен.(Н.П=рч=кан, «Нарт-нарт к=вакал»,Ш.,2003,стр.21)


Ёуллахи ир

Шупка шур=м пуё\

Шуса х=парать.

Ирхи ё=лт=р вуч\

Сънсе ёухалать.

Й=лт=р! Сывл=мланч\ё

Чечек-кур=ксем,

Ёерем ёине анч\ё

Уйри к\тъсем.

Ёълелле ш=ваёё\

К=вак т\тресем,

Ул=ха васкаёё\

Хурсен картисем.

Х\вел кур=найч\-

Ё\р-шыв сав=нать.

Ял ёын\ в=ранч\,

/ёе тыт=нать.(Ё.Элкер, «Нарт-нарт к=вакал»,Ш.,2003,стр.21)

/м\т


Сар х\вел\ ёиёет тъпере,

Сир\лсех пырать чаршав т\тре.

Куё туллии илем.Ирех хире

Т=ри йыхравлать \ёе пире.


Пыл ш=рши.Ыраш ав ш=ркара.

Киленсе в\ёет ав т\к\л тура.

К\ё-в\ёех ак тух\ё вырмана,

Тен,атте п\рле ч\н\ мана.


Тыт=п хаваспах хир карапне,

Ям=п них=ёан атте ятне.

В=х=тра пухасч\ ьыр-пула-

Хакл=ран та хакл= ыр мула.(Н.Силпи, «Нарт-нарт к=вакал»,Ш.,2003,стр.21)


Акр\ё киш\р

Пичч\ш\пе Улатим\р

Васкамас=р акр\ё киш\р.

Кунсерен в=л ыйтать:

«Киш\р\ х=ёан ш=тать?»

Курч\:пахчара паян

Ш=тн= иккен шак м=ян.

Ват аслам=ш в\рентет,

Й=ран ёумлама ч\нет:

«Ёумламасан м=яна

Йыв=р пул\ й=рана.

Ё\р\н апат-ёим\ёне-

Киш\ре м\н кирлине-

Ёум кур=к туртса илет,

Киш\ре в=л п\терет».

Улатим\р пичч\шпе

Ёум ёумлар\ кун\пе.

Ёум=р хыёё=н ш=тр\ киш\р,-

Сав=нать-ёке Улатим\р.(Н.П=рч=кан, «Нарт-нарт к=вакал»,Ш.,2003,стр.20)


Ёулла

Пахчара чечек нумай-

Сар=,х\рл\,шур=.

Сав=нап п=хса п\рмай,

К\ё пуёлат=п юр=.
Й=рансем ёумла-ёумла

Ыв=нса ёитсесс\н

Пуётарат=п эп ёырла,

В=й к\рет ёисесс\н.


Ё\в\пе х\вел ёинче

Шоколад пек х=м=р

Эп пулат=п.Эй,т\нче,

Ак курорт та к=нт=р.


Юнашар т=ван ялпа

Юхан шыв,в=рман\.

Ч=мп=лтат ирпе, каёпа-

Кирек кам =мсан\.( «Тант=ш»х.,2007,авг.2)


Т=ван ё\р-шыв ёыв=х та пылак

Утарта


Виталий Семенов паян ё\р ёинче чи телейл\ ёын. В=л юратн= ашш\-ам=ш\пе,аслам=ш\пе,пичч\ш\пе тата й=м=к\пе киленсе пур=нать. Питех те тусл= ёемье.

Сакк=рм\ш класса ёъреме хат\рленекен Виталий к=ёал нухрат \ёлесе илекен пулч\.К=ёал ёуркунне ашш\ утарта в=й хума тыт=нн= та арёын ача й=лтах канн=ёне ёухатн=.В=л пуш= в=х=т туп=нсанах в=рмана васкан=.Чи ёыв=х ёыннипе в\ллесене тасатн=,прополиса вара Канаша кайса сутн= Виталий.Ук- ёине вара ахаль т=какламан, х=йне валли телефон туянн=.

Пыл хурч\сенчен пачах шикленмен пултарулл= ёамр=к. «Эп\ в\семпе тахёанах п\р ч\лхе тупн=.Ара, килте те п\ч\к утар пур пир\н»,-тет в=л.

Ё\ртме, ут= уй=х\сене ус=лл= ирттерн\ арёын ача. В=рмантан тухман та те- иелле. Ут= в=х=т\нче алран ёава, сен\к яман.Ёырла та \шеничченех пуётарн=. Компот-варени п\ёернис\р пуёне сутл=х та хат\рлен\. Аслисене мил\к ёыхма та пул=шн=. Хал\ в=л м=й=р пухма хат\рленет. «К=ёал в=л =нса пулч\. Ара, х=мла пек йышл= ёак=нса т=раёё\.Х\лле вали ёител\клех пухасш=н-ха…+на татма ё=м=л мар. Ялан ёълелле п=хса пын=ран м=й та ыв=нать,»- тет Виталий.

П\рре те ахаль ларма пултараймасть ёав Семеновсен в=тал=х ыв=л\.В=х=т пачах та ёук ун=н, ёапах в=лта илсе пулла ёитме т=р=шать.

Ку ачаран пурн=ё ёынниех пулать»,-теёё\ Виталий пирки аслисем.

«Ал=-ура пур ёинче ахаль ларни кил\шместь./ёленипе ёын вилмест.Ак=,с=махран,эп\ ним\нле \ёрен те шикленмест\п,- тет в=л.

Мал \м\тл\ ёамр=к паян та утарта.Кил\шет =на унта.Й\ри-тавра в=рман,уё= сывл=ш,кай=ксен илемл\ юрри-к\вви…

Спорта чунтан пар=нн= Виталий шкул хыёё=н ё=кал=храх т\пленесш\н. «Хула манн валли мар. Эп\ ялтах х=н=хн=.Ъссен хама кил\шекен профессие алла илн\ хыёё=н т=ван т=р=ха тавр=нат=п. Ёак= манн=н тат=кл= с=мах»,-тер\.

Ё=кал=хрии пултарулл= ёамр=ксенчен п\ри Виталий Семенов.

(Л.Васильева, «Тант=ш»х.,2007,авг.9)
Т=ван ё\р ёыв=х та пылак.

Т=ван к\тес,т=ван таврал=х…М\н пур-ши тата сир\нтен хакли?Кам ют ё\рте пулман-=на ёакна =нланма йыв=ртарах.Эпир те, халл\хе килтен тухса курман =ру, =нлансах та ёитерейместп\р пуль.Анчах атте-анне каласа пан=, к\некесенче вулан= т=р=х шух=ша путатп=р вара.В=рё= в=х=т\нче пин-пин ёын т=ван ё\ре хът\леме ёар ретне т=н=.Т=шмана часрах ёапса аркатса т=ван ене тавр=нма \м\тленн\ в\сем. Пуёне хун=, аманса алс=р-урас=р тавр=нн= пулин те, х=йсене чи телейл\ ёынсем иек туйн=.М=ш=р\семпе ачисем тем т\рл\ терт-асап вит\р тухса к\тн\ в\сене.

Хал\ вара темш\н т=ван ё\р\м\ртех Ур=х хулана кайсан ч=нах та ют пекех туй=нать.Ют ч\лхе те илемл\н илт\нмест, таврал=х ил\ртмест, ёыннисем те,сывл=ш\ те ур=хла тей\н. П\р-п\ринпе хутш=насси, йыв=р в=х=тра пул=ша- сси манн=ёа тухса пынипе, май пур ё\ртен т=ван ч\лхене манса юттипе калаё- ма т=р=шнипе-ши ёак=? Х=ть =ёта кайсан та ёуралн= ен\м х=й патне туртать.

Пуринчен те хитререх те =ш=рах кунта.Тъпе те сенкертерех, х\вел те ёутатарах й=лк=шать,сывл=шне те к=к=р туллин сывлат=н.П\т\м ырл=х т=ван к\тесре. «Т=ван к\тесрен, т=ван хал=хран хакли ним\н те ёук»,-тесе ахальтен каламан ёав.

Упрар Ч=ваш ё\р-шывне, мухтанар т=ван ч\лхепе,ёъле ё\клер ун ятне!

(Н.Моисеева, «Тант=ш, 2007,авг.9)

Чечекленет К=пас ял\

«Сыв=-и, ытарайми т=ван т=р=х=м!Епле илемл\ выр=нта вырнаён=-ёке эс\»,-тет\п эп\ яла пырса к\рсен.

Ч=н та хитрее пир\н таврал=х. Ёулсерен ё\н\ ёуртсем ё\кленеёё\ кунта.Чи пахи- кашни килте газ пурри.К=мака хутса асапланас ёук хал\.

Ёу кун\сенче, уйра ут= тип\тн\ чухне, уйр=мах киленет\п вара таврал=хпа. Й\ри-тавра в=рман, тыр= пусси. Кай=ксем х=йсен юррисене п\р чар=нми ш=- рантараёё\.

Чечекленет К=пас ял\, хитреленет!

(Л.Терентьева, «Тант=ш»х.,2007,авг.9)


Кусар ял\

Кусар тавраш\нче пулса курн=-и эсир? Пулман. Пит\ шел. Ё\р ёинче унти пек илемл\ выр=нсем пит\ сахал пулмалла.Ёук та пул\ тет\п.Тен, манна хам унта ёуралса ъснипе ё\ё ёапла туй=нать-т=р та, анчах в\сене мухтасах килет ман=н.

Кусар-ял яч\ в=л. Ун пек ялсем пир\н таврара пит\ сайра. В=л, виё\ урамл=скер, анл= та туллии С\вен с\век ёыран\ т=р=х виё\ ёухр=ма т=с=лать. Ёурч\сем пурте чипер,кашни ёинех Тим\р е х\рл\ черепица, шифер витн\. Урамсенче лапс=ркка й=мрасемпе тирексем, хур=нсемпе =в=ссем кашлаёё\.

Анкартисенче-улма,чие сач\сем. Ёуркунне вара в\сем ёурн= чечексен ыр= ш=рши С\ве айл=м\ т=р=х таёта ёитиех сар=лать.

Паё=рах калар=м \нт\:ял\ те, ун тавраш\нчи ё\р-шыв та с=махпа каласа к=тартма ёук илемл\ пир\н. Кусар леш ен\пе С\ве шыв\ юхса выртать.

С\ве ёинче Ким\пе яр=нса курман пул\-ха эсир? В=т ёав. Пит\ лай=х унта. Уйр=мах ирхине. Тъпе с=н\ ъкнипе шыв к=н-к=вак кур=нать.В=л юхни те палл= мар- ёий\ к\ленче пек яп-яка. К\сменсемпе виё-т=ват хут ав=сса илет\н те- варринех ёитет\н.Ким\ хыё\нче ик\ еннелле ёур=лса, хум пулса куса каякан шыв т\п\лтетет.Инёетре к=вакалсем нартлатаёё\, хурсем как=лтатаёё\, ак=шсем х=юс=рр=нс ас= пани илт\нет…

Ёитет\н те С\ве варрине- в=х=тл=ха чар=нса т=рат=н. +ёталла каяс тесе шух=шласа т=рат=н…

С\ве леш енчи в=рмансенче те пулса курман пул\-ха эсир? Ёук? В=т ёав.Ёулла унта ё=тмахри юмах сач\ пекех вара. Таврара темиёе т\рл\ кай=к юрлать, темиёе т\сл\ чечек ёиёет, ёырла пиёет.

Эх,ёум=р хыёё=н к\рсе курасч\ сир\н С\ве т=р=х\нчи в=рмана! Йыв=ёсем те,ытти ъсен-т=ран та, ё=в=нса тасалн=скерсем-ем-еш\л,й=лт=ртатса ёеё т=раёё\. В\сен ёулёисем сар=лса каяёё\, ёълелле ё\кленеёё\-х\вел патнелле.

Йыв=ёсем ёинчен п=нт! п=нт! Туса ш=ратн= к\м\л ев\рл\ тумла тумлать. Таврара чечек, ёырла ш=рши т=рать.

(В.Садай. «Ч=ваш лит. антологий\»,2003. - 258 с.)
Ёуркуннехи аслати
Ёур=мпуё ёул=м пек х\релч\. Ё\р\н питне т\тре пуср\. Х\вел ёутипе кун ёуталч\. Ту т=рринчен ёъле кайса т\тре ёъле ул=хр\, хура п\л\т тулса т=ч\. Хура п\л\т т\кс\мленч\. Т\кс\млент\н, м\нш\н иккен шух=ша юлт=н? Ёуралса тухн= ё\р\-шыв\ ун=на сне килн\ пек.Ёавра ёилсем =на илсе хуса кай\ё т\рл\ ё\ре , ёут т\нчен х\ррине.Ёил-т=в=лл= аслати тухать; вутл=-ёул=мл= ёиё\м ёиёет; асамат к\пер\ карса илет. Пуётар=нч\, сар=лса кайр\. Шап=ртатса пырса ёапр\.

Куёёул\ пек юхса анч\. Витрелетсе ёум=р яч\. Ё\р к=к=рне й\петр\. Ту пек пыс=к п\л\т ёинчен ёут= х\вел п=хса т=рать.Ё\р\ шывран т=ранч\. Хирне курса, пахчине п=хса т=рана п\лмест ял ёынни. Ч\т\ресе к\лтуса к\тр\ё тур= ырл=хне.( Революцичченхи ч=ваш литератури. - Шупашкар,2001.- 124с.)


Х\вел \ё\сем

Ах=р, х\вел халтан кайн=: тусем хыёне пытанать,ёути ун=н икс\лет. Ыв=нса ёитн\ питне-куёне х\рл\ ёъхе п\л\т витсе выртма хат\р в=л./нт\ =на канма в=х=т: ёуллахи кунра ун=н ёул\ пит в=р=мне кам п\лмест? +ёта ёитр\-унта \ё: тусем ёинче, вар т\п\нче, в=рмансенче, ёарансенче. П\рне =ш=т, теп\рне ёутат; ёав=нтах тата пилл\х яр. +йха кайн= чечексене в=ратса х=вар =йхинсен, т\рлесе х=вар ёулёине. Пылл= сывл=м ёутарса в\лле хуртне т=рантар. В\л-в\л в\ёен л\п\ш валли кур=к ёине, ёулё= ёине х=вар сывл=м тумламне. Акн= п\рч\н хуппине ёур.Ёамр=к кур=к ъстерсе ё\ртен к=лар ёутталла. П\ч\кё\ в\ёен кай=к валли апат тупса хат\рле. Х=шне пытар тура тайне, лешне =ш=т й=ва ёинче. Х\ртсе п\ёер чиесене. Ешерсе ларан пахча ёине ан ман яма ман ёутт=ма. Ылт=н=н кур=нан иё\м ёырлине ш=р=х тивсе п\тесрен витсе х=вар ёулёипе. Пучах =шне п\рч\ тултар. К\т\ве ш=р=х пусм=рласан лесе яр в=рман сулх=нне. Хура п\л\т пухса хур; кур=Ксене тапса тух. Ёут= асамат к\пер пулса хура в=рманпа ёаран ёине п\л\т ёинчен анса кур. Ёивч\ ёава касса татса май=н выртн= кур=ка ёутт=н п=хса кайса тип\т. Утта пухса капан ту. Ёаран ёинче каёпала Ларса тухч=р капансем;лав ёине тиечч\р. Умл=-хыёл= лавпа кил\сене турттарчч=р.

Ёавна курса т\л\нм\п\р в=л х\релсе аннинчен; ёутати-ёутатми т=рса юлса ту ёине кайса канн=ш=н.П\л\т х\ррине ш=вать каять, сулх=ланса ёитерет, ыр= каё сунса х=варать.(Революцичченхи ч=ваш лит-ри. - Шупашкар, 2001.-116с. )
К\ркунне

П\л\т ёине п=хсанах к\ркунне пулни пал=рать. Х\вел ёути сайра-сайра, й=лт=ртатса кур=нать; кун\ пырать к\скелсе. Т\кс\м ларакан в=рман ёий\ хуйх=лл= шавлать, ёаралать. Ёара юлн= хирсене пусса хуплан=. Как=лтатса кай=к хурсем к=нт=р еннелле в\ёеёё\. Кичем в=х=т ёитсе пырать; ноябрь уй=х\ ёитсе килет. Т\тт\м ё\ре ёутатса ёур=мпуё килет шуралса. Шавласа \ёлен\ сас=-ч\в\ хир варринче илт\нмест. Ёул варрине кашк=р т ухать; выё= амии п\рлех ёърет.Ёулпа пыран кълн\ лаша ш=рша сисе хартлатать. Ларн= ёынни в=ртт=нтарах сиккипеле х=валаса ул=хса каять ту ёине.Картара т=ракан \несене, ёур=мпуё ёути шуралсанах хуса каймасть к\тъё\. Т=н-к=нт=рла т\л\нче ш=хличине к=шк=ртса хуса хупмасть тап=ра. Ъссе ёитн\ Сар= х\р юрласа ав=рлать пърт\нче шат=ртатса ёунакан хур=н х=ййи ум\нче.

Х\лле

Ёурё\р ен\ - сив\ ен: сивв\н в\рет, уласа ярать, хура п\л\т тапратать. +р=мё=-х\лле тапранса пир\н пата х=й килет. Килч\, ёитр\, сапаланч\, юман турач\сене ёак=нч\. Хир варрине, с=ртсем ёине шур к\ёёе пек хуплар\. Ёырмари шывсем хускалмаёё\.Ёырансене юр хупласа тик\с ё\рпе тан тур\.


Х\ллехи ёул

Катрашкалл= т\тре т=р=х шуса ёут= уй=х. Салху выртакан уёланк= ёине хуйх=лл= ярать ёутине. Х\ллехи салху ёулсем т=р=х ытк=нса юртатьвиё лаша. П\р сас=лл= ш=нк=рав хала ярать сассипе. Ямш=к юрлать в=р=м юр=; юрри ч\рене ёып=ёать. Сатурл=хпа маттурл=х, к=м=л хуё=лни – хурланни - ун=н юрри-с=ввинче. Х=й= ёути кур=нмасть, ёурт м\лки те кур=нмасть, пуш= ё\рпе юр анчах. Ёухр=м юпи-ула юпа, п\р в=л анчах т\л пулать.


Ёуркунне пулни

Таврари тусем ёинчи юра ёурхи х\вел =шши хуса шыва путн= ёаран ёине хура шыв туса антарч\. М\нпур\ пурте й=л кулса =йхи уё=лман пит-куёпа ёурхи куна к\тсе илет. П\л\т к=н-к=вак к=вакарн=. Вит\р кур=нан в=рмансем сим\с мам=к пек ешерн\. Хиртен куланай пухмашк=н =в=с пърт\нчен тухать те в\ёет каять в\лле хурч\. Варсем типсе улаланч\ё, к\тъ ёърен шавласа л=пк= т\тт\м каёсенче ш=пч=к юрла пуёлар\. (Революцичченхи ч=ваш литератури. - Шупашкар,2001.-с.117-118с.)


Укахви пърте пит\рч\ те п\ч\к пурак й=тса урама тухр\.

Тъпене талкк=ш\пех ёъхе шур= чат=р пек п\л\т хуп=рласа илн\. Ёантал=к =ш=, лъп ёеё. Х\вел х=ш т\лтине п\л\т ёинче Ир\лсе т=ракан шур= палл= т=р=х ёеё =нкарма пулать.

Й=мра т=ррисем хумханаёё\. П\л\т тъпинче п\р х\рен яв=нать.

Укахви пус= вит\р уя тухр\, ё\ртме ани урл= выртакан ёерем пусн= сукмак ёине к\ч\, вара в=рман енне ёул илч\.

Каёхине п\р касс= шалк=м ёум=р юхтарса, к=п=кланса ёунн=чч\ те –лупашкасенче хал\ те =сла пек ё=ра шыв кълленсе т=рать.

Ку – ус=лл= ёум=р, ыраш ёум=р\. Ыраш пучах\сем ч=нах та йыв=рланса кайн= пек, сулмакл=н ч=шт=ртатаёё\. Ёул хыттине ёеё ёум=р тивеймен. Ак= каллех =ш=-=ш= ёум=р ним й\петмес\р, куёа кур=нми шыв п\рч\семпе в\т\ртетсе й=слама тыт=нч\.

Инёех те мар темиёе пусл=х ш=нк=рч= - п\р ушк=н - хура анна ёинчен хура т\т\м каплам\ пек в\ёсе ё\кленч\ те ёавр=нса-п\т\р\нсе п\рре ч=м=ртанн= май- ё=ралса, тепре саланн= май - ш\велсе аякра ир\лсе ёухалч\. Ыраш =ш\н- чен унтан та кунтан х=рахшар=н уй ёерёий\сем аран-аран в\ёе-в\ёе тухаёё\.

Ёум=р тик\с ёуман: ял ёум\нче самаях нър\, кунта п=т-пат ёеё ъккелен\. К=шт тъпемрех выр=нти хура в=рман ай\ аякран п=хсан такам к=вайт хун= пек к=вак кур=нать.

(Ю.Скворцов.К\рхи кунсем. – Шупашкар, 2005. - 164с.)







Достарыңызбен бөлісу:




©dereksiz.org 2024
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет