Чăваш сăмахлăхĕпе халăхăн йăла, ăс пурлăхне тĕпчесе вĕрентмелли хăнăхтарусем



Дата16.06.2016
өлшемі91.5 Kb.
#140138
Чăваш сăмахлăхĕпе халăхăн йăла,

ăс пурлăхне тĕпчесе вĕрентмелли хăнăхтарусем.
Тĕрлĕ çулхи ачасене ăса вĕрентекен сăмахлăх тĕсĕсен шутне юмахсемпе халапсене, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене, хайлавсемпе юптарусене тата фольклорăн ытти произведенисене кĕртеççĕ.

Чăваш ача – пăча сăмахлăхăн тĕсĕсем, сĕм авалах йĕркеленнĕскерсем тата паянччен упраннăскерсем, хисепĕпе çав тери йышлă: чăваш ачисен юрри, ваттисен сăмахĕсемпе сăнавсем, тупмалли юмахсем, хайлавсем(прибаутки), юмахсем.

Ача – пăча сăмахлăх тĕсĕсем ытларах çемьепе çыхăннă; вĕсен тĕллевĕ ача – пăчана илемлĕх тĕнчипе паллаштарасси, пурнăç çулĕнче малтанхи утăмсем тума пулăшасси.

Кунашкал хайлавсенче ытларахăшĕсенче малти вырăна асамлăхпа ăрăмлăх мар, фольклор мелĕсен тĕп функцийĕ ачасен пĕтĕмĕшле тавркурăмне ÿстерме, сăнарлăха палăртма тата илемлĕхе курма вĕрентессипе çыхăннă.

Кирек хăш вăхăтра та çемьен тĕп функцийĕ ача – пăча çуратса ÿстересси, вĕсене тĕрĕс воспитании парасси пулнă. Ача – пăчана çитĕнтерсе çын тума çăмăл мар. Ахальтен мар ваттисем ача – пăчана мул париччен ăс пама хушнă.

Ачана вулама – çырма, литература чĕлхипе калаçма вĕрентме çăмăлах мар. Литература чĕлхине вĕрентесси пуплеве аталантарассипе тачă çыхăнса тăрать. Тата литература чĕлхине вĕрентес ĕçре халăх сăмахлăхĕпе тĕрĕс усă курма пĕлни тĕп вырăн йышăнса тăрать.

Вырăссен паллă педагогĕ К.Д.Ушинский тупмалли юмахсене япалана сăнарлă уçса кăтартмалли картинăллă сăнласа памалли хатĕр тесе каланă.

«Тупмалли юмахсем ача – пăчана япала ăçтан, мĕнрен,

мĕнле майпа пулса кайнине, мĕн тума кирлине курма, пĕлме пулăшаççĕ», - çырать чăваш фольклорĕн паллă тĕпчевçи Сидорова Е. С.. Чăнах та, ку сăмахсем тĕрĕссине шкул учебникĕсене кĕртнĕ тупмалли юмахсем аванах кăтартса параççĕ.

Ачасем тупмалли юмахсене пуçламăш классенчи учебниксенче кăтартнă йĕркепе вĕренсе пыраççĕ. Кунпа пĕрлех, вĕсен пĕлтерĕшĕ пур енчен те пысăк пулнине шута илсе, тупмалли юмахсемпе тĕрлĕ вăйăсем ирттеретĕп.Ун пек вăйăсем ачасен шухăшлавĕпе пуплевне аталантарма та, тĕрлĕ сăмахсене тĕрĕс калама тата çырма та вĕрентеççĕ.

Ачасем тупмалли юмахсемпе çакăн йышши тĕрлĕ ĕçсене кăмăлпах пурнăçлаççĕ:


  1. тупмалли юмахăн тупсăмне панă сăмахсенчен суйласа тупни.

Тĕслĕхрен: Тема: Пахча- çимĕç. 1 класс. Калаçу урокĕ.

Арăк мар, çарăк мар; çулçи ешĕл, милĕк мар.

Кăтăр - кăтăр çаврашка, шит те çурă хÿрешке.

Сарă та – аки мар, хура та – мучи мар, хÿри пур та – шăши мар.

Пÿрт тулли пурăнаççĕ, чÿрече касаймаççĕ.

Симĕс арчара хĕрлĕ тавар.

Мучи шалта, сухалĕ тулта.

Тупсăмĕсем: сухан, çарăк, кишĕр, хăяр, арбуз, кăшман .

2) панă темăпа тупмалли юмахсем хушма литературăран шыраса тупасси.

3) тупмалли юмахри тупсăмĕсенчен сăмах диктанчĕ йĕркелесси.

Тĕслĕхрен: Тема: Хытă, çемçе сăмахсем.

Учитель тупмалли юмаха вулать, ачасем тупсăмне икĕ юпана уйăрса çыраççĕ. Пĕрремĕш юпара çемçе сăмахсем, иккĕмĕш юпара хытă сăмахсем пулмалла.

Вăр - çаврашка, варри шăтăк.

Лашаран çÿллĕ, курăкран лутра.

Шăлĕ пур, çăварĕ çук.

Юмах юплĕ, хÿри кукăр, çăварĕ кашкăр.

Кайнă чух юрла-юрла, килнĕ чух йĕре-йĕре.

Урасăр утать, алăсăр шаккать.

Хăй шăллă, анчах çыртмасть.

Тупсăмĕсем: кустăрма, йĕнерчĕк, пăчкă, хачă, витре,сехет, тура.

4) Çак ребусра тупмалли юмах пытанă. Унăн тупсăмĕ мĕнле –ши?

Тупсăмĕсем: хутаç, çăпата, витре, пукан, алă.


Çак тупмалли юмах пытанă .Пĕр пакшан икĕ хÿре. Тупсăмĕ çăпата.

5) тупмалли юмахра вĕреннĕ орфограммăпа сăмаха тупса суйлав диктанчĕ çырасси. (Малтан йăлтăркка, кайран кăлтăркка; хĕлле - çулла, çулла- хĕлле; пÿрт тулли пурăнаççĕ, чÿрече касаймаççĕ тата ытти те тупмалли юмахсен тупсăмне ачасем тупаççĕ, кайран вăрăммăн илтĕнекен хупă сасăллă сăмахĕсене çырса хураççĕ. Тупсăмĕсем: çиçĕмпе аслати, нÿхреп, хăяр.)
Ваттисен сăмахĕсем- ламран лама куçса пыракан сăнарлă сăмахсем. Вĕсем шухăша кĕскен те çивĕччĕн, ытарлăн палăртаççĕ. Ваттисен сăмахĕсенче халăхăн кун- çулĕ, ăс – хакăлĕ, шухăшлавĕ, тĕнчекурăмĕ ÿкерĕннĕ.

Ваттисен сăмахĕсем çын çут çанталăка, пурнăçри пулĕмсене сăнаса пынă, хакланă май çуралнă.

Ваттисен сăмахĕ чылай чухне - вăртăнлăх, вăл пуриншĕн те уçăмлă мар. Чăваш шухăша уçăмлăн каламасть. Унăн çыпăçуллă, кĕскен, ытарлă, шахвăртса, вăлтса калани уйрăмах вăйлă.

Ваттисен сăмахĕсем – ваттисем ăс парса, вĕрентсе каланă сăмахĕсем. Вĕсен тĕп тĕллевĕсем: ачан тĕнчекурăмне аталантарасси; ăна илемлĕхе курма – туйма пулăшасси; ырăпа усала, лайăхпа начара уйăрма вĕрентесси; ĕçе хăнăхтарасси.

Ваттисен сăмахĕсене вĕреннĕ чухне çакăн пек вăйăсемпе усă куратăп:

1) «Ваттисен сăмахĕсене майлаштар»

Вăййа ваттисен сăмахĕсемпе паллаштарнă, аса илнĕ чух выляççĕ. Вăл вĕренекенсен пуплевне аталантарма пулăшать. Ăна выляма ваттисен сăмахĕсене карточкăсем çине çырса хатĕрлемелле: пуçламăш пайне - пĕр карточка, юлашки пайне иккĕмĕш карточка çине çырмалла. Вăйăра усă курма 7- 8 ваттисен сăмахне çырнă карточкăсем пулсан çитет.

Вылякансем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ: пĕр ушкăнне ваттисен сăмахĕсен пуçламăшне çырнă карточкăсем памалла, тепĕр ушкăнне- ваттисен сăмахĕсен вĕçне çырнисене. Вăййа пĕрремĕш ушкăнри ача пуçлать. Вăл карточка çине çырнине вуласа парать. Ыттисем ăна итлеççĕ те ваттисен сăмахĕн тепĕр пайне шыраса тупса вуласа параççĕ; вара иккĕшĕ юнашар тăраççĕ те ваттисен сăмахне çĕнĕрен уçă та таса сасăпа тепĕр хут вуласа параççĕ.

Кунашкал вăййа ирттерме çак ваттисен сăмахĕсем юрăхлă:

Пĕр çын сурать – типсе пырать, халăх сурать - кÿлĕ пулать.

Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр.

Кахалшăн çĕр кĕске, ĕçченшĕн кун кĕске.

Çăкăра чăмласа çи, сăмаха шухăшласа калаç.

Акма лайăх йĕпелле, вырма лайăх типĕлле.

Акара - авăн, хăнара савăн.

Ăсти епле, ĕçĕ çапла.

2) «Мĕн сиксе юлнă»

Ваттисен сăмахĕсенче мĕнле глагол сиксе юлнă.

Савва хыççăн пуртăпа ….. .

Ĕçчен çынна ĕç …… .

Кĕнеке паха тупра, ăна ….. .

Курак чĕппине хура пулсан та ………тет.

Çĕнĕ тус пулсан, киввине ……. .

Ăса кивçен ……. .

Кирлĕ сăмахсем: упра, савать, памаççĕ, ан ман, касмаççĕ, юратать.
3) «Вырăнне туп»

Ваттисен сăмахĕсенчи глаголсем пăтрашăнса кайнă. Вĕсене хăйсен вырăнне ларт.

Ăшă сăмах сивĕтет, сивĕ сăмах ăшăтать.

Кам çимест, вăл ĕçлемест.

Куç тăвать те, алă хăрать.

Выртан каска якалнă, çÿрен каска мăкланнă.

Хĕнесе савтараймăн, хĕсĕрлесе култараймăн.

4) Ваттисен сăмахĕпе сочинени çырасси.

Тĕслĕх:

Куç хăрать, ал тăвать.

Пĕррехинче пирĕн атте темĕн чухлĕ вутă çурса хунăччĕ. Вăл ăна пире йăтса купалама хушрĕ. Эпĕ ана йăтса пĕтерейместпĕр пулĕ тесе шутларăм. Эпир ăна шăллăмпа йăтрăмăр, анне купаласа пычĕ. Çапла эпир ăна часах йăтса пĕтертĕмĕр. Ахальтен каламаççĕ иккен ваттисем : «Куç хăрать, ал тăвать .»

Сочинение Лепешкина Катя калăпланă 2 класс.

Чăваш халăх сăмахлăхĕн йышĕнче ачасен фольклорĕ халăхра ĕлĕкех йĕркене кĕнĕ, хăйне тивĕçлĕ вырăн тупнă. Фольклорăн анлă пĕлтерĕшĕ – халăх хушшинче çуралнă тата й ĕркеленнĕ, ĕмĕртен ĕмĕре, ламран лама куçса пыракан, паянхи куна çитнĕ пĕтĕмĕшле пултарулăхĕ.

Ача – пăча валли çитĕннисем ятарласа хайланă произведенисем шутне кил – йышра ача пăхакансем сăпка сиктернĕ чух тата пĕчĕк ачана йăпатса ачашланă чух калакан - юрлакан сăвă – юрă кĕрет.Ачасемшĕн пуçланса кайнăскерсем, кусем сăпка çулĕсенчисен кун – çулĕпе çыхăнса аталанса пыраççĕ.Вĕсем ачасенчен уйрăм пурăнмаççĕ. Çитĕннисемпе пĕрле е вĕсенчен вĕренсе юрланă чух ача – пăча ку йышши сăвва – юрра урăхлатмасть,çав халлĕнех йышăнса упрать.

Çитĕннисем манса пынăçемĕн вĕсен фольклорĕнчи ача – пăча сăмахлăхне куçнисем – ытларах авалхи сăвă – юрă. Хальхи ача кунашкал сăвва – юрра куллен вăйă – кулăра усă курать. Вĕсене вăл хăйле ăнланать.Произведенисенчи илемлĕ сăмахсемпе сăнарсене те вăл тÿррĕн ăнланать.Çав илемшĕн хыпăнса, ача – пăча халăхăн ĕмĕрсем хушшинче манăçа тухса пыракан сахал мар сăвви – юррине упраса хăварнă.

Урокра ачасем ĕлĕкхи вăйăсене кăмăлласах вĕренсе выляççĕ. Ытларах вĕсене «Çерем пăсса вир акрăм килĕшет». Çак вăййа вылянине тăхтав вăхăтсенче час – часах асăрхама пулать.

Кашни халăхăн хăйĕн йăли – йĕркисем, вăййи – куллисем , юрри - ташшисем пур.

Йăла – йĕркесем вĕреннĕ уроксенче хамăр ялти йăла – йĕркесемпе паллаштаратăп. Çăварни , çимĕк, салтак, туй, хĕр йĕррине вĕрентме тăрăшатăп. Ялта ку юрăсене, йăлапа çыхăннă уявсене пĕлекенсем сахаллансах пыраççĕ. Вĕсен ăстлăхне ăса илсе ачасене вĕрентсе хăварасшăн тĕллев пур. Ялти йăла – йĕркене ан манччĕр тесе ачасен амăшĕсемпе йăла уявĕсене йĕркелесе ирттерме тăрăшатăп. Çакăн евĕрлĕ уявсенче ачасен амăшĕсем кăмăлпах хутшăнаççĕ. Вĕсем те хамăр таврари йăла – йĕркесене упраса хăварасшăн шухăшпа пурăнаççĕ.

Çăварни юрри.

Сăрта якки ешĕл ай курăнать.

Сăрта якки ешĕл ай курăнать.

Çăварни иртиччен савăнса юл


Е юр кайса курăк ай шăтнăран.

Е юр кайса курăк ай шăтнăран.

Çăварни иртиччен савăнса юл
Хамăр тăван çырлан ай курăнать.

Хамăр тăван çырлан ай курăнать.

Çăварни иртиччен савăнса юл.
Те юратса кăмăл ай кайнăран.

Те юратса кăмăл ай кайнăран

Çăварни иртиччен савăнса юл.
Çимĕк сăввисем.
Кас суханне касмăттăм

Çиес килни те пĕтерет.Ç

Каçхи вăййа тухмăттăм

Выляс килни те пĕтерет.

Лапри кăвак чечекне

Хĕвел ÿкмест те тăм тивмест.

Çакă Суйкăн хĕрсене

Нимле хаяр та куç ÿкмест.

Çил лăплана пуçларĕ.

Упре туха та пуçларĕ.

Çимĕк ирте пуçларĕ.

Чун хурлана та пуçларĕ.



Салтак юрри.
Хурăнлăхпа иртсе ай пынă чух.

Хурăнлăхпа иртсе пынă чух.

Хурăн çулçи ÿкрĕ ай пуç çине.

Хурăн çулçи ÿкрĕ пуç çине.

Паянхи кун юлашки.
Вунсаккăра çитсе ай пынă чух.

Вунсаккăра çитсе пынă чух.

Салтак нуши ÿкрĕ ай пуç çине.

Салтак нуши ÿкрĕ пуç çине.

Паянхи кун юлашки.
Улатăр чиркĕвĕ çÿллĕ чиркÿ.

Улатăр чиркĕвĕ çÿллĕ чиркÿ.

Вĕрен ярса вĕрен ай çитес çук.

Вĕрен ярса вĕрен ай çитес çук.

Паянхи каç юлашки.
Эпир каяс çулсем инçе çулсем

Эпир каяс çулсем инçе çулсем

Салам ярса салам ай çитес çук

Салам ярса салам çитес çук.

Паянхи кун юлашки.
Пÿрт алăкĕнчен тухрăм эп тайăлтăм.

Пÿрт алăкĕнчен тухрăм тайăлтăм

Хамăн кил - йышран эп уйрăлтăм.

Хамăн кил - йышран эп уйрăлтăм

Пĕтĕм çемье шел юлать.
Кил картинчен тухрăм эп тайăлтăм.

Кил картинчен тухрăм тайăлтăм.

Пĕтĕм тăвансенчен эп уйрăлтăм .

Пĕтĕм тăвансенчен уйрăлтăм.

Пĕтĕм тăван шел юлать.
Уй хапхинчен тухрăм эп тайăлтăм.

Уй хапхинчен тухрăм тайăлтăм.

Пĕтĕм ял-йышран эп уйрăлтăм .

Пĕтĕм ял-йышран эп уйрăлтăм .

Уйрăлатпăр ял- йышсем!
Юмах итлеме, вулама пур ачана та килĕшет. Ытларах ачасем халăх юмахĕсене кăмăллаççĕ. Халăх юмахĕсене вĕреннĕ тапхăрта ачасен активлăхне ÿстерес шутпа çакнашкал ĕçсем тума тăрăшатăп.


  1. Юмаха рольпе вуласси тата калаттарасси.

  2. Вуланă юмах тăрăх тĕрлĕрен ÿкерчĕксем калăпласси.

  3. Вуланă юмаха малалла тăсса вĕçлесси.

«Виçĕ пулă» чăваш халăх юмахĕн вĕçне ачасем çакнашкал вĕçлерĕç. Уланкă пĕчченех тăрса юлнă. Вăл унталла - кунталла çапкаланма пуçланă та тÿрех атмана пырса лекнĕ. Атминче пĕчĕк шăтăк пулнă. Уланкă çав шăтăкран тухса тарнă. Çапла уланкă та пулăçăсенчен хăтăлнă. Виçĕ юлташ кайран тĕл пулнă. Вĕсем малалла та туслă пурăннă.

Лысова Елена çакăн пек юмаха вĕçленĕ.

Уланкă пĕчченех тăрса юлнă. Вăл унталла - кунталла çапкаланма пуçланă та тÿрех атмана пырса лекнĕ. Ачасем пулла тепĕр кÿлле илсе кайса янă. Уланка унта юлташĕсемсĕр малтан кичем пулнă. Кайран уланкă урăх юлташсем тупнă. Халь уланкăн пурнăçĕ кичем мар.

Миша Елюков çакăн пек юмаха вĕçленĕ.



  1. Юмахри геройсене асăннă хыççăн юмах ятне тупасси.

  2. Юмахри сыпăк тăрăх хăш геройăн сăмахне калама сĕнесси.

  3. Юмаха вуланă хыççăн килĕшÿллĕ ваттисен сăмах суйласа тупасси.(«Шаланкăпа ула курак» - чăваш халăх юмахĕ . Кам мĕн шырать, çавна тупать. Кама мĕн кирлĕ, çавна тупать. Пăхакан çын курать, шыракан çын тупать. Шыракана мар, тупакана мухтаççĕ.)

  4. Юмаха ÿкерчĕк тăрăх пĕлесси.

Çапла ачана вулама – çырма, пуплевне аталантарма, литература чĕлхине вĕрентме, чăваш чĕлхине интересленсе вĕренме халăх сăмахлăхне вĕреннĕ тапхăрта тĕрлĕрен мелсемпе усă курни самаях пулăшать.


Литература: Чăваш халăх пултарулăхĕ. Халăх эпосĕ.-Шупашкар; Чăваш кĕнеке изд-ви,2004.-382с. ; Чăваш халăх пултарулăхĕ. Ача – пăча фольклорĕ.-Шупашкар; Чăваш кĕнеке изд-ви,2009.-415с.; Чăваш халăх пултарулăхĕ. Ваттисен сăмахĕсем.-Шупашкар; чăваш кĕнеке изд-ви,2007.-493с.

Достарыңызбен бөлісу:




©dereksiz.org 2024
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет