Тема: Шурă тумлă хĕлле.(Чăваш сăмахĕ.4-мĕш класс.)
Тĕллевĕ: 1)хĕлле çинчен мĕн пĕлнине аса илни; кама ?мĕне? япала ячĕсемпе малалла ĕçлесси;
2) ачасен вулав хăнăхăвне, шухăшлавĕпе пуплевне аталантарасси;
3) çут çанталăка юратас,сăнас тата упрас туйăма ŷстереси.
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер.
Урок юхăмĕ
1.Урок темипе тĕллевне пĕлтерни.
Учитель. Паян урокра мĕн çинчен калаçассине пĕлес тесен малтан çак сăвва вулăр.
1-мĕш слайд.
Хирсенче юр анчах,
çырмара пăр анчах,
сивĕтет аванах…
Ку хăçан пулать-ши?
К.В. Иванов.
Ачасем. Ку хĕлле пулать.
Учитель.Ку сăвва К.В.Иванов çырнă. Вăл мĕнле поэма çырнă?
Ачасем.К. В. Иванов «Нарспи» ятлă поэма çырнă.
Учитель урок темипе тĕллевне пĕлтерет.
4- мĕш слайд.
Учитель.Пирĕн патне хăнана Хĕл Мучипе Юр Пике килчĕç. Вĕсем пире вали калав илсе килнĕ.
2.Калавпа ĕçлени.
1). Калава вулăр. Кашни ŷкерчĕк патне калавран предложенисем суйласа ил.
2).Ачасен хуравне тĕрĕслени.
Малтан ачасем калаççĕ, вара слайд çинчипе тĕрĕслеççĕ.
6- 14- м ĕш слайдсем.
3).Калавпа усă курса паянхи çанталăка сăнласа парасси.
15- мĕш слайд.
Учитель. Кунта раштав уйăхĕн 16-мĕш кунĕнчи çанталăк.
15-мĕш слайд.
3.»Хăшĕ ытлашши» вăйă.
Учитель.Хĕл Мучипе Юр Пике эсир хĕлле мĕн тунипе интересленеççĕ. Вĕсем сире «Хăшĕ ытлашши?» вăйă сĕнеççĕ.
17-18- мĕш слайдсем.
3-мĕш хăнăхтарăва çырса пурнăçласси.
4.Мĕн вăл? Кала. Тупмалли юмахсем.
20-мĕш слайд. (Тупсăмĕсем)
5.Кану вăхăчĕ.
Мулкач ларать пашкаса,
Ик хăлхине вылятса.
Ак çапла!Ак çапла!
Ик хăлхине вылятса.
Тŷсеймерĕ сиввине,
Ăшăтать вăл тяппине.
Ак çапла!Ак çапла!
Ăшăтать вăл тяппине.
Сивĕрех ăна тăма.
Вăл пуçларĕ ташлама.
Ак çапла!Ак çапла!
Вăл пуçларĕ ташлама.
6.Кама? мĕне? ыйтури япала ячĕсемпе ĕçлесси.
Учитель.Хĕлле сиввĕ.Часах шăнса чирлеме пулать.Мулкач та шăнас мар тесе вырăнта тăмасть, ташлать, Чирлесен тухтăр патне каймалла. Тухтăр мĕн хушнине пурнăçламалла. Кĕнеке авторĕсем те 5-мĕш хăнăхтарура çавăн çинчен аса илтереççĕ.
5-мĕш хăнăхтарăва пурнăçлаççĕ. Тĕрĕслеççĕ.
22-мĕш слайд.
7.Çанталăка сăнани.
Учитель.Эсĕ тата мĕнле сăнавсем пĕлетĕн?
22-мĕш слайд. Сăнавсем.
8.Урока пĕтĕмлетни.
Учитель.Паянхи урок сире килĕшрĕ-и? Мĕн интересли пулчĕ?
9.Ачасен ĕçне хаклани.
Достарыңызбен бөлісу: |